Шырав
Шырав ĕçĕ:
2-3. Сирӗн Атте Туррӑмӑр умӗнче ӗненсе тунӑ ӗҫӗре, юратса тунӑ ӗҫӗре, эсир Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра епле ҫирӗп шанса тӑнине яланах асра тытса, хамӑр кӗллӗмӗрсенче эпир сире аса илсе яланах сирӗншӗн пуриншӗн те Турра тав тӑватпӑр.
1 Фес 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Павел, Силуан тата Тимофей — Атте Турӑпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Фессалоникӑри ӗненекен ушкӑнне: Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑртан сире тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр.
1 Фес 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Хӑвӑррисенчен сире Иисус Христос чури Епафрас салам ярать; сирӗн пур ӗҫре те Турра юраса, ҫирӗп ӗненсе тӑмалла пултӑр тесе, вӑл сирӗншӗн ялан кӗлтӑвать.
Кол 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Кирек мӗн тусассӑн та, ҫыншӑн тунӑ пек ан тӑвӑр, Ҫӳлхуҫашӑн тунӑ пек, чунтан-вартан тӑвӑр, 24. пӗлсех тӑрӑр: эсир Христос Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑратӑр: Вӑл сире уншӑн ырӑлӑх парӗ.
Кол 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эсир кирек мӗн тусассӑн та — сӑмахпа-и, ӗҫпе-и — пурне те Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе тӑвӑр.17. И все, что вы делаете, словом или делом, все делайте во имя Господа Иисуса Христа,
Кол 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Христос сӑмахӗ сирӗн ӑшӑра тулӑххӑн, пӗтӗм ӑслӑлӑхӗпе вырӑнаҫтӑр; Ҫӳлхуҫана аслӑласа ырӑ кӑмӑлпа чунтан-вартан псаломсем, мухтав юррисем, чиркӳ юррисем юрласа вӗрентсе, пӗрне-пӗри ӑса кӳртӗр.
Кол 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Пӗр-пӗри тӗлӗшӗнчен чӑтӑмлӑ пулӑр, пӗри теприне кӳрентернӗ пулсассӑн — каҫарӑр: Христос сире каҫарнӑ, эсир те ҫаплах тӑвӑр.
Кол 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Кунта ӗнтӗ эллин та, иудей те, ӳт кастарни те, ӳт кастарманни те, варвар та, скиф та, чура та, ирӗкли те ҫук, пӗр Христос анчах, Христос Вӑл — пуринче те.
Кол 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӑвӑра чӗрӗлӗх паракан Христос килсессӗн, Унпа пӗрле эсир те мухтавлӑ пулса тӑратӑр.4. Когда же явится Христос, жизнь ваша, тогда и вы явитесь с Ним во славе.
Кол 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эсир Христоспа пӗрле чӗрӗлсе тӑнӑ пулсассӑн ҫӳлтине шырӑр, Христос унта Туррӑн сылтӑм енче ларать.
Кол 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑнпа ӗнтӗ мӗн ҫинишӗн, мӗн ӗҫнишӗн, е пӗр-пӗр уяв тӗлӗшпе, е ҫӗнӗ уйӑх тӗлӗшпе, е шӑматкун тӗлӗшпе сире никам та ан айӑплатӑр: 17. ку вӑл малашнехийӗн ӗмӗлки ҫеҫ пулнӑ, ӳчӗ вара — Христос.
Кол 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Сирӗн ӳтӗре Ун урлӑ каснӑ, ҫылӑхлӑ ӳтӗре хывтарса пӑрахнӑ; сирӗн ӳтӗре алӑпа касман, Христос каснӑ.
Кол 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эй тӑванӑмсем, асӑрханӑр, кам та пулин сире ниме тӑман суя философипе илӗртсе хӑй енне ан ҫавӑртӑр: ку вӑл — ҫынсем хайланӑ усӑсӑр сӑмах, вӗсем тӗнче тытӑмӗ ҫинчен мӗнле ӑнкарнине ҫапла вӗрентсе хӑварнӑ, вӑл — Христос вӗрентни мар.
Кол 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑнпа ӗнтӗ, Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑра йышӑнтӑр пулсассӑн, малашне те Унпа пӗрлӗхлӗ пурӑнӑр: 7. Христоспа тӗреклӗ тӑрӑр, Унпа хӑватлӑланса пырӑр; хӑвӑра вӗрентнӗ пек ҫирӗп ӗненӗр, ӗненнӗҫемӗн ӗненсе Турра тав туса пурӑнӑр.
Кол 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эпӗ ҫавӑншӑн ӗҫлетӗп те, хама пулӑшса тӑракан Христос хӑвачӗпе ҫавӑншӑн тӑрӑшатӑп та.29. для чего я и тружусь и подвизаюсь силою Его, действующею во мне могущественно.
Кол 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эпир Ун ҫинчен пӗлтеретпӗр те, кирек кама та ӑс парса, ӑслӑлӑхӑмӑр ҫитнӗ таран вӗрентсе, вӗсене Христос Иисуспа пӗрлештерсе, Турӑ умне пӗр кӑлтӑксӑр тӑратма тӑрӑшатпӑр.
Кол 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫав ырӑлӑх — хӑвӑр ӑшӑрта тӑракан, мухтавлӑ пулма шанчӑк паракан Христос.
Кол 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Халӗ эпӗ сирӗншӗн асап тӳснишӗн савӑнатӑп, ӳтӗмпе асапланса Христос асапӗнче мӗн ҫитменнине ҫитеретӗп: эпӗ Унӑн Ӳчӗшӗн — ӗненекен ушкӑншӑн (Чиркӳшӗн) — асапланатӑп.
Кол 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сирӗншӗн кӗлтунӑ чухне эпир яланах Турра, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр Ашшӗне, тав тӑватпӑр: 4. эсир Христос Иисуса ӗненни ҫинчен, пур сӑваплӑ ҫынна та юратса тӑни ҫинчен илтнӗ эпир — 5. эсир ӗнтӗ хӑвӑр валли тӳпере хатӗрлесе хунӑ ырӑлӑха ӗмӗтленсе тӑратӑр.
Кол 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Турӑ ирӗкӗпе Иисус Христос апостолӗ пулнӑ Павел тата Тимофей тӑван — 2-3. Колоссӑ хулинче пурӑнакан сӑваплӑ ҫынсене, Христос Иисуса ӗненекен тӑвансене: Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑртан сире тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр.
Кол 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.