Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухма (тĕпĕ: тух) more information about the word form can be found here.
Сӗтел хушшинчен сӗтӗрсе тухма пикенчӗ.

Help to translate

Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив

Ҫула май йӗтем ҫине кӗрсе Андрей куккӑшне алӑ тытса тухма шутларӗҫ.

Help to translate

Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив

Кукамун ытти тӑванӗсем пур пуль тесе шутлаттӑм, ху каламастӑн та, вӗсем пирки аса илтерни сана кулянтарма-кӳрентерме пултарӗ пулӗ терӗм, — ҫула тухма тӳрех килӗшрӗ Олег.

Думал, кто-то из родственников там живёт, сама не поднимала эту тему, я же боялся причинить тебе боль своими расспросами, – Олег сразу откликнулся на просьбу о поездке в деревню.

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

Шӑлӗ тухма пуҫланипе тӑтӑш йӗрмӗшсе тӑракан хӗрӗ кӑшт лӑпланса куҫне хупнипе усӑ курса ҫӗрӗпе те йӗркеллӗ ҫывӑрайман Тамара та самантрах кӑтӑш пулчӗ.

У маленькой дочурки резались зубы, она всю ночь не давала спать Тамаре, пользуясь моментом скоротечного затишья, мать задремала.

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

— Эсӗ, апла, качча тухма килӗшетӗн?

– Так ты согласная? – изумилась Малышева.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Глухов тӳрре тухма тӑнӑ, нимӗнле апла-капла шухӑшӗ ҫуккине пӗлтернӗ, мӗнле калас — ӑна юратнипе кунта килнӗ иккен вӑл (Глухов хӗренкӗ пулнӑ).

Глухов попытался объяснить, что он – без всяких худых мыслей, а просто сказать, что вот – любил ее (он был выпивши).

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Конкурса хутшӑнакансен пилӗк тӗрлӗ «тӗрӗслев» витӗр тухма тиврӗ.

Участницам конкурса пришлось пройти через пять разных проверок.

Чӑваш пики — пуласлӑх хуҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№

Ҫав чул картласа тӑман пулин те, ҫапах метис хӑтланни сая каятчӗ, мӗншӗн тесен вӑл, урлӑ хӑмана ҫӗҫӗпе касса пӗтерес пулсан та, алӑк айӗпе хӗсӗнсе тухма пултарас ҫукчӗ, — вӑл ӑна хӑй те аванах пӗлнӗ.

Но даже если бы не было каменного порога, этот труд пропал бы даром, потому что индеец Джо все равно не мог бы протиснуться под дверь, даже вырезав нижний брус, и он это знал.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эпир нихҫан та, нихҫан та ҫак хӑрушӑ вырӑнтан тухма пултарас ҫук!

Нам никогда не выбраться из этой страшной пещеры!

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Итле-ха, Том, халӗ Джо индеец ӳсӗр выртать пулсан, хайхи арчана илсе тухма питех те аван вӗт.

А знаешь, Том, сейчас самое подходящее время украсть сундук, если индеец Джо валяется пьяный!

28-мӗш сыпӑк. Джо индеец шӑтӑкӗнче // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пирӗн таверна иккӗ ҫеҫ вӗт-ха, ҫавӑнпа та ӑна тӗрӗслесе тухма та йывӑрах мар.

И трактиров у нас всего два, живо разыщем.

27-мӗш сыпӑк. Чӗтре-чӗтре хыҫран сыхласа ҫӳрени // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Аслӑ кун ҫывхарса килнӗ майӗпе вӑл асап кӑтартма юратни унӑн ӑшӗнчен тулалла тапса тухма пуҫларӗ: ним мар ӗҫсемшӗнех вӑл хытӑ айӑпласа ҫилӗллӗн киленнӗ пек туйӑнчӗ.

С приближением великого дня обнаружилось все его тиранство: ему как будто доставляло злорадное удовольствие наказывать за малейший проступок.

21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах вӑл чапа тухма хӑтланса пӑхни ӑнӑҫлӑ пулмарӗ.

Но эта претензия прославиться не имела никакого успеха.

17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑйсем ҫаван пек чапа тухма май килнине вӗсем темӗн пекех мухтанчӗҫ.

Они гордились своим новоявленным величием.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав тапхӑрта темӗн пулма пултаратчӗ, ӑна калама хӗн, анчах, телее пула, ҫав тапхӑрта Полли мӑнаккӑшӗ пӑшӑрханнӑ пек пӑхни иртсе кайрӗ те, вӑл, хӑй те пӗлмесӗрех, Тома ҫӑлӑнса тухма пулӑшрӗ.

Неизвестно, чем бы это могло кончиться, но, к счастью, выражение заботы сошло с лица тети Полли, и она, сама того не зная, пришла Тому на выручку.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Кашни минутрах уйӑх тухма пултарать.

— Луна должна взойти с минуты на минуту.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Тухтӑр ӑна качча тухма сӗнмен, ача ҫуратма ирӗк паман.

Доктор посоветовал ей не выходить замуж, не давал согласия на роды.

90-ри кинемей кашни кун пулла ҫӳрет // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/22343.html

Ку площадкӑра хӑвна бизнесра тӗрӗслесе пӑхса пысӑкрах ҫул ҫине тухма пулать.

На этой площадке можно попробовать себя в бизнесе и выйти на более широкий путь.

Юлия Райнвайн: «закон маншӑн усӑллӑ пулчӗ» // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.05.30

Ну, 5 е 10 ҫул пытанса ӗҫлӗн, анчах легальлӗ ҫул ҫине тухма тиветех.

Help to translate

Юлия Райнвайн: «закон маншӑн усӑллӑ пулчӗ» // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.05.30

Закон тулашӗнчи экономикӑран тухма мотиваци панисӗр пуҫне?

Help to translate

Юлия Райнвайн: «закон маншӑн усӑллӑ пулчӗ» // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.05.30

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed