Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайран the word is in our database.
кайран (тĕпĕ: кайран) more information about the word form can be found here.
Кайран тӑмана чӗпписем тӗкленчӗҫ, йӑвинчен вӗҫсе тухса хӑйсем валли хӑйсемех апат тупма вӗренсе ҫитрӗҫ.

Наконец совята покрылись перьями, вылетели из гнезда и научились сами себе добывать еду.

Вӑрман разведчикӗсем // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 107–116 с.

Малтан пӗр ура шыва путрӗ, кайран хӑрах ура ҫинче тытӑнса тӑрайманнипе йӑлтах вакка кӗрсе ӳкрӗм.

Я с размаху влетел в прорубь, сначала одной ногой, а потом, не удержав равновесие, и всем телом.

Ухмаха ернӗ кайӑк // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 96–101 с.

Кайран, шыв тӗпӗнчи тикӗс мар вырӑнсенчен чӗрнисемпе ҫакланкаласа чупса кайрӗ.

Потом она побежала по дну, цепляясь изогнутыми коготками за все его неровности.

Ухмаха ернӗ кайӑк // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 96–101 с.

Кайран пӑр айне чӑмса ҫухалчӗ.

Потом она исчезла подо льдом.

Ухмаха ернӗ кайӑк // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 96–101 с.

Кайран тата тепре.

Потом ещё.

Йӗр тӑрӑх // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 86–95 с.

Кайран иккӗшӗ те ҫыран хӗррипе анма авантарах ҫӗрелле чупрӗҫ.

Потом разом повернули в одну сторону, побежали по краю обрыва туда, где был пологий спуск.

Тытӑҫу // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 73–85 с.

Алӑкӗ шалтлатса хупӑнсан хӑраса ӳкнӗ, анчах часах хӑрама пӑрахса апата лӑпкӑн ҫисе янӑ, кайран ҫав хушӑкран каялла тухнӑ.

Дверцы с шумом захлопывались, но он быстро оправлялся от страха, спокойно съедал приманку, а потом уходил через лазейку.

Шӑши таппи // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Шӑшие вара кайран ҫийӗп-ха тесе хӑварнӑ пулнӑ.

Она и решила оставить Пика про запас.

Инкекрен инкеке // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Кайран пӗрин вӗҫне тепӗрне ҫыхса хурать.

Он связывал их вершинками одну за другой.

Ҫурт туни // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Ҫулҫӑ ҫӗре ӳкет, кайран аяла анса малти урисемпе вӗсенчен тытса ҫыртнӑ шӑлӗсем витӗр сӑтӑрса кӑларать.

Лист падал, мышонок слезал вниз, поднимал передними лапами лист и протягивал его сквозь стиснутые зубы.

Ҫурт туни // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Кайран Пик ҫулҫӑ пуҫтарма пуҫларӗ.

Потом он принялся за листья.

Ҫурт туни // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Кайран апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ.

А потом стал собирать запасы на чёрный день.

Ҫурт туни // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Кайран татах тӗмӗсем пуҫланчӗҫ.

Наконец опять начались кусты.

«Хурах шӑпчӑк» // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Пӑхатӑп, сасартӑк, малтан пӗри, кайран тепри шывран чӑмса тухрӗҫ.

Вдруг смотрю: одна, потом другая выскакивают из воды.

Шыв кӑркки // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 36–38 с.

Кайран мӑйӗсене тӳрлетрӗҫ, пуҫӗсене каҫӑртрӗҫ, ҫӑварӗсене карчӗҫ.

Потом шеи выпрямили, головы назад откинули и рты приоткрыли.

Шыв кӑркки // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 36–38 с.

Кайран ашшӗ кӑвакалсене лайӑхрах сӑнаса пӑхрӗ те кӑвакал аҫин пуҫӗнче пӗчӗк суран пуррине кӑтартрӗ.

Отец хорошенько рассмотрел птиц и показал мальчику, что у селезня в голове маленькая ранка.

Пӗр ача ҫинчен // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 23–24 с.

Вара аҫи шывран тӳрех пӗлӗтелле вӗҫсе хӑпарчӗ, сывлӑшра пӗр-икӗ хут ҫаврӑнса илчӗ, кайран сасартӑк ҫуначӗсене лапчӑтса, чул пекех ҫӗрелле ҫыран хӗррине персе ӳкрӗ.

Тогда селезень взвился в небо, дал в воздухе один круг, другой круг, потом вдруг сложил крылья — и камнем полетел вниз, он упал на берег и, конечно, разбился насмерть.

Пӗр ача ҫинчен // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 23–24 с.

Пурнӑҫ пӗрре кӑна килет, ҫавӑнпа та ӑна лайӑх пурӑнса ирттермелле, тулли ӗмӗтсӗр пурӑнса ирттернӗ ҫулсемшӗн кайран ӳкӗнсе, чӗрене ыраттармалла ан пултӑр…»

Жизнь дается ему один раз, и прожить ее надо так, чтобы не было мучительно больно за бесцельно прожитые годы…»

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Анчах кайран хамӑр та ҫак ҫулсенче мӗн тунине пурне те пуҫтараймӑпӑр.

Но потом и сами не сможем собрать, что сделали за эти годы.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Юрать, анчах кайран.

— Хорошо, но только после.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed