Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пытармасӑр (тĕпĕ: пытар) more information about the word form can be found here.
— Стефан Петрович пилӗк ҫуллӑх план пирки мӗн шухӑшлать? — йӗкӗлтенине пӗр пытармасӑр ыйтрӗ Артамашов.

— Ну, Стефан Петрович, что думаете насчет пятилетнего плана? — с усмешкой спросил Артамашов.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Соня аран-аран йӑл кулчӗ, уҫҫӑн, кӑмӑлне пытармасӑр ун ҫине пӑхрӗ; Соня тутине чалӑштарнинче, куҫхаршине ерипен ҫӗкленинче Сергее курнипе хӗпӗртени те, хӑрани те палӑрчӗ, Сергей ӑна сисрӗ.

Она посмотрела на него выжидающе ласково; в кривлении губ Соней, в том как она медленно вздернула брови, было чувство как радости, так и страха от встречи с Сергеем, и Сергей почувствовал это.

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эпир паян нимӗн пытармасӑр чӗререн калаҫрӑмӑр та, вӑл эпӗ ӑна ҫырлахтарайманни ҫинчен каласа пачӗ.

Мы по душам говорили сегодня, и она сказала, что я ее физически не удовлетворяю.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья вӑйӑсене ҫӳремест, ун ҫинчен Дуняшка пӗр чеелӗхсӗр, нимӗн пытармасӑр каласа панисене кӑна хавасланса итлет.

Наталья на игрища не ходила, с радостью выслушивала бесхитростные Дуняшкины рассказы.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпӗ ним пытармасӑр каласа пама ыйтатӑп.

Я по совести спрашиваю.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах та вӗсем никамран та пытармасӑр тенӗ пекех пурӑнаҫҫӗ, вӗсене пӗр-пӗринпе темӗнле пысӑкрах сисӗм, кӗске вӑхӑтлӑх ҫыхӑну евӗрлӗ мар япала ҫыхса тӑрать, ҫавӑнпа та хутор ҫыннисем — ку ҫыхлану лайӑх ҫыхӑну мар, вӑл пачах йӗркерен тухакан, намӑса пӗлменнипе явӑнса пыракан япала тесе шутларӗҫ те, темле лайӑх мар ӗҫ пуласса кӗтсе шӑпланчӗҫ.

Но они жили почти не таясь, вязало их что-то большое, не похожее на короткую связь, и поэтому в хуторе решили, что это преступно, безнравственно, и хутор прижух в поганеньком выжиданьице.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лена лӑпланчӗ, хавасланнине тата телейне пытармасӑр, Юргин каланине итлерӗ, вӑл пулса пурнӑҫа лайӑх курнинчен, хӑйӗннипе унӑн пурнӑҫӗ ҫинчен хӑюллӑн шухӑшланинчен тӗлӗнчӗ…

Присмирев, не скрывая восхищения и счастья, Лена слушала Юргина и втайне поражалась тому, как он хорошо видит будущее, как смело, красиво мечтает о своей и ее жизни.

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ман шутпа, улталани никама та чыслӑ тумасть, — паҫӑрхи пекех шӑппӑн, анчах тухтӑра кӳрентересшӗн пулнине пытармасӑр каларӗ Озеров.

— А по-моему, это никому не делает чести, — все еще тихо, но не скрывая желания обидеть врача, сказал Озеров.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Мана урӑххи савӑнтарать, — пӗр пытармасӑр каларӗ Прохор.

— Меня радует другое, — откровенно сказал Прохор.

XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Эпӗ атте-аннесем патӗнче пуласшӑнччӗ, — пӗр пытармасӑр каларӗ Сергей.

— Мы с Ириной хотели побывать у родных, — без утаивания сказал Сергей.

XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫакна пытармасӑр туса пырсан, юратчӗ-ха, анчах йӑлтах кунта ултав вӗт.

И опять, если бы это открыто делалось, а то все обман.

VIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Ял Совет председателӗсемпе колхоз председателӗсем, коммунистсем, комсомолецсем тата активистсем хӑйсем камсем иккенне пытармасӑр пурӑннӑ вӑхӑтсем те пулнӑ.

Были случаи, когда здесь, не таясь, жили председатели сельских советов и колхозов, коммунисты, комсомольцы и активисты.

X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӗсем куҫҫулӗсене пытармасӑр, унчченхи пекех куҫа курӑнман инҫете пӑхса, Марийка хыҫҫӑн хыттӑн юрласа пычӗҫ:

И женщины, не скрывая их, все так же смотря в неведомую даль, повторили уже певуче, в полные голоса:

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пытармасӑр калатӑп: курмастӑп та, туймастӑп та.

— Скажу не скрывая: и не вижу, и не чувствую.

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кам та пулин пытармасӑр юлсан — пӗтрӗ вара.

Кто не спрячет — пропащее дело.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Лешӗ, оборона схемипе лараканскер, Волошин майор чӑрмантарнӑшӑн кӑмӑлсӑрланса, хӑй кӑмӑлсӑр пулнине пытармасӑр, темиҫе хутчен те пуҫне ҫӗкле-ҫӗкле пӑхнӑ.

Тот сидел над схемой обороны, и раздражался от того, что майор Волошин мешал ему, своего раздражения не скрывал, несколько раз встряхнул головой.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Тьфу, вӑт телей ҫук! — тесе ятлаҫса илнӗ Ерофей Кузьмич, хӑй кӳреннине ҫемйинчен пытармасӑр.

— Тьфу, вот несчастье! — выругался Ерофей Кузьмич, не скрывая перед семьей своей досады.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл юлашки вӑхӑтра упӑшкипе питех килӗштерейменнипе кӑна ҫеҫ ӗҫ пӗтмерӗ, ҫук, хӑйӗн шухӑшне ним пытармасӑр калама пуҫларӗ; унтан та ытларах: вӑл тепӗр чухне хӑйне пачах уямасӑр тыткалама пуҫларӗ.

В последнее время она не только ему не поддакивала, но даже высказывала собственное мнение, более того, иногда она становилась попросту бесцеремонной.

Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.

Халӗ вӗсем ҫак ылханлӑ вырӑн патнех ҫывхарчӗҫ, пӗр-пӗрне пытармасӑр калама вӑтанаҫҫӗ пулин те, иккӗшӗ те шикленкелесе утрӗҫ.

Сейчас они уж близко подошли к этому заклятому месту, и, хотя им было неловко сознаться друг другу, оба чувствовали себя неуверенно.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Володя, яланхи пек, тунман, нимӗн пытармасӑр, тӳрех: «Тӗрӗс, эпӗ пончик ыйтмасӑр илтӗм, мӗншӗн тесен ман илме право пур» — тенӗ.

Володя, как всегда, не стал отнекиваться и оправдываться, а честно заявил, что это он взял без спросу пончики, потому что считал себя вправе брать их.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed