Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вара, Санин енне ҫаврӑнса, ун амӑшӗ епле аванни, вӑл епле чипер хӗрарӑм пулни ҫинчен кӑшт шӳтлесе каласа кӑтартма пуҫларӗ.
X // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Эмиле апат хыҫҫӑнах Клюбер господин патне бухгалтери ӗҫне вӗренме ячӗҫ; Санин, хӑйӗн ҫамрӑк тусӗ мӗн ыйтнине пурнӑҫласшӑн пулса, художникпе купца ӗҫӗнче мӗн лайӑххипе мӗн лайӑх марри ҫинчен сӑмах тапратрӗ.
X // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Санин ӗнерхи пекех нумай калаҫрӗ, анчах Российӑпа вырӑс ҫыннисен пурнӑҫӗ ҫинчен мар.Санин разговаривал много, по-вчерашнему, но не о России и не о русской жизни.
X // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Картишӗнче питӗ шӑрӑх пулнӑ; Санин апат хыҫҫӑн тухса каясшӑнччӗ, анчах ӑна кунашкал кун вырӑнтан тапранмасан лайӑхрах пулать терӗҫ те, вӑл юлма килӗшрӗ; вӑл хӑйӗн хуҫисемпе ларнӑ хыҫалти пӳлӗмре сулхӑн пулнӑ; чӳречесем акаци ӳссе ларнӑ пӗчӗк пахчаналла тухнӑ; вӗсен ылтӑн чечеклӗ ҫӑра турачӗсем ҫинче пыл хурчӗсем, сӑпсасем, тӗкӗлтурасем пӗр харӑссӑн сӗрленӗ: ҫурри хупнӑ чӳречесемпе антарса янӑ шторӗсем витӗр ҫак чарӑнма пӗлмесӗр сӗрлени илтӗннӗ, вӑл урамри сывлӑш вӗри иккенне пӗлтернӗ; ҫакна пула тирпейлӗ, хупӑ пӳлӗмӗн сулхӑнӗ пушшех те пылакрах пулса тӑнӑ.
X // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Санин ҫак кун унӑн аллисем ҫав тери хитре пулнинчен тӗлӗнчӗ; хӑйӗн хура, ҫуталса тӑракан кӑтрисене аллисемпе тӳрлетнӗ чухне Санин, ун ҫемҫе те вӑрӑм, Рафаэль ӳкернӗ Форнаринӑнни пек пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑракан пӳрнисем ҫинчен куҫне илме пултараймарӗ.
X // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
— Манмастӑп, — терӗ Санин.
X // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
— Ну, кайрӑмӑр, — терӗ те Санин, вӗсем тухса кайрӗҫ.
IX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
— Халь иртерех-ха, — астутарчӗ Санин.
IX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
— Ну, мӗн, халӗ ӗнтӗ пирӗн пата каймалла! — кӑшкӑрса ячӗ Эмилио, Санин пуҫтарӑнса, Берлина ямалли ҫыруне ҫырса пӗтерсен.
IX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Эсир мана пӗртте чӑрмантармастӑр, — терӗ Санин ҫийӗнчех, вӑл, чӑн-чӑн вырӑс ҫынни пек, илтнӗ сӑмахсемпе хавасланса кайрӗ, мӗншӗн тесен илтнипе килӗшни ху ыйтассинчен ҫӑмӑлтарах.
IX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Эмиль, Санин ларма сӗннӗ хыҫҫӑн та чӳрече еннелле пӑхса тӑнӑскер, хӑйӗн пулас тӑванӗ тухса кайсанах, ҫаврӑнса тӑчӗ те, именнипе ача пек хӗрелсе кайса, Санинран: — тата пӑртак сирӗн патӑрта юлма пултаратӑп-и эпӗ, — тесе ыйтрӗ.
IX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Санин вӗсен кану кунне илемлетме килӗшрӗ те, Клюбер господин тепӗр хут пуҫ тайса илчӗ, шупкарах тӗслӗ панталонне кӑмӑллӑн вӗлтлеттерсе, вӗр-ҫӗнӗ атӑсен подошвисемпе чӑкӑртаттарса тухса кайрӗ.
VIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
— Эпӗ хавас… — ответлерӗ Санин та нимӗҫле, ҫӑмӑллӑнах мар, — анчах эпӗ нимех те пахи туман-ҫке-ха.
VIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
«Шурӑ Акӑш» гостиницине Санин кӑмӑлсӑртарах пулса таврӑнчӗ (кунта вӑл хӑйӗн япалисене залра хӑварнӑ).
VII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
— Ыранччен! — хирӗҫ чӗнчӗ Санин.
VII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Санин нимӗн те каламарӗ, Берлинри пӗр тусӗнчен укҫа ыйтма шутланӑччӗ, ҫавӑнтан ответ киличчен кӗсье пушӑ пирки ирӗксӗрех Франкфуртра юлма тивет тесе шутласа илчӗ.
VII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Санин сывпуллашма пуҫларӗ.
VII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Санин пӗр стакан лимонад ӗҫрӗ, Джемма каллех Мальца вулама пуҫларӗ — ӗҫ каллех ӗнтӗ пыл та ҫу пулса тӑчӗ.Санин выпил стакан лимонада, Джемма снова принялась за Мальца — и все опять пошло как по маслу.
VII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
— Пӗтӗмпех! — хурлӑхлӑн кӑшкӑрса ячӗ Санин.
VII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Санин вӑхӑт мӗнле иртнине те сисмерӗ — вунӑ сехет ҫапсан ҫеҫ ҫула тухмаллине аса илчӗ.