Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав ту тӑрринелле пыракан ҫурма ҫул тӗлӗнче пысӑк чул айӗнчен ҫӑлкуҫӗ тапса тӑнӑ, ун шывӗ улӑхалла кӗрлесе аннӑ та, шар-шарласа, чулсем хушшине кӗрсе ҫухалнӑ, унтан вӑл, лӑпланса ҫитсе, Свичӑна юхса кӗнӗ.
IV // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 3–23 с.
— Юлташсем, Лёша Зотовӑн йӑмӑкӗ ҫухалнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Манӑн йӑмӑк ҫухалнӑ…
Саккӑрмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Вара старик пуҫ тайнӑ та, ушкӑн хушшине кӗрсе ҫухалнӑ…
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл хӑвӑрт калаҫнӑ, сӑмахӗсем унӑн чылайӑш шӑхӑру, чашкӑру ӑшӗнче ҫухалнӑ; ытлашши ҫӗтӗхсе ҫухӑрнӑ сӑмахӗсем анчах уйрӑм-уҫҫилӗ пулнӑ.
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Шавлани, улани, кулни, ахӑрни, ӳсӗрсем кӑшкӑрни, хавхаланса вӑрҫни Фомана илтӗннӗ; шӑтӑка капланнӑ чӗрӗ ҫынсен тем пысӑкӑш хӗвӗшсе тӑракан кӗмӗркки ҫинче юрӑпа макӑру явӑнса ҫӳренӗ; ҫынсем йӑраланнӑ, пӗр-пӗрне пусарнӑ, пӗр-пӗрин хулпуҫҫийӗсем ҫине сике-сике хӑпарнӑ, суккӑрсем пек тӗкӗшнӗ, кашнийӗ хӑй пекки ҫине пырса ҫапӑннӑ, кӗрешнӗ, унтан, ӳксе, куҫран ҫухалнӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӗпӗрленӳ хушшине лекнӗскер, Маякин пӗр саманта куҫран ҫухалнӑ, анчах каллех, уявлӑ кулӑпа кулса, чӑмса тухнӑ.Затертый толпою Маякин на минуту скрылся из глаз и снова вынырнул, улыбаясь торжествующей улыбкой.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Шайккӑ питӗ тӗплӗ хатӗрленнӗ, хресченсен пӗрлешӳллӗ пухӑвӗнче Го Цюань-хай майлӑ калакан темиҫе сасӑ пӗр каварлӑ пулнӑ ҫынсен вӑйлӑ ахӑрашӑвӗнче пӗр йӗрсӗрех путса ҫухалнӑ.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ӑна ҫавӑрса илнӗ мӑка сехӗрлӗх ҫухалнӑ, ун вырӑнне пӑлхавлӑ савӑнӑҫ килсе капланнӑ.Тупой страх, овладевший им, исчез, сменясь мятежной радостью.
VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Фома Медынская ҫине мӗнле пӑхни хреснашшӗнчен пытарӑнма пултарайман, вара пӗррехинче старик, сӑн-питне усал та мӑшкӑллӑн пӗркелентерсе: — Фома! Пуҫна час-часах хыпашлакаласа пӑх, тепле, ӑнсӑртран, ҫухалнӑ ан пултӑр, — тесе хунӑ.
V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пуҫра тӗрлӗрен уҫӑлса ҫитеймен шухӑшсем ҫурала-ҫурала ҫухалнӑ; куҫӗ умӗнче хреснашшӗн кӗмӗл аркӑллӑ кукша пуҫӗ, авалхи турӑш сӑнарлӑ тӗксӗм пичӗ вӗлтлетсе тӑнӑ.
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫаксене пӑхмасӑрах, тапхӑр-тапхӑр вӑл хӑйӗн ӑшӗнче темӗнле тӗпсӗр, пӑшӑрхантаруллӑ пушлӑх пуррине туя-туя кайнӑ, ку пушлӑха кулленех килекен курӑм-туйӑмсем те, ӗлӗкхисем ҫинчен асӑннисем те тултарма пултарайман: биржа та, ӗҫсем те, Медынская ҫинчен шухӑшлани те — пӗтӗмӗшпех сак пушлӑха путса ҫухалнӑ…
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ҫухални — ҫухалнӑ, ун ҫинчен, апла пулсан, калаҫмалли те ҫук…— Пропащий — пропал, о нем, стало быть, и речь вести не стоит…
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ежов, аллаппи ҫинчи чӗркӗмӗл пек ҫаврӑнкалаканскер, шкул картишӗнчен тухса ҫухалнӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тӗлӗнтермӗш сасӑ ҫывӑхран ҫывӑх киле пуҫланӑ, вӑйлӑланнӑҫем вӑйлӑланнӑ, макӑра-макӑра, сӗмлӗхре ирӗлсе ҫухалнӑ.Странный звук подплывал всё ближе и рос в своей силе, рыдал и таял в черной тьме.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хирӗҫ пассажир пӑрахучӗ килнӗ, вӑл кӑшкӑртса янӑ, унӑн кӗрлевлӗ сасси вӑрманалла вӗҫсе пытаннӑ, сӑртлӑ ҫыран хушӑкӗсене кӗрсе ҫухалнӑ.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫак сӑмахсем ҫителӗклӗ пулнӑ, Игнат вара кӗҫ-вӗҫ тухса ҫухалнӑ, кайнӑ май: — Ну-ну-ну! Каятӑп, каятӑп… Тархасшӑн, ан кӑшкӑрнӑ пул! Ачана ан хӑрат… — тесе хӑварнӑ.И этого было достаточно, чтоб Игнат поспешно исчезал, бормоча:
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Каярах Тарас ним сасӑ-чӗвӗсӗр ҫухалнӑ.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӗлӗ хыҫҫӑн Натальйӑн ӑнӗ ҫухалнӑ, чӗлхи ҫӗтнӗ, вара вӑл, урӑх никама нимӗнле сӑмах калаймасӑр, тепӗр ирхине вилсе выртнӑ.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сасартӑк тата, пӗтӗм сас-чӗвве хупласа, чуна чӗтретсе яракан этемле мар улани янӑра-янӑра кайнӑ, е вӑраха пыракан йынӑшу сасси пӳлӗмсем тӑрӑх хуллен ҫеҫ юхӑнса ҫӳренӗ, унтан каҫ тӗттӗмӗпе хупланнӑ кӗтессене кӗрсе ҫухалнӑ…
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.