Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ИГНАТЬЕВ the word is in our database.
ИГНАТЬЕВ (тĕпĕ: Игнатьев) more information about the word form can be found here.
Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Елчӗк районӗнче пулчӗ.

Help to translate

Елчӗксем тырпул тухӑҫне ӳстересшӗн // А.ВАСИЛЬЕВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

«Строительствӑна хывакан кашни тӑваттӑмӗш тенкӗ — бюджетран куҫараканни. Вӑл строительство организацийӗсемшӗн патшалӑхӑн шанчӑклӑ саккасӗпе танах тата тӳрӗ кӑмӑллӑ строительсемшӗн пысӑк укҫа», — терӗ М.Игнатьев.

Help to translate

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Республика пурӑнмалли вырӑн тӑвассипе курӑмлӑ ҫитӗнӳ тӑвать, — терӗ М.Игнатьев. — Кашни ҫын пуҫне ӑна хута ярасси федерацин Атӑлҫи округӗнче малта пыракан регионсен йышӗнче шутланать. Раҫҫей строительство министрӗ Михаил Мень пушӑн 10-мӗшӗнче, эпӗ унпа курнӑҫнӑ чухне, ҫӗршыври ансат мар экономика лару-тӑрӑвне пӑхмасӑр Чӑваш Ен строительстви, вӑл шутра пурӑнмалли вырӑн хута ярассипе, пысӑк калӑпӑшлӑ пулнине палӑртрӗ. Нумай хутлӑ пурӑнмалли ҫуртсем хӑпартассипе пӗлтӗр ӳсӗм ҫулӗпех талпӑннӑ: строительство калӑпӑшӗ 2014 ҫултинчен 19% пысӑкрах. Ҫав вӑхӑтрах хваттер ыйтӑвне татса парас текенсен тупӑшӗ пӗчӗкленнине шута илсе уйрӑм ҫынсем валли пурӑнмалли вырӑн виҫӗмҫулхинчен 29% сахалрах тунине йышӑнатпӑр».

Help to translate

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев строительство отрасльне аталантарассишӗн, патшалӑх енчен пулӑшассишӗн чи малтан тумалли ӗҫсене тӗрӗс йӗркеленине палӑртрӗ.

Help to translate

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ку сӗнӳпе Михаил Игнатьев та килӗшрӗ: бюджет укҫине илсе саккунсӑр ӗҫсемпе ан аппаланччӑр...

Help to translate

Наркотиксенчен «тасисем» — сакӑр район кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Сыхлӑха ҫирӗплетмеллине Михаил Игнатьев экономикӑри лару-тӑрупа та сӑлтавларӗ.

Help to translate

Наркотиксенчен «тасисем» — сакӑр район кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Хаксем чӑнласах чакни пирки тавлашма пулать, анчах Михаил Игнатьев урӑххи пирки кӑмӑлсӑрланчӗ.

Help to translate

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ялсенчи культура ҫурчӗсене илес-тӗк — вӗсене юсаҫҫӗ-ха, анчах Михаил Игнатьев ҫирӗппӗн каларӗ: «Ҫынсем интересленеҫҫӗ, вӗсемпе усӑ кураҫҫӗ пулсан — пулӑшмалла. Анчах клуб алӑкӗ ҫинче пысӑк ҫӑра кӑна ҫакӑнса тӑрать-тӗк — пулӑшни те кирлӗ мар».

Help to translate

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Михаил Игнатьев вара бюджетран укҫа уйӑрмалли чылай объект шӑпипе кӑсӑкланчӗ.

Help to translate

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

— Эпӗ сире алкоголь рынокӗнче йӗрке тума хушнӑччӗ, — министра пӳлчӗ Михаил Игнатьев. — Вӑт, унта мӗн чухлӗ укҫа тупатӑр — ҫуррине МФЦ валли илме пултаратӑр.

Help to translate

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Укҫа ҫитмест, ҫитмӗ те», — ҫанӑ тавӑрса ӗҫлемеллине палӑртса бюджет ыйтӑвне пӗтӗмлетнӗн каларӗ Михаил Игнатьев.

Help to translate

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Кун пирки каланӑ май Михаил Игнатьев ҫак укҫана илсе килнине хӑшӗсем хӑйсен тава тивӗҫлӗ ӗҫӗ вырӑнне хурасшӑн пулнине палӑртрӗ, ҫавна май «эпир хирурги корпусне тӑвас енӗпе нумай ӗҫлемен-тӗк укҫа та пулмастчӗ» тени хайхи «мухтанчӑксене» вырӑна лартниех пулчӗ-тӗр.

Help to translate

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Республика бюджетне кӗртме сӗнекен улшӑнусем ҫинчен Михаил Игнатьев малтан хӑй тӗплӗн каласа пачӗ.

Help to translate

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫак самантсем депутатсене калаҫтарма пултарассине палӑртнӑ май ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ҫирӗплетсех каларӗ: «Ыйтӑва политизацилемешкӗн сӑлтавсем ҫук».

Help to translate

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Тӗслӗхрен, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче РФ Правительствин Председателӗн заместителӗпе ирттернӗ тӗлпулура Ольга Голодец республикӑри демографи лару-тӑрӑвӗпе кӑмӑллӑ пулнине пӗлтерсе пӗчӗк ачасем вилнин кӑтартӑвӗсем кунта пӗчӗккине уйрӑммӑн палӑртнӑ: ку енӗпе Чӑваш хутлӑхӗ федераци субъекчӗсен хушшинче пӗрремӗш вырӑн йышӑнать.

Help to translate

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Конференцире Михаил Игнатьев Чӑваш Ен хутлӑхӗнче мӗн авалтан тӗрлӗ халӑх /128 наци, 8 этнос/ представителӗсем туслӑн, килӗштерсе пурӑннине, вӗсен ӗмӗртен-ӗмӗре упранакан культури туристсене илӗртмелли чӑн пуянлӑх пулнине, унпа хальхи вӑхӑтра республикӑна инвестицисем илсе килме май пуррине палӑртрӗ.

Help to translate

Тӑван ҫӗршыва юратма, аваллӑха пӗлме, халӑхпа мӑнаҫланма // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Унта республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев та хутшӑнчӗ.

Help to translate

Тӑван ҫӗршыва юратма, аваллӑха пӗлме, халӑхпа мӑнаҫланма // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Журналистсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ май Михаил Игнатьев ЧР Правительстви тата РФ Стройминӗ тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫлени ҫинчен каланӑ.

Help to translate

Тӗп вырӑнта - строительство ыйтӑвӗсем // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Михаил Игнатьев граждансене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес ӗҫре эконом-класс йышши ҫуртсен строительствине аталантарни пысӑк пӗлтерӗшлине палӑртнӑ.

Help to translate

Тӗп вырӑнта - строительство ыйтӑвӗсем // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Мускавра ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей строительство тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗпе Михаил Меньпе курнӑҫнӑ.

10 марта в Москве состоялась рабочая встреча Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с Министром строительства и жилищно-коммунального хозяйства Российской Федерации Михаилом Менем.

Тӗп вырӑнта - строительство ыйтӑвӗсем // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed