Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хыҫалалла (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Вӗри тусан ҫул ҫинчен хӑмӑр кӑвак пӗлӗт пек йывӑррӑн ҫӗкленчӗ те, мӑкӑрланса-явӑнса, тырӑсемпе тӗрлӗрен курӑксем ҫине ларса, хыҫалалла йӑсӑрланса вӗҫрӗ.

Тяжелыми серыми лохмами поднялась от дороги жаркая пыль и поплыла назад, клубясь, оседая на стеблях хлебов и разнотравья.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан вӑл хыҫалалла тинкерсе илчӗ те хӗрлӗармеецсен сивлек те сӳрӗк, кашни хӑйне расна, ҫав хушӑрах виҫесӗр пӗрешкел сӑнӗсене курчӗ, пилӗк кӗтеслӗ хӗрлӗ ҫӑлтарлӑ кӑвак ҫӗлӗксем, кивелсе сарӑхнӑ е ҫӗнӗрех пирки кӑштӑрка ҫутӑ тӗслӗ сӑрӑ шинельсем ӗмӗлтетсе чухеннине курчӗ; похода тухнӑ ҫынсен пысӑк ушкӑнӗ сӗлкӗшлӗ юра ашса йывӑррӑн утнине, уҫӑмсӑррӑн калаҫнине, тӗрлӗ сасӑллӑн ӳсӗрнине, флягӑсем чӑнклатнине илтрӗ; нӳрелсе лӳчӗркеннӗ атӑсен, махорка тӗтӗмӗн, чӗн амуницин чуна кӑтӑклантаракан шӑршине сывларӗ.

Оглядываясь, он видел серьезные и равнодушные лица красноармейцев, такие разные и нескончаемо похожие друг на друга, видел качкое движение серых шапок с пятиконечными красными звездами, серых шинелей, желтоватых от старости и шершаво-светлых, которые поновей; слышал хлюпкий и тяжкий походный шаг массы людей, глухой говор, разноголосый кашель, звяк манерок; обонял духовитый запах отсырелых сапог, махорки, ременной амуниции.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий йӗнер ҫинче тӳрленсе ларчӗ, пӑчӑхса ҫитнӗ евӗр кӑкӑр тулли сывлӑш ҫӑтрӗ те, атӑ сӑмсисене йӑранасем ӑшне шаларах чиксе, хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Григорий выпрямился в седле, жадно набрал в легкие воздуха, глубоко просунул сапоги в стремена, оглянулся.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ: пӗр вунӑ казак пулӗ ун еннелле ыткӑнса килет.

Он глянул назад: к нему подбегало с десяток казаков.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Петро хыҫалалла, сӑрт тӳпинелле, чӑтӑмсӑррӑн пӑхкаласа илчӗ.

Петро нетерпеливо поглядывал назад, на гребень бугра.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хирӗҫ вӗрекен ҫил, ун хулпуҫҫийӗсем ҫинчи шӑрӑх вӗҫӗсен шереписене сывпуллашнӑ майлӑ вӑркӑштарса, элхерейӗнни пек шурӑ сухалне тӑрмаларӗ, икӗ еннелле сирсе, хыҫалалла туртрӗ.

Встречный ветер раздувал, заносил ему назад концы белой патриаршей бороды, прощально помахивая махрами кинутого на плечи шарфа.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл хыҫалалла пӑхса илчӗ те винтовкине ярса тытрӗ.

Он оглянулся, перекинул винтовку на руку:

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ те шухӑшласа илмесӗрех аллинчи чӗлпӗрне пӑрахрӗ.

Григорий оглянулся и безотчетно бросил поводья.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тарҫӑсен пӳртӗнче, чӳречерен сӑрхӑнакан сарӑ ҫутӑра, Аксинйӑн яштака кӗлетки курӑнать: вӑл, аллисене хыҫалалла тытса, ҫӳҫне майлать, хӑйҫути ҫинелле кулкаласа пӑхать…

В людской, в желтом просвете окна, виднелась статная фигура Аксиньи, — закинув руки, Аксинья поправляла волосы, смотрела на огонь, улыбалась…

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ольга ҫул ҫийӗн чӗмсӗррӗн вӗҫсе иртекен кураксене, хыҫалалла тарса юлакан армутипе саймӑрша тӗмӗсене сӑнӗпе ӑшшӑн йӑлкӑшса ӑсатрӗ.

Ольга улыбкой провожала безмолвно летевших над дорогой грачей, убегавшие назад кусты полынка и донника.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Нумай пулмасть ҫуса тасатнӑ хулӑн ҫӳҫӗ, хыҫалалла тӗвӗлесе ҫыхнӑ чӑмаккаран пайӑркаланса тухса, мамӑк пек хӑпартланса тӑрать.

Тяжелые, недавно вымытые волосы пушились, выбивались из узла.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лайӑх тураса, хыҫалалла йывӑр тӗвӗ туса ҫыхнӑ йӑлтӑркка хура ҫӳҫӗ савӑнӑҫпа хӗрелнӗ питне кӑшт тӗксӗмлетсе кӑтартать.

Гладко причесанные черные блестящие волосы, собранные позади в тяжелый узел, оттеняли ее радостно зарумянившееся лицо.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑтам пӳллӗ арҫын, хыҫалалла тураса вырттарнӑ ҫӳҫне тӳрлетсе, калаҫма тытӑнчӗ.

Среднего роста человек поправил зачесанные вверх русые волосы, заговорил.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сергей, аллине ларкӑҫ айккине хурса, хыҫалалла ҫаврӑнчӗ те ҫул ҫинче ӑнсӑртран тӗл пулнӑ ҫын ҫине тинкерсе пӑхрӗ.

Сергей полуобернулся, закинул руку за спинку сиденья, посмотрел на свою случайную спутницу.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Урисене вӗттӗн илсе, илемлӗ пуҫне ҫӳле ҫӗклесе чупакан ӑйӑра аран чарса, ватӑ ҫын хыҫалалла ҫаврӑнчӗ те команда панӑ пек кӑшкӑрчӗ:

С трудом осаживая жеребца, мелко семенившего ногами и подымавшего красивую голову, старик полуобернулся на седле и крикнул, точно подавая команду:

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл пӗрене купи ҫинчен сиксе анать те казаксене хӑваласа ҫитнӗ хушӑра вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе хыҫалалла пӑхкаласа илет.

Он соскакивает с брусьев, рысью догоняет своих, время от времени поглядывает назад.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Бунчук изредка поглядывал назад.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Турилин хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ те урипе Иван Алексеевичӑн йӗнер пускӑчине тӗртсе илчӗ.

Турилин, оглянувшись, тронул ногой стремя Ивана Алексеевича.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чӗп-чӗр юн пуличчен шӑтарса пӗтернӗ пуҫӗ хыҫалалла усӑннӑ, шӳрлеке хулпуҫҫийӗсем хушшинчен чӑнках каҫӑрӑлса тӑракан шуранка янахӗпе пӗрле енчен-енне ҫапкаланса пырать.

Между высоко вздернутыми острыми плечами его болталась, свешиваясь назад, белея торчмя поднятым подбородком, окровяненная, разбитая в мякоть голова.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан вӑл пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ: хӑйӗн сотнинчи казаксем шӑва-шӑва кайса, чикеленсе ӳксе тата нимӗн тӗлли-паллисӗр хыҫалалла е ҫӳлелле персе, ту чакалӗн айлӑмӗ еннелле тарнине курчӗ.

Приподняв голову, увидел, как казаки его сотни бежали под гору, скользя, падая, бесцельно стреляя назад и вверх.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed