Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Эс, Хӗветӗр, хӑвӑн ҫӑлтӑр тӗлне пӗлетӗн-и?
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ҫӑлтӑр хӗмӗсен вылявне хумхатакан тинӗс тӗттӗмлӗхе путнӑ яхтӑна кахаллӑн шӑмпӑртаттарса силлет.И море, волнуя переливы звездных огней, ленивым плеском качало потонувшую во мраке яхту.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Енчен те Гервак: «Эсир мана ҫӑлтӑр, тавах сире», — тенӗ пулсанах вӑл ҫав тери кӑмӑллӑ юлатчӗ, мӗншӗн тесен шӑчӑпа усӑ курнӑ чухнехи тавҫӑрулӑхӗшӗн хӑйӗнпе хӑй мӑнаҫланать.
XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Сывлӑшра ҫутӑ ылтӑн таната ҫакӑнса тӑрать; йӑлтӑркка гирляндӑсем, ҫӑлтӑр ушкӑнӗсем, ҫулӑмлӑ кӗл чечексемпе электричество хунарӗсен шарӗсем — ылтӑн капӑрчӑксен хушшинчи шултра ӗнчӗ-мерчен пек.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Кӑнтӑр ҫути, ту хушӑкӗн ӑш-чикне сӳрӗккӗн, ҫапах уҫӑмлах сӑнама май панӑскер, сӳнчӗ ӗнтӗ; кӑвайта ҫавӑрса хупланӑ ҫӑра тӗттӗмлӗхе ҫӳлтен темиҫе ҫӑлтӑр тӗсет.
V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Сивӗ сывлӑшпа уҫӑлнӑскер — Горн тӳпен ҫӑлтӑр атласне чылай вӑхӑт тӗмсӗлсе тӗпчерӗ; авӑ Кӑнтӑр Хӗресӗ — ҫӗр ҫинче пурӑнакансен ӗҫӗнчен хӑватлӑн йӗрӗнсе ҫиҫекенскер.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
— Эсир мана ҫӑлтӑр.
XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Хӗрлӗ хӑмачӑн сулахайри ҫӳлти кӗтесӗнче ылтӑн тӗслӗ ҫурлапа мӑлатук, вӗсем ҫийӗн ылтӑн хӑюпа ҫавӑрнӑ пилӗк вӗҫлӗ хӗрлӗ ҫӑлтӑр ӳкернӗ.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
Гербӑн ҫӳлти пайӗнче — пилӗк вӗҫлӗ ҫӑлтӑр.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
Персе янӑ гильза тата ак ҫакӑ, — эпӗ ун еннелле хӗрле ҫӑлтӑр паллине тӑсрӑм.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ку ҫаккинчен татӑлса ӳкнӗ шуҫран тунӑ хӗрлӗ ҫӑлтӑр палли пулчӗ-мӗн: ҫав пит илемлех тавайман хӗрлӗ ҫӑлтӑр паллисем вунсаккӑрмӗш ҫулта красноармеецсен ҫӗлӗкӗсем ҫинче, рабочисен тата большевиксен блузисем ҫинче вут-хӗлхем евӗрлӗ йӑлтӑртататчӗҫ.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫак ҫутӑран ҫӳлерех ҫӑлтӑр ҫутисем вутпа ӗннӗ пек сӳнсе пыраҫҫӗ, шупкаланнӑ уйӑх ирӗлнӗ пек тӗксӗмленет.Над заревом, точно опаленные огнем пожара, потухали светлячки звезд и таяла побледневшая луна.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Тӳпере, ҫӗрлехи ҫуткӑҫсен ҫӑлтӑр ушкӑнӗсем пӗрӗхсе чӑпарлатнӑскерте, курӑнми йывӑҫсем кӗпӗрленнӗ; вӗсен ҫӑра ҫеҫкелӗхӗ пуҫа ҫепӗҫ, анчах вӑйлӑ шӑршипе — ҫӑра та пылак, хумхантаруллӑ та ирӗклӗ, нӳрлӗ те хӗрарӑмӑн ыйхӑ тӗлӗшпе ҫурма уҫӑ ҫӑварӗ пек черчен шӑршӑпа — ҫавӑрать-минретет; сывлӑшри мӗльюн-мӗльюн сӗртӗнӳпе ыталать те хавха сарать тата, шӑплӑх евӗрлех, ҫунатсӑр та ҫӑп-ҫӑмӑл, чикӗсӗр-чараксӑр хуҫалла, туйӑнми вӑйӑмсемпе ӳсет-ҫӗкленет.
V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Пума тирӗнчен тунӑ ҫӑлтӑр ӗренкиллӗ капмар кавир урайне пӗтӗмпех хупланӑ; питех те хӑйне евӗрлӗ ҫак капӑркка варринче пуҫне аллисемпе тӗревлесе Ассунта выртать; унӑн вӑрӑм кӑпӑшка ҫӳҫӗ, сапаланчӑкскер тата кӑштах арпашнӑскер, кавир ҫине ӳкнӗ, ҫӳҫ пайӑркисем хумлӑ-хумлӑ чатӑрӗнчен хӗрарӑмӑн кулакан сӑнӗ курӑнать.
V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Каҫ сӗмлӗхӗн тӗлӗнмеллерех ӑнланулӑхӗнче Скапӑн хӑватлӑ шыв сиккисен ахрӑмӗ илтӗнет, ҫеҫкеленекен айлӑмсен тутлӑ шӑрши сарӑлнӑ, Жиль пуҫӗ тӗлӗнче пин-пин ҫӑлтӑр капланса пухӑннӑ та — каҫ сӗмлӗхне аякри армадӑсен вучӗпе хавхалансах ҫунтарать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Пуласлӑх — хӗрлӗ хӗвел тухӑҫ, ирхи ҫил, ытарайми тӗтре ҫийӗн сӳнекен ҫӑлтӑр, шуҫӑмӑн савӑнӑҫлӑ чӗрӗлӗхӗ, ҫӗрӗн куҫҫулӗпе кулли; пуласлӑхӑн пӗртен пӗр ят кӑна пулма пултарать — Кармен.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Вӑл куҫӗсене унталла-кунталла куҫаркаларӗ, унтан кӑшкӑрсах ячӗ: куҫ анлӑшне лекекен пур ҫӗрте те — ҫӳхе курӑк хушшинче — кубоксем, ҫӳхе мӑйлӑ вазӑсем, алтӑрсемпе куркасем тата фантастикӑлла савӑтсем лараҫҫӗ е айккӑн выртаҫҫӗ; вӗсен ылтӑн хӗлхемӗсем ҫӑлтӑр юхӑмӗлле сывлаҫҫӗ те йӑрлатаҫҫӗ тейӗн, вӗсен хушшинче пулӑсем кумаҫҫӗ, хура раксем йӑраланаҫҫӗ, улиткӑсем суккӑр мӑйракисене ҫӗкле-ҫӗкле ылтӑн япаласен хӗрринче шуса ҫӳреҫҫӗ, вӗсен айккисенче — курӑни-курӑнми хурса тухнӑн туйӑнакан чулсен тӗлӗнмелле эрешӗсем.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.
Кӑштах вӑхӑт иртсен сылтӑм енчен пӗчӗк ҫӑлтӑр ылтӑн йӗп ывӑтрӗ те ҫухалчӗ, — ҫыран хысакӗпе хупланчӗ; ку — шлюпка пыртине пӗлтерет.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Тӳпери ҫӑлтӑр пекех йӑлкӑшнӑн туйӑнчӗ унӑн куҫӗ, ҫав вӑхӑтрах Улька хӑвӑрт-хӑвӑрт сывлама тытӑнни илтӗнчӗ…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пин-пин ҫӑлтӑр айӗнче Улькапа юнашар вӗсем пекех шӑппӑн ҫунса-ялкӑшса тӑрас килет халӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.