Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫук the word is in our database.
ҫук (тĕпĕ: ҫук) more information about the word form can be found here.
Хальхи саманара никама та шанма ҫук.

В теперешние времена никто ни за кого не может ручаться.

VI. Ҫыру // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫӗрле мӗн пулса иртни ун ӑшне калама ҫук вӑркатрӗ.

События этой ночи отняли у него душевный покой.

VI. Ҫыру // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пулӑшу та ниҫтан кӗтме ҫук.

И помощи нам ждать неоткуда.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пултарас ҫук эпир вӗсем пек, — каласа хучӗ Марко.

Нам такое не по плечу! — проговорил Марко.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Э, ҫук, вӑл йӗкӗт хурах йышши мар…

— Нет, не может быть, чтобы этот юноша был разбойником…

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Унтан, хай шухӑшларӑм та, ҫук, терӗм, ку хӗрарӑм ӗҫӗ мар, терӗм.

Потом подумал: «Нет, не женское это дело».

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сехрем хӑпса тухрӗ-ҫке, тупата, ҫук ӗнтӗ, хӑраса ӳксе мар-ха, Лалӑна калатӑп: «Лала, мӗн пулчӗ-ши Марко бай патӗнче, тетӗп, ҫӳлти пӑлтӑртан пӑх-ха, мӗн пулнӑ вӗсен картишӗнче…» тетӗп.

Я испугался, точнее, не испугался, а сказал Лале: «Лала, что случилось у Марко? Погляди с галереи, что у них там творится во дворе…»

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Соколов тухтӑр ҫакӑн пек меслетпе ӗҫлесе хӑйӗн конкуренчӗ хутне кӗнинчен, эппин, ним чухлӗ те тӗлӗнмелли ҫук.

Не мудрено, что доктор Соколов скоро стал намного популярнее, чем его конкурент.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав авалхи сехетӗн ӗҫлес ӗмӗрӗ тахҫанах иртнӗ ӗнтӗ: механизмӗ кивелнӗ, сиктӗрмисем хавшанӑ, циферблачӗн шурӑ пичӗ йӑлт ҫуркаланса пӗтнӗ, авӑна-авӑна кӗнӗ йӗпписем те хӑйсен вырӑнӗнче аран кӑна тытӑнкаласа тӑраҫҫӗ, ӑна сехет темелӗх те ҫук ӗнтӗ.

Эти старинные часы давно уже отслужили свою службу: их механизм износился, пружины ослабели, белая эмаль циферблата потрескалась, а погнутые стрелки еле держались на месте, — не часы, а развалина.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӗсенчен пӗрне, чи авалхине, — тӗнчере урӑх ун пекки ниҫта та ҫук пуль — вӑл куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек сыхлать.

Одну из них она почитала особенно благоговейно.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кунта ытла чечен япала пӗртте ҫук, сӗтел-пукансене йӗркипе ларта-ларта тухнӑ.

Она была обставлена в нехитром, но своеобразном вкусе того времени, который и в наши дни еще не вышел из моды в некоторых провинциальных городах.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эппин, Бьюмонт биографийӗн ҫак пайӗ пирки ним иккӗленсе тӑмалли те ҫук.

Значит, по крайней мере, эта часть биографии Бьюмонта не подлежит сомнению.

XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

О ҫук, эпир унпа, паллах, сире юратнӑ пирки ҫеҫ венчете кӗместпӗр.

О нет, мы с ним венчаемся, конечно, не из любви к вам.

XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫук.

Help to translate

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ку ӗнтӗ кулӑшла, Катерина Васильевна; паллах, нимрен хӑрамалли те ҫук.

Это смешно, Катерина Васильевна; конечно, бояться нечего.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хӗрӗ вара ӑна ҫапла тавӑрать: «Ҫук, тархасшӑн, мана хӑвӑра качча пыма сӗнӗр».

А девушка отвечает: «Нет, пожалуйста, сделайте мне предложение».

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Халӗ куратӑр ӗнтӗ, ку пурнӑҫра пире ҫакна тума ниепле те сӗнме май ҫук.

Вы видите, что этого никак нельзя советовать при нашей жизни.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ку условисенче вӑл хуть те мӗнле пурнӑҫпа пурӑнма тытӑнсан та, ку ӑна пурпӗрех опыт параймӗ; уссине кунтан кӗтме ҫук, хӑрушлӑхӗ вара пысӑк.

При них, пусть она будет входить в какие угодно отношения, это тоже почти ни в коем случае не может дать ей опытности; пользы от этого ждать нельзя, а опасность огромная.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах, m-r Бьюмонт, пирӗн пурнӑҫ условийӗсенче, пирӗн ӑнланусемпе, пирӗн йӑласемпе хӗрсене халь эпир калакан пӗлӗве (хӗрсем час-часах ҫав пӗлӳ ҫук пирки упӑшкисене кирлӗ пек, тӗплӗн суйласа илеймеҫҫӗ те ӗнтӗ) сӗнме пултараймастпӑр-ха.

Но, m-r Бьюмонт, при условиях нашей жизни, при наших понятиях и нравах нельзя желать для девушки того знания будничных отношений, о котором мы говорим, что без него, в большей части случаев, девушка рискует сделать неосновательный выбор.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хӗрӗ вара — ҫук.

Девушка же — нет.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed