Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӗнтӗ the word is in our database.
Ӗнтӗ (тĕпĕ: ӗнтӗ) more information about the word form can be found here.
Икӗ ҫул ӗнтӗ эпӗ отпускра пулман, акӑ халь отпуск илеп те кайӑп, е хӑй килӗ, тен июньрех килсе кайӗ-ха», тетӗп.

Два года я не брала отпуска, а теперь возьму и поеду, или он приедет, быть может, ещё в июле».

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Урӑх ниҫта вырнаҫма та ҫукчӗ вӗсен, мӗншӗн тесен пӗтӗм хваттер те авалхи пысӑк кухньӑран ҫеҫ тӑратчӗ, ӑна вара пӳлӗмпе уйӑрнӑ та, пӗринче «чӑнласах тунӑ кухня» пур, тепри ӗнтӗ «кухня тени».

Больше им некуда было деться, потому что вся квартира состояла из одной большой старинной кухни, делившейся на «кухню вообще» и «собственно кухню».

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

… Вышимирскипе мӗн ҫинчен калаҫнине, паллах ӗнтӗ, вӑл мана хӑех каласа пама пултаратчӗ.

…Разумеется, он сам мог бы передать мне свой разговор с Вышимирским.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ахаль те ун ҫинчен ытла нумай шухӑшлатӑп-ха, пӗрмай шухӑшласа тӑрас чухлех лайӑх мар ӗнтӗ вӑл, терӗм ӑна эпӗ.

Я сказала, что я и так думаю о нём слишком много и не такой уж он хороший, чтобы о нём думать и думать.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иван Павлович ӗнтӗ вагонтан та тухрӗ, — Валя ҫаплах-ха тискер кайӑк совхозӗнче ӗҫлекен темле Павел Петровича салам калама сӗнет: «Вӑт, шуйттанне!

Иван Павлыч деликатно ушёл из вагона, а Валя всё передавал приветы какому-то Павлу Петровичу из зверового совхоза: «Фу, чёрт!

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗлӗкрех вӑл хӗрлӗччӗ, пурнӑҫ тапса тӑратчӗ унӑн, хӑй пӗрмай анекдотсем те кулӑшла историсем шухӑшласа кӑларатчӗ, командӑн чи юратнӑ ҫынниччӗ ҫав вӑл, чи йывӑр ӗҫе тытӑннӑ чухне те шӳт тӑвасса пӑрахмастчӗ, — мӗнӗ юлнӑччӗ ӗнтӗ халь ҫавсенчен!

Что общего с прежним румяным, полным жизни человеком, выдумщиком анекдотов и забавных историй, кумиром команды, с шуткой подступавшим к самому трудному делу.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗнтӗ пуриншӗн те ҫӗрле, ҫурҫӗр иртсен пӗрремӗш сехетре тухса каяттӑм та, анчах Катьӑпа эпир иртенпех сывпуллашма тытӑнтӑмӑр — пӗрмаях ун патӗнче пултӑм эпӗ, унӑн килӗнче е вӑл ӗҫленӗ ҫӗрте.

Для всех я уезжал ночью в первом часу, но с Катей мы стали прощаться с утра – я все забегал к ней то домой, то на службу.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл кӗнеке магазинӗн кантӑкӗ умӗнче шухӑша кайса тӑратчӗ — ӗлӗк пулсан ӗнтӗ эпӗ пӗр йӑнӑшмасӑрах пӗлнӗ пулӑттӑм, — тискер кайӑксем ҫинчен шухӑшлать тейӗттӗм.

Он стоял у окна книжного магазина и думал – прежде я бы безошибочно определил: о зверях.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑҫалах экспедици яма кая юлнӑ ӗнтӗ, анчах ҫитес ҫулхине каяс ӗҫ пулмаллах.

В этом году уже поздно посылать экспедицию, но в будущем году – вполне вероятно.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑна кӗтме те ҫукчӗ ӗнтӗ — эпӗ хам ятарласа чӗннӗ Николай Антоныча мар, Ромашкӑна хӑвалаттӑмччӗ-ҫке.

Это было неожиданно – тем более, что я выгонял именно Ромашку, а не Николая Антоныча, которого сам же и пригласил.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эсир мана ҫӗнӗрен пӗтересшӗн пулсаттӑр, анчах халиччен мӗн тунинчен те ытлашшине тӑваймастӑр ӗнтӗ эсир — ниҫтан тӳрлетме те ҫук.

Вы хотели снова уничтожить меня, но вы не в силах сделать больше того, что уже сделали – и непоправимо.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Халӗ, паллах ӗнтӗ, маншӑн пулсан пурпӗрех, — терӗм эп, — сирӗн хушшӑрта калаҫусем пулӗҫ-и тен.

– Конечно, теперь это, в сущности, все равно, – продолжал я, – теперь это дело только ваших отношений.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Йӑлӑнтарасшӑн пулар мар ӗнтӗ хальхинче.

Как говорится, не будем считаться визитами.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Апла эппин эпир пӗрне-пӗри ҫыру та ҫырмалла мар ӗнтӗ, ҫапла мар-и?

И чтобы мы не переписывались, не правда ли?

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Урӑхла каласан, ӗнтӗ эсӗ мана унран сивӗтесшӗн, ҫапла-и?

То есть, иными словами, ты просишь, чтобы я от нее отступился?

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Паллах ӗнтӗ, вӑл Вышимирскинчен илнӗ хутсем пирки каларӗ.

Конечно, он говорил о бумагах, взятых им у Вышимирского.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унӑн урӑх енӗ маншӑн паллӑччӗ ӗнтӗ.

Мне была известна эта точка зрения.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑнасем йышӑнма ытла каҫа юлнӑччӗ ӗнтӗ.

Поздний час для гостей.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ ӗнтӗ ӗҫе кӑна пуҫӑнмаллаччӗ — мӗн чухлӗ васкасарах тытӑнӑп, ҫавӑн чухлӗ усӑллӑрах пулмалла.

Теперь я должен был действовать — и чем скорее, тем лучше.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

 — Виҫҫӗмӗш сӗхетчӗ ӗнтӗ, эпӗ, уткаласа ҫӳресе, шухӑша кайрӑм.

 — Был уже третий час, а я все ходил и думал.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed