Шырав
Шырав ĕçĕ:
Гришатка куҫӗсем хупӑнаҫҫӗ.
Хумханать Ейӗк // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Йӗппе курсан, мучин куҫӗсем хуралса каяҫҫӗ.
Чаплӑ куҫпӑван // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Ачан куҫӗсем пуҫтахлӑн йӑлкӑшма тытӑнаҫҫӗ.
Чаплӑ куҫпӑван // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Григорин куҫӗсем хуралса килчӗҫ, ҫапах та вӑл кулам пек пулчӗ.
24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Темӗнле ҫӗнӗ, хӑйне пӑхӑнтаракан илемлӗхпе тытакан пулнӑ вӑл хӑй пуҫне, шултран ункӑланса выртакан мамӑк евӗр, ҫӳҫӗсем те куҫӗсем кӑна ӗлӗкхи пек тӑрса юлнӑ…
24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Сухалпа мӑкланнӑ питҫӑмартийӗсем унӑн тӗлкӗшсе кӑна тӑраҫҫӗ, усӑннӑ куҫӗсем ҫине башлык айӗнчен ҫӑра мӗлке ӳкнӗ.Небритые щеки его пылали, на опущенные глаза падала из-под башлыка густая тень.
24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл, хавхаланса, савӑнса кайнӑ, куҫӗсем унӑн ҫап-ҫамрӑк ҫыннӑнни пек ҫиҫсе тӑраҫҫӗ.Он был оживленный, веселый, совсем по-молодому блистали его глаза.
22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Кӑвакарса кайнӑ пӗчӗк тути, нӗшӗклесе, юлашки хут уҫӑлчӗ, пӗчӗк пӗвӗ чӗтренсе илчӗ, амӑшӗ алли ҫинчен хӗрачан йӗп-йӗпе тарлӑ пӗчӗк пуҫӗ каялла усӑнса анчӗ, хӗсӗкленсе юлнӑ куҫшӑрҫиллӗ пӗчӗк Мелехов куҫӗсем темӗнрен тӗлӗннӗ пек пӑхаҫҫӗ.
22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Анчах та хӗрачин асапа хӑйсем ҫине илнӗ салхуллӑ куҫӗсем пурнӑҫ ӑшнелле путса ҫухалнӑ пек сӳнсе пыраҫҫӗ…
22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорие курсан, Зыковӑн, тӗлӗннипе, пушмак пӑрӑвӑнни пек йӑваш куҫӗсем чарӑлса кайрӗҫ.У Зыкова при виде Григория выкатились телячье-ласковые глаза.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пенсне айӗнче ун куҫӗсем тӗксӗмреххӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ, тахҫантанпах сухалне хырман ҫӑварӗ карӑлнӑ та хӑйӑлтатса сывлать.Под пенсне его тусклее блестели глаза, и хрипло всасывал воздух раскрытый рот.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ун ҫине ҫаплах Григорийӗн чӗмсӗртерех хура куҫӗсем тинкерсе пӑхнӑ пек туйӑнса тӑрать.Перед глазами ее неотступно маячили на лице ребенка угрюмоватые черные глаза Григория.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ача пичӗ ҫинчен ун ҫине, темӗн тӗлӗнсе сӑнанӑ евӗр, Григорий куҫӗсем тӗллерӗҫ.На нее с осмысленным любопытством глядели с лица ребенка глаза Григория.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Кӑна пурнӑҫ хӑех витӗмлӗн ӗнентерсе пачӗ: хӗрачан ҫырӑ тӗслӗ ҫӳҫӗ пӗтӗмпех тӑкӑнчӗ те ун вырӑнне хуп-хура кӑтра ҫӳҫ шӑтса тухрӗ, куҫӗсем те унӑн, хуралса, тӑрӑхланса пырса, малтанхи тӗсне улӑштарчӗҫ.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӑтан шуранка куҫхупанкисем айне ҫутӑ мӗлкесем капланчӗҫ, ҫавӑнпа ун хупӑнчӑк куҫӗсем тӑрӑхласа кулнӑ пек пулчӗҫ.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл, чугун пек хуралса кайнӑскер, пӳртре тӗлсӗррӗн утса ҫӳрет, хӗрӳллӗн ҫунса тӑракан куҫӗсем унӑн ҫав тери ӑшчикӗ хыпнине палӑртаҫҫӗ.
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл сайра хутра кӑна тута хӗррисемпе кулса, ейӗлсе илкелет, кулнӑ чух куҫӗсем ҫемҫелмеҫҫӗ, хӑйсен тӗксӗм ҫутине самантлӑха та ҫухатмаҫҫӗ.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫирӗппӗн хуҫланса выртакан янах шӑммисемпе ҫынна хирӗҫ витӗр шӑтарса пӑхакан куҫӗсем ҫеҫ ӑна ытти ҫынсенчен уйӑрса илме май параҫҫӗ.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Шӑлна ҫыртчӗ! — хӑтӑрса илчӗ Листницкий, унтан, тепӗр май ҫаврӑнса, ҫилхине куҫӗсем ҫине усса шӑлӗсене йӗрсе пӑрахнӑ лаша пуҫӗ ҫине пӑхрӗ.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Чубатӑйӑн куҫӗсем кулаҫҫӗ, анчах та Григорий унӑн сассипе тискеррӗн чӗтресе тӑракан сӑмси шӑтӑкӗсем тӑрӑх вӑл чӑнласах каланине ӑнланчӗ.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.