Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫил the word is in our database.
ҫил (тĕпĕ: ҫил) more information about the word form can be found here.
А вӑл мана: «Ҫӗпӗрте ҫынсем упаленсе ҫӳреҫҫӗ-им? Мана ҫил унта та витӗр илес ҫук, эпӗ — пиҫӗхнӗ!» тет.

А он мне на это: «А в Сибири люди на четвереньках ходят, что ли? Меня и там ветром не продует, я — каленый!»

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Лаҫӗ ҫурчӗпе юнашарах ларатчӗ, ҫил вара ҫав ҫӗр вӑйлӑччӗ, ҫитменнине тата лаҫ енчен тӳрех ҫурт енне вӗретчӗ, ҫапла вара ҫурт та ҫунма пуҫларӗ.

Стряпка была построена близко к дому, а ветер в ту ночь был подходящий и дул как раз от стряпки прямо к дому, ну, занялся и дом.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗрле картишне тухрӗҫ, вӗсене хирӗҫ ҫеҫен хиртен вӗрекен типӗ те вӗри, эрӗм шӑршиллӗ ҫил кӳ килчӗ.

Они вместе вышли во двор, и навстречу им жарко дохнул сухой и горячий, насквозь пропахший полынью ветер из степи.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Бригадӑна каятӑп та акӑ ӑна ҫил вӗрӗ, тусан ларӗ, вара вӑл ват йыт аҫи суранӗ пекех тӳрленӗ.

Поеду в бригаду, ветром ее обдует, пыльцой присыпет, и заживет она, как на старом кобеле.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӗрӗпе каннӑ, халӗ ҫунатланнӑ ҫил йӗплӗ хулӑ ҫырминчен шӑпчӑксен янравлӑ юррине илсе ҫитерчӗ.

Поднявшийся на крылья, отдохнувший за ночь ветер донес из Терновой балки гремучие раскаты соловьиного пения.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Сирӗн пек вӗрентекенсем кунта ҫеҫен хир тӑрӑх нумайӑн сулланса ҫӳреҫҫӗ, хӑв чӗртсе яма хӑтланса пӑх-ха эппин, вара сан сӑмса шӑтӑкӗнчи ҫил мӗнле вӑйлине курӑп эпӗ, — кӑмӑлсӑррӑн каласа хучӗ Куприяновна, — хӑй вара кӑмӑллӑнах айккинелле пӑрӑнчӗ те палламан ҫынна тимлесе сӑнама тытӑнчӗ.

— Вас тут, наставников, много по степи шляется, попробуй-ка сам разожги, а я погляжу, сколь богато у тебя ветра в ноздрях, — ворчливо проговорила Куприяновна, а сама охотно отодвинулась, стала внимательно разглядывать незнакомого человека.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чӗрӗ вутта тивертсе яма санӑн сӑмсу шӑтӑкӗнчи ҫил ҫитеес ҫук.

У тебя ветру в ноздрях не хватит, чтобы мокрые дровишки разжечь.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫутӑличчен пӗрер сехет маларах ҫил ҫӗкленчӗ, пӗлӗтсем, пӗр ҫӗрелле пухӑнса, хӑвӑртрах шума тытӑнчӗҫ, тӳрех ӳкекен ҫумӑр чалӑшрӗ, — пӗлӗтрен пуҫласа ҫӗр патне ҫитиех хӗвелтухӑҫнелле чалӑш ӳкет вӑл, — вара мӗнле пуҫланчӗ, ҫавӑн пекех пӗр кӗтмен ҫӗртен чарӑнчӗ.

За час до рассвета подул ветер, тучи, толпясь, ускорили свое движение, отвесно падавший дождь стал косым, от испода туч до самой земли накренился на восток, а потом так же неожиданно кончился, как и начался.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӗвеланӑҫӗнчен варкӑшса килекен ҫил вӗсене лӑскаса илет те тумламсем шапӑрах тӑкӑнаҫҫӗ, асамат кӗперӗ евӗр йӑлтӑртатса ҫиҫеҫҫӗ, ҫумӑр шӑрши кӗрекен кӑмӑллӑ та ачаш ҫӗр ҫине татӑла-татӑла ӳкеҫҫӗ.

Ветер с запада отряхал ее, и капельки срывались, радужно посверкивали, падали на пахнущую дождем, желанную и ласковую землю.

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вир хӑмӑлӗ тӑрӑх ҫӗр ҫумӗпе аялтан вӗрекен ҫил вашлатса килчӗ, хӑмӑл шӑртланса тӑчӗ, чӑштӑртатма пуҫларӗ.

По просяной стерне хлынул низовой ветер, и стерня ощетинилась, зашуршала.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫил ӗнтӗ чӗрӗ те уҫӑ шӑршӑллӑ сывлӑшпа сывлать.

Ветер уже дышал духовитой дождевой влагой.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫеҫенхир ҫийӗнче, ҫӳлте, ҫил тулаштарса шӑмартнӑ хӑмӑр-кӑвак пӑр ҫутаракан пӗлӗт хӗвеле хупласа тӑрать.

Над степью, заслонив солнце, в зените стояла вздыбленная ветром, густо-лиловая градовая туча.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Чуна ҫӳҫентерсе вӗрекен кӗрхи ҫил ӑҫталла вӗҫтерсе кайӗ-ши ӑна?

Куда унесут его знобящие осенние ветры?

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унӑн ҫил ҫулласа якатнӑ тӑрринче пӗлтӗрхи армутипе сарӑ чечекӗн сап-ҫара тунисем хурлӑхлӑн чӑштӑртатса лараҫҫӗ.

На слизанной ветрами вершине его скорбно шуршат голые ветви прошлогодней полыни и донника.

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫурри уҫӑ тӑракан кӗҫӗн алӑкран пуҫне урамалла кӑларса пӑхрӗ те вӑл, кассӑн-кассӑн вӗрекен ҫил ҫурӑмӗнчен тӗртсе талкӑштарнӑ пек вирхӗнекен Давыдов халӑх кӗлечӗсем еннелле ҫирӗппӗнех мар, анчах хӑвӑрттӑн утса кайнине курчӗ.

Выглянув в полуотворенную калитку, он увидел, как Давыдов, словно подталкиваемый в спину порывистым ветром, идет по направлению к общественным амбарам неверным, но быстрым шагом.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тӳлек ҫил хӗрарӑм тутрисен вӗҫӗсемпе вылякалать, кӗлетсем ҫине витнӗ хӑмӑшсене чӑштӑртаттарать, ҫеҫенхиртен унта куштӑркаса выртакан ҫӗрӗн тӑварсӑр шӑршине тата ҫамрӑк курӑксен йӳҫсе ҫитеймен виноградӑнни пек шӑршине варкӑштарса килет.

Тихий ветерок поигрывал концами бабьих платков, шуршал метелками камыша на амбарных крышах, нес из степи пресный запах сохнущей земли и невыбродивший виноградный дух молодых трав.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл хӑйӗн тӗссӗрленсе кайнӑ тӗксӗм сарӑ кӗпи ҫаннисене тавӑрса-туса тӑмарӗ, анчах Кӗҫӗн Акима кӗтсе илсе, ӑна ҫав тери майлӑн та маттуррӑн янах шӑмминчен янклаттарса ячӗ, вара Аким, ҫурӑмӗпе халӑха тӗрткелесе сирсе, ҫил арманӗн ҫунатти пек хӑлаҫланкаласа, пӗр-икӗ чалӑша яхӑнах кайса ыткӑнчӗ.

Он не подсучивал рукавов своей вылинявшей коричневой рубахи, но встретил Акима Младшего таким умелым, лихим ударом в челюсть, что Аким сажени две летел, расталкивая спиной народ, махая руками, как ветряная мельница крыльями.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫил арманӗ тӗлӗнче вӗсене Банник хирӗҫ пулчӗ.

Около ветряка их встретил Банник.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ара, вӑйӑ шухӑшласа кӑларнӑ: кам та кам пуринчен те ҫӳлерех ҫӗкленет, ҫавӑ «патша» пулать имӗш, вӑл вара, ыттисем ҫине утланса ларса, ҫил арманӗ патӗнчен анкарти хыҫне ҫитичченех кайма пултарать.

Придумали ж игру: кто выше всех подымется, энтот будет «царем», и ездить ему на других верхом от ветряка до гумна.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпир ҫил арманӗн ҫунаттисем ҫине ҫакӑнса ярӑнма тытӑнтӑмӑр: кашни ҫунаттинчен пӗрерӗн-пӗрерӗн ярса илсе ҫакӑнатпӑр та, ҫунат пире ҫӗр ҫумӗнчен пӗр-икӗ аршӑн ҫӗклесе улӑхтарать.

И начинаем мы на крыльях ветряка кататься: хватаемся по одному за крыло, оно подымает от земли аршина на два.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed