Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утса (тĕпĕ: ут) more information about the word form can be found here.
Пӗлтӗм-и? — унтан хирӗҫ каласса кӗтмесӗрех аяккалла ҫаврӑнчӗ те сарлака утӑмсемпе малалла утса кайрӗ.

Угадал? — не дожидясь ответа, повернулся, размашисто зашагал.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫын сӑмах тавӑрса каламасӑр варринчи вакунсем патнелле утса кайрӗ, пӗр вакун алӑкӗнчен пуҫне чиксе пӑхрӗ те ыйтрӗ:

Не отвечая, человек прошел до средины состава, спросил, просовывая голову в дверную щель вагона:

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Самантлӑха ҫамрӑк казак юррине итлесе тӑчӗ те, сарӑ пайӑркаллӑ ҫутӑпа ҫивӗтленнӗ чукун ҫул тӑрӑх пӑхкаласа, хӑюллӑн эшелон еннелле утса кайрӗ.

Постоял, прислушиваясь к песне; оглядел пути, отмеченные желтыми запятыми огней, уверенно пошел к эшелону.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пакгаузӑн тӗссӗр хура тӗмески хыҫӗнчен ҫын утса тухрӗ.

Из-за серой махины пакгауза вышел человек.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ингуш ҫынни казаксем килӗшессе кӗтмесӗрех, кӗлӗсӗр аттипе ҫемҫен пусса, ушкӑн варрине утса тухрӗ, шуҫ тӳмеллӗ ҫинҫе пиҫиххине ҫилӗллӗн тӳрлетсе калаҫма пуҫларӗ:

Не дожидаясь согласия, ингуш, мягко ступая сапогами без каблуков, вышел на середину круга, нервно поправил узенький наборный ремешок.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Захар каялла ҫаврӑнчӗ те, йӑплака пылчӑклӑ ҫӗр ҫинче йӑр та яр шукаласа, взвод командирӗн ҫӗр пӳрчӗ еннелле утса кайрӗ.

Захар повернулся и пошел к землянке взводного, скользя ногами по осклизлой, влажной земле.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӑшт сылтӑмарахра, хир еннелле сӑмсаланса тухакан вӑрман хыҫӗнче, этем ури халиччен утса курман ҫулсем ҫинчен аса илтерсе, снарядсем алтса пӗтернӗ шоссе тӑсӑлать.

Правее, за выпятившимся лесным мысом, тянулось разбитое снарядами шоссе, напоминая о не исхоженных еще путях.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Умра сӑн ӳкермелли аппаратсем ҫине-ҫинех чӑклатнине, халӑх ушкӑнӗ ӑнтан кайса ҫуйхашнине, юнкерсем ҫирӗп те хӑюллӑ маршпа утса иртнине тата йӑрӑс та тӑпӑл-тӑпӑл кӗлеткеллӗ пӗчӗк генерал, монгол сӑнлӑскер, вӗсене хӑй умӗнчен сапӑррӑн пӑхса ӑсатнине — ҫаксене пурне те Листницкий тӗлӗкри пек кӑна ас туса юлчӗ.

Смутно помнил, как клацали фотографические аппараты, бесновалась толпа, шли церемониальным маршем юнкера и стоял, пропуская их перед собой, стройный, подтянутый, маленький, с лицом монгола, генерал.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Утнӑ ҫӗртех ӑна, уринчен меллӗн ярса илсе, хулпуҫҫийӗ ҫине ҫавӑрса хучӗ; вара вӑл, йӗс пырлӑ оркестр сӑнсӑррӑн ахӑрашса мӗкӗрнипе хӑлхи хупланнӑскер, йывӑрӑша туймасӑр, хумханнипе пӳлӗнчӗклӗн сывласа, ҫав вӑхӑтрах кӗлеткине тӳрӗрех тытма тата ыттисемпе пӗр виҫеллӗн пыма тӑрӑшса, майӗпен куҫакан халӑх ушкӑнӗпе пӗрле утса кайрӗ.

Ловко перехватив ногу, он положил ее на плечо и, не чувствуя ее невесомой тяжести, задыхаясь от волнения, стараясь только сохранить равновесие и ритм шага, двинулся, медленно влекомый толпой, оглушенный ревом и пролитой медью оркестра.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Листницкий хӑй еннелле утса килекен Корнилов ҫине платформа айккинче кӗпӗрленсе тухнӑ шукӑль дамӑсем ҫыххи-ҫыххипе чечек ывӑтнине курчӗ.

Листницкий видел, как приближавшегося к нему Корнилова осыпали цветами изысканно одетые дамы, густо стоявшие вдоль платформы.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Корнилов хӑвӑрт та ҫирӗппӗн утса алӑк патне пычӗ те, пӳлӗме шал енчен питӗрсе илсе; каялла таврӑнчӗ, сӗтел ҫывӑхӗнче канӑҫсӑррӑн каллӗ-маллӗ кумса, хумханчӑк сасӑпа калаҫрӗ:

 — Корнилов быстрыми твердыми шагами дошел до двери, запер ее на ключ и, вернувшись, взволнованно, расхаживая перед столом, сказал:

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лукомский, сӗтел ҫинчи хучӗсене пуҫтарса, креслине шутарса лартрӗ те ватӑларахпа самӑрӑлса пыракан ҫар ҫыннин ҫирӗп уттипе алӑк еннелле утса кайрӗ.

Лукомский взял со стола бумаги, отодвинул кресло, пошел той подчеркнуто твердой походкой, какой ходят все полнеющие пожилые военные.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эсӗ пултӑн-и ку? — пӗр именмесӗр, хӑюллӑн кӑшкӑрса чӗнчӗ вӑл, Листницкий еннелле утса.

Ты ли это? — направляясь к нему, уверенно, без тени стеснения крикнул офицер.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Атарщиков, тухса кайма тесе, каялла ҫаврӑнчӗ, анчах ҫав вӑхӑтра икӗ дама хушшинче ларакан яка тумланнӑ кӳпшек господин, офицерсем ҫине куҫ илмесӗр пӑхса ларнӑскер, сӗтел хушшинчен тухрӗ те Листницкипе Атарщиков патне йӑпӑртатса утса пычӗ, шӗлепкине ҫӗпӗҫҫӗн ҫӗклесе тытрӗ.

Атарщиков уже повернулся было уходить, но от столика у окна поднялся внимательно глядевший на них брюзглый, хорошо одетый господин, сидевший в обществе двух дам, подошел, вежливо приподнимая котелок.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӗвел ҫинче тӗссӗрленнӗ парусина ҫил чӳхентерсе тӑнипе ҫав мӗлкесем, тӑллаттарса утса иртекен ҫынсен урисем айӗнчен хӑтӑлса тухма ӑнтӑлнӑ пек, варкӑша-варкӑша илеҫҫӗ.

Ветер, раскачивая, трепал выжженную парусину, пятна на тротуарах шевелились, рвались из-под шаркающих ног людей.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Листницкий, пирус чӗртсе, тротуар тӑрӑх васкамасӑр утса кайрӗ.

Закуривая, Листницкий медленно тронулся по тротуару.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сӑнаса тӑракан обоз казакӗсем хӑйне ытлашши хӗпӗртенӗ пек ан шутлаччӑр тесе, Петро юри васкамасӑр утса кайрӗ.

Нарочно укоротив шаг, чтобы наблюдавшие за ним обозные не подумали, что он особенно уж рад, Петро шел навстречу.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӗрарӑм сасартӑках ун еннелле ҫаврӑнчӗ, хулпуҫҫийӗсене тата хӗрарӑмӑнни пек мар ҫинҫе пӗвне вылянтарса, ӑна хирӗҫ утса килчӗ.

Женщина вдруг повернулась к нему лицом, заспешила навстречу, неуловимо поводя плечами, тонким, не бабьим станом.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Фомин вӗткеленчӗклӗн куркине сумкӑна чиксе хучӗ те, куҫӗпе аяккалла пӑхса, Петропа сыв пуллашрӗ, упанни пек йывӑр та йӑраланчӑк утӑпа комендант ҫурчӗ еннелле утса кайрӗ.

Фомин, торопясь, сунул в подсумок кружку, попрощался с Петром, глядя в сторону, и зашагал в комендантскую увалистой, медвежковатой роскачью.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Петро, шинелӗ ҫинчен ҫыхнӑ пиҫиххине тӳрлеткелесе, васкамасӑр платформа еннелле утса кайрӗ.

Петро, поправив ремень на шинели, неспешно пошел к платформе.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed