Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑван the word is in our database.
тӑван (тĕпĕ: тӑван) more information about the word form can be found here.
Манпа вӗсем кӑмӑллӑн калаҫрӗҫ, хӑйсен капитанӗ мана Лиссабона ҫитерме килӗшет пулӗ, унтан вара эсӗ тӑван ҫӗршывне те ҫитме пултарӑн, терӗҫ.

Они были со мной очень любезны и заявили, что их капитан, наверно, отвезет меня в Лиссабон, откуда я могу вернуться к себе на родину.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ман хуҫа хӑйӗн тусӗсене ман пурнӑҫ историйӗпе тӑван ҫӗршывӑм ҫинчен нумай каласа паратчӗ.

Мой хозяин рассказывал друзьям историю моей жизни и описывал мою родину.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вилекенӗ хӑй те, хӑнаран тӑван килне таврӑнакан этем пекех, хӑй ҫак тӗнчерен уйрӑлса кайнишӗн пӗрре те пӑшӑрханмасть.

Да и сам умирающий не обнаруживает ни малейшего сожаления, покидая этот мир, словно он возвращается из гостей домой.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ хамӑн хуҫа хӑйӗн кӳршин ачисене те тӑван ачисене хисепленӗ пекех юратнине асӑрхарӑм.

Я заметил, что мой хозяин так же ласково относится к детям соседа, как и к своим собственным.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

— Ҫав майсенчен чи лайӑххи вӑл ҫын ҫинчен элеклесе пама ӑста пӗлни, ун ҫинчен никам пӗлмелле мар суйма пултарни, тӑван ҫӗршыва сутни пулса тӑрать.

 — Самый обычный — это искусная клевета, ловкий донос, предательство.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

— Ҫапла, сӑмахран, хамӑн тӑван килте пурӑнса хама кирлӗ пек тумланса ҫӳренӗ чухне, мана эпӗ пӗр-пӗччен, хам ҫире ҫӗршер ремесленниксем ӗҫлесе тунӑ кӗпе-тумтирсем йӑтса ҫӳренӗ пек туйӑнать.

 — Так, например, когда я нахожусь у себя дома и одеваюсь, как мне полагается, я ношу на своем теле работу сотни ремесленников.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ман тӑван ҫӗршыври ҫынсенчен нумайӑшӗсем кӗлмӗҫленсе пурӑнаҫҫӗ, вӗсем вӑрласа, ҫынсене ҫаратса, пӗр-пӗрине улталаса, тупа туса панӑ сӑмаха пӑсса, йӑпӑлтатса, урӑх ҫынсене хӑйсем майлӑ ҫавӑрса, суя та ултавлӑ ӗҫсем туса, астаракан вӑйӑсем выляса, суя суйса, аслисемпе пуяннисем умӗнче тарҫӑланса, вӗҫкӗнленсе, суйлав вӑхӑтӗнче сасӑсемпе сут туса, шурӑ хута вараласа ларса, икӗпитленсе, пӗр-пӗрин ҫинчен элек сарса ҫакнашкал тата ытти майсемпе те тӑранаҫҫӗ.

Немудрено, что множество моих соотечественников вынуждено добывать себе пропитание нищенством, грабежом, воровством, мошенничеством, клятвопреступлением, лестью, подкупами, подлогами, игрой, ложью, холопством, бахвальством, торговлей избирательными голосами, бумагомаранием, звездочетством, ханжеством, клеветой и тому подобными занятиями».

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

— Манӑн хаклӑ тӑван ҫӗршывӑм Англи, — терӗм эпӗ, — чи пӗчӗк виҫепе хисеплесе шутласан та, тӗрлӗ апат-ҫимӗҫсене хӑйӗн халӑхне кирлинчен виҫӗ хут ытларах туса кӑларма пултарать.

«Моя дорогая родина Англия, — сказал я, — по самому скромному подсчету, может производить разного рода съестных припасов в три раза больше, чем способно потребить ее население.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ ӑна хамӑн матроссенчен хӑшӗ-пӗрисем хӑйсен тӑван ҫӗршывӗнчен хӑйсене закон юхӑнтарнине пула тухса кайни ҫинчен каласа панӑччӗ.

В своем рассказе я упомянул, что кое-кто из матросов на моем корабле покинули родину, потому что были разорены законом.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Тӑван ҫӗршывӑмри хам хисеплекен ҫынсен хӑюллӑхне ырлас шутпа, эпӗ ӑна тӑшманӑн пӗр хулине ҫавӑрса илсен, вӗсем ҫӗр ҫынна яхӑн сывлӑшалла ывтӑнтарса янине, ҫынсен алли-урисем тӳперен пекех татӑла-татӑла аннине хам курни ҫинчен каласа патӑм.

Желая похвастать перед ним доблестью моих дорогих соотечественников, я сказал, что сам был свидетелем, как при осаде одного города они взорвали на воздух сотни неприятельских солдат, так что, к великому удовольствию всех зрителей, куски человеческих тел словно с неба падали на землю.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Юлашкинчен вӑл мана эпир Европа текен ҫӗршыв, уйрӑммӑнах хам тӑван ҫӗршывӑм, мӗнли ҫинчен тӗплӗн каласа пама ыйтрӗ.

И пожелал, чтобы я дал ему более подробное описание той части света, которую мы называем Европой, и особенно моего отечества.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Манӑн вара хамӑн командӑри матроссен мӗнле айӑпа пула хӑйсен тӑван ҫӗршывӗнчен пӑрахса тармалла пулни ҫинчен ӑна тӗрлӗ майсемпе юптарса каласа памалла пулчӗ.

Мне пришлось придумывать различные сравнения и примеры, чтобы как-нибудь разъяснить ему, что именно натворили мои матросы, из-за чего им пришлось покинуть свою родину.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫапла ӗнтӗ, хӑйсене ҫакса вӗлересрен е тӗрмене хупса ҫӗртесрен сехӗрленсе вӗсенчен пӗри те тӑван ҫӗршывне каялла таврӑнман пулӗччӗҫ, ҫавӑнпа та вӗсен ирӗксӗрех тӑранса пурӑнмашкӑн урӑх вырӑнта ӗҫ тупмалла пулнӑ.

Никто из них не рискнул бы вернуться на родину из страха быть повешенным или сгнить в заточении, и потому они были вынуждены искать средства к существованию в чужих краях.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӗсенчен нумайӑшӗсене ҫынна вӗлернӗшӗн, ҫаратса пурӑннӑшӑн, тӑван ҫӗршывне сутнишӗн, ҫынна эмел парса вӗлернӗшӗн, ҫынсем ҫине тапӑннӑшӑн, тупа туса панӑ сӑмаха пӑснишӗн, суя укҫасем тунишӗн, дезертир пулса тарса ҫӳренишӗн айӑпланӑ.

Многие обвинялись в измене, убийстве, воровстве, отравлении, грабеже, клятвопреступлениях, подделке монеты, дезертирстве.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Чухӑнлӑхпа хӑйсен айӑпӗсене пула вӗсем хӑйсен тӑван ҫӗршывӗсенчен тухса тарнӑ.

Нищета и преступления заставили их покинуть родину.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хамӑн тӑван ҫӗршыври гуигнгнмсене ҫав тери тискеррӗн хӗнесе пурӑнни ҫинчен каласа пани ман хуҫана тивӗҫлипех кунта каласа пама май ҫук таран тарӑхтарса ячӗ.

Невозможно описать то благородное возмущение, какое вызвал в моем хозяине мой рассказ о варварском обращении с гуигнгнмами у меня на родине.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Манӑн тӑван ҫӗршывӑмра ехусем пуҫпулса тӑни ҫинчен пӗлсен, вӑл пирӗн гуигнгнмсем пуррипе ҫуккине, вӗсем пур пулсан, мӗн туса пурӑннине ыйтса пӗлесшӗн пулчӗ.

Услыхав, что еху занимают господствующее положение на моей родине, он пожелал узнать, есть ли у нас гуигнгнмы и чем они занимаются.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах эпӗ, хам хуҫапа унӑн ҫемйине тата тусӗсене хисеплетӗп пулсан та, ҫапах та гуигнгнмсем ӑҫта та пулин пуҫпулса тӑнипе ехусем вӗсене пӑхӑнса пурӑннине ман тӑван ҫӗршывӑмри ҫынсем ниепле те ӗненме пултарайманни ҫинчен те каласа патӑм.

Но, несмотря на все мое уважение к нему, его семье и друзьям, я должен сказать, что мои соотечественники никогда не поверят, чтобы гуигнгнмы были где-нибудь господами, а еху — грубыми скотами.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫакӑн ҫумне хушса эпӗ тата ҫапла каларӑм: хамӑн ӑраскалӑм мана хӑҫан та пулин тӑван ҫӗршывӑма илсе ҫитерме пултарать пулсан, унта эпӗ хам тӗрлӗ ҫӗршывсене кайса ҫӳренисем ҫинчен каласа панӑ пулӑттӑм, анчах мана унта никам та ӗненмен пулӗччӗ, хама итлекенсенчен кашниех эпӗ вӗсене пулман япаласем ҫинчен, малтан пуҫласа вӗҫне ҫитичченех хам пуҫран шухӑшласа кӑларнӑ япаласем ҫинчен каласа парать тесе шутланӑ пулӗччӗ, терӗм.

Я прибавил далее, что, если судьба позволит мне возвратиться когда-нибудь на родину и я расскажу там об этом путешествии, то мне никто не поверит и каждый будет думать, будто я говорю то, чего не было, и что я выдумал свои приключения от начала до конца.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫав ҫынсем манӑн тӑван ҫӗршывра та, хам пулса курнӑ ытти пур ҫӗршывсенче те, пур чӗрчунсенчен те ӑслӑ чӗрчунсем пулса тӑни ҫинчен, ҫавӑнпа вӗсем ытти пур чӗрчунсене те хӑйсене пӑхӑнтарса тӑни ҫинчен каласа патӑм.

Эти существа как у меня на родине, так и во всех странах, где мне приходилось бывать, являются самыми разумными созданиями и потому господствуют над всеми остальными животными.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed