Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑмӑлтарах (тĕпĕ: ҫӑмӑл) more information about the word form can be found here.
Хӑвӑр пӗлетӗр, ача-пӑча ҫук ман, ҫынсенне курса савӑнатӑп, апла та пулин чунра ҫӑмӑлтарах, ҫавӑнпа хам пата чӗнтӗм те ӑна…

Детей у меня, вы сами знаете, нету, на чужих радуюсь, и то легче, вот и зазвала его…

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ӗҫре ӑна ҫӑмӑлтарах пулчӗ.

В работе ей было легче.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Карттус тӑхӑнмасӑрах крыльца ҫине тухрӗ, хӑйне ҫӑмӑлтарах пек туйса, ҫӗрлехи уҫӑ сывлӑша кӑкӑр тулли сывласа илчӗ.

Не надевая фуражки, вышел на крыльцо, с облегчением, всей грудью, вдохнул свежий ночной воздух.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Эсӗ колхозра хӑвна тӳрӗ кӑмӑллӑ тытнине шанатӑп эпӗ, — вӑл, сывлама ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе, каллех ҫурӑмпа ҫиле хирӗҫ тӑчӗ.

— Я уверен, что ты вела себя честно, — он снова стал спиной к ветру, чтобы легче было дышать.

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах, машинӑ ҫине ларса, йывӑр баянран хӑтӑлсан та, Константин хӑйне нимӗн чухлӗ те ҫӑмӑлтарах туймарӗ.

Освободившись от тяжелой ноши и сев в машину, Константин не испытал ни малейшего облегчения.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Унран ӗмӗрлӗхех уйрӑлни ҫинчен Константин хай пӗлтернипе Ксюшӑна ҫӑмӑлтарах пулать-и ӗнтӗ?

Будет ли легче Ксюше, если Константин сам сообщит ей о том, что он навсегда расстается с ней?

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксени хуравламарӗ, кӗпе-йӗме чӳхесе пӗтерчӗ, пӗшкӗнсе кӗвенте айне тӑчӗ те, ҫемҫен яра-яра пусса, шыв хӗрринчен ерипен утрӗ, хулпуҫҫисем ҫине пуснипе хӑйне ӑшӗнче ҫӑмӑлтарах пулнине туйрӗ.

Не отвечая, Ксения дополоскала белье, согнувшись, подлезла под коромысла и, пружиня шаг, медленно пошла от реки, испытывая странное облегчение от этой давящей на плечи тяжести.

26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ҫук, эпӗ лайӑх астӑватӑп, — Яранцев аллине хӑйӗн аллинче тытса тӑнӑ чух ҫав асран кайман тахҫанах кӗрлесе иртнӗ ҫулсене асилме ҫӑмӑлтарах пулнӑ пек, Пробатов ун аллине нумайччен вӗҫертмерӗ, — эсир, Яранцев, колхоза чи малтан кӗнисенчен пӗри вӗт.

— Нет, я хорошо вас помню, — Пробатов долго не отпускал Корнееву руку, словно, пока он держал ее в своей, ему было легче вернуться мысленно в те незабываемые, давно отшумевшие годы, — вы ведь, Яранцев, одним из первых в колхоз вступали?

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Унтан малалла кайма та пӑртак ҫӑмӑлтарах пулнӑ пулӗччӗ.

А потом уж и ехать дальше, куда Бог велит…

I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Прохора ҫӑмӑлтарах пулса килчӗ, каллех малалла утса кайрӗ.

Прохору стало легче, и он снова пошел.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Унталла кайсан пире, большевиксен ункине татса тухса, Екатеринодар ҫывӑхӗнчи отрядпа пӗрлешме ҫӑмӑлтарах, — вӗҫлет вӑл хӑйӗн сӑмахне.

— В данном направлении нам легче всего прорвать большевистское кольцо и соединиться с отрядом, действующим под Екатеринодаром, — закончил он.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӑшӑ кулӑ хыҫҫӑн калаҫу ансатрах, ҫӑмӑлтарах, хӑюллӑрах ҫаврӑнса кайрӗ.

От улыбки стала как-то проще, доступней, земней.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӗрлӗ машинӑсемпе ҫав вӑя ӑҫта ярас тенӗ, ҫавӑнта яма пулать — лампочкӑна та, мотора та, сало шӑриклеме плитана та, чейнике те, хӗрарӑмсене ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе, утюга та кӗртме пулать…

С помощью таких разных приспособлений эту громадную силу можно направить куда хошь — и в лампочку, и в мотор, и в плитку, чтобы на ней сало жарить, и в чайник, и дажеть в утюг, чтобы было бабам облегчение…

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫӑмӑлтарах ӗҫе куҫармалла мар-ши — лаша е вӑкӑр хӑвалама?».

Может быть, перевести на более легкую работу — управлять быками или лошадьми?»

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Авланасчӗ сан, Сережа, — терӗ вӑл, — пурӑнма ҫӑмӑлтарах пулӗччӗ.

— Женился бы ты, Сережа, — заговорила она, — вот оно тебе и легче жилось бы.

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ушкӑнӗпе пурӑнма ҫӑмӑлтарах, тата эпир старикпе ку тӗнчере нумай пурӑнас ҫынсем мар.

Гуртом жить легче, да и мы с батьком жильцы на этом свете уже недолгие…

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл хӑй валли тухса ҫӳремелле мар, ҫӑмӑлтарах ӗҫ ыйтнӑ.

Он попросил себе легкую, не связанную с разъездами работу.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Мӗнтен ҫӑмӑлтарах килӗ-ши сире? — йӗкӗлтесе ыйтрӗ Сергей Платонович.

— Чем же это вам полегчает? — язвительно спросил Сергей Платонович.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кам пӗлет, пире, тен, ҫӑмӑлтарах та килӗ?..

А нам, могет быть, что и полегчает от этого?..

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Урапасен ӳречисенчен тытса, ҫӑмӑлтарах аманнӑ салтаксем утса пыраҫҫӗ.

Цепляясь со всех сторон за грядушки повозок, тянулись около раненые.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed