Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӗслӗхрен, Любочка кашни кунах ҫывӑрма каяс умӗн атте ҫине хӗрес хывни, аннене асӑнса кӗлтума кайсан Любочкӑпа Катенька чассовнире йӗни, фортепьяно каланӑ чух Катенька ассӑн сывлани тата куҫне ҫавӑра-ҫавӑра пӑрахни — ҫаксем пурте мана юри хӑтланнӑ пек туйӑнатчӗҫ, вара эпӗ хамран хам ҫапла ыйтаттӑм: ҫитӗннӗ ҫынсем пекех ҫавнашкал юри тума хӑҫан вӗренсе ҫитнӗ-ха вӗсем тата апла хӑтланма вӗсене намӑс та мар-ши?
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӑлтӑра кӗрсе пусма тӑрӑх хӑпарнӑ чух та эпӗ лайӑххӑн вӑранайманччӗ-ха, анчах малти пӳлӗм алӑкӗн ҫӑри, питӗрмелли пӗчӗк кӗле, пӑрнӑҫнӑ урай хӑми, лар, ҫурта лартмалли кивӗ ывӑс, ӗлӗкхиллех тумлам-тумлам хытса ларнӑ шӑн ҫулӑскер, шӑн ҫу ҫуртин халь ҫеҫ ҫутнӑ кукӑр та сивӗ хӑйӑвӗнчен ӳкекен мелкесем, яланах тусанлӑ, кӑларса лартман ик хут чӳрече (эп астунӑ тӑрӑх, ун умӗнче пилеш ӳсмелле), — ҫаксем пурте чуна ҫывӑх туйӑннӑран, вӗсем асаилӳсемпе тулса тӑнӑран, пӗр шухӑшпа ҫыхӑннӑ пек пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗ пулнӑран, эпӗ сасартӑк ҫак савнӑ кивӗ ҫурт хама ҫупӑрланине туйса илтӗм.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ хӗр ҫине тарӑхрӑм, апла пулин те, сӑрӗ кайнӑран тӗссӗрленнӗ кӗпер карлӑкӗ, пӗве ҫинелле ӳпӗннӗ хурӑнтан усӑнса аннӑ туратӑн шыври мӗлки, йывӑҫӑн ытти турачӗсемпе пӗрлешесшӗн пулнӑ пек туйӑннӑскер, шурлӑх шӑрши, вӑрамтунана ҫамка ҫинче вӗлерни, хӗр тинкерӳллӗн пӑхса чаплӑн тӑни — ҫаксем кайран ман асӑма пачах кӗтмен ҫӗртен час-часах киле-киле тухрӗҫ.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пырӑр-ха вӗренӗр», — ҫаксем пурте кунти ҫынсен хушшинче мана пӗртте именми турӗҫ.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫаксем пурте тата уйрӑмах кунти ҫынсем манпа ҫитӗннӗ ҫынпа пупленӗ пекех ансатӑн, шӳт тумасӑр пуплени, хӑйсен шухӑшӗсене кала-кала пани, ман шухӑшсене итлени, — ҫакнашкаллине курма мана питӗ сахал тивнӗрен, тӳмемсем йӑлтӑркка тата кӑвак ҫаннӑмсем сулӑллӑ пулнине пӑхмасӑр, хама тӑруках акӑ мӗн каласа хурасран тӑтӑшах шиклентӗм: «Нивушлӗ эсир хӑвӑрпа шӳтлемесӗр калаҫаҫҫӗ тесе шутлатӑр?
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах эпӗ Сонечкӑна качча илсен ялта мӗн тери лайӑх пурӑнасси, манӑн урай тӑрӑх кӑштӑртатакан, хама атте тесе чӗнекен ачасем пуласси, вӑл хӑйӗн арӑмӗпе, Любовь Сергеевнӑпа пӗрле, ҫул ҫинчи тумтирсемпех ман патӑма ҫитсе тӑрсан, хам мӗнешкел савӑнасси ҫинчен теме пула тӳрех калама шутламарӑм… ҫаксем вырӑнне, анакан хӗвел ҫине кӑтартса: «Дмитрий, пӑх-ха, мӗн тери хӳхӗм!» — терӗм кӑна.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мана ҫаксем пурте хӳхӗм пек туйӑнчӗҫ, ман шутпа чи лайӑх гимназистӑн шӑпах ҫапла пулмалла та.Все это мне казалось прекрасным и таким, каким должно было быть у первого гимназиста.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эхер учительсем ман патӑма тӑтӑшах ҫӳремесен, Сен-Жером ман хама хам юратас туйӑма кӑмӑлсӑррӑн та пулин хӗтӗртмесен тата, чӑн пахи, хамӑн Нехлюдов тусӑма ӗҫчен ҫын пек курӑнассӑм килмесен, урӑхла каласан, вӑл экзамена отлично тытассине питӗ паха ӗҫ вырӑнне хумасан, — ҫаксем пулмасан, ҫуркуннепе ирӗклӗх хӑйсен ӗҫне тӑватчӗҫех: эпӗ маларах мӗн вӗреннине те манса каяттӑм, экзамена тем тусан та параймастӑм.
IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тӗлӗнмелле ҫӳлӗ пӳ, ҫепӗҫ сӑнлӑ пит, илемлӗ шӑлсем — пур пек лайӑххи ун ҫумӗнче ҫаксем кӑна.Хорошего было в нем только — необыкновенно высокий рост, нежный цвет лица и прекрасные зубы.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кукамай — Мими каланишӗн, Сен-Жером — «пӗрре» паллӑшӑн, атте — пӗчӗкҫӗ ҫӑраҫҫишӗн… ҫаксем пурте, тӑхтаса тӑмасӑр, кӗҫӗрех ман ҫине йӑтӑнса анмалла.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Халь вӑл ҫук та, ҫаксем пӗтӗмпех манӑҫа юлчӗҫ.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗр енчен, ӑна ӗненмессе те май ҫук, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн историне ытла та чӗререн тата ҫирӗп йӗркене пӑхӑнса каласа парать, ҫаксем чӑнлӑхӑн тӗп паллисем пулса тӑраҫҫӗ; тепӗр енчен, унӑн историйӗнче поэзилле илемлетнисем ытла нумай; шӑпах ҫак илемлетӳсем иккӗлентереҫҫӗ те ӗнтӗ.
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анне ҫук ӗнтӗ, ҫапах пирӗн пурнӑҫ хӑй майӗпех пырать: эпир ҫав сехетсенчех, ҫав пӳлӗмсенчех ҫывӑрма выртатпӑр, ҫывӑрса тӑратпӑр; ирхи тата каҫхи чей, кӑнтӑрлахи тата каҫхи апат — ҫаксем пурте хальчченхи вӑхӑтрах пулса пыраҫҫӗ: сӗтелсем, пукансем ҫав вырӑнсенчех лараҫҫӗ; кил-ҫуртра, пирӗн пурнӑҫ йӗркинче нимӗн те улшӑнмарӗ; анне ҫеҫ ҫук…
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ алӑк патӗнче чарӑнтӑм та пӑха пуҫларӑм; анчах куҫӑмсем йӗрсе вӑйсӑрланнӑран, нервӑсем пӑсӑлса кайнӑран нимӗн те уйӑрса илеймерӗм; ҫутӑ, парча, бархат, ҫурта лартмалли пысӑк савӑтсем, чӗнтӗрлӗ кӗрен минтерсем, турӑ судне кӗмелли хут, хӑю ҫыпӑҫтарнӑ калпак тата ӑвӑс тӗслӗ темле таса япала — ҫаксем пурте тӗлӗнмелле пӗр ҫӗре пӗрлешнӗн курӑнчӗҫ.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫаксем шиклӗ чунӑн суя, тӗтреллӗ шухӑшӗсем текен шанчӑкпа хӑвна ан та йӑпат.Не утешай же себя напрасно надеждой, что бы это были ложные, неясные предчувствия боязливой души.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫаксем пурте питӗ лайӑх; анчах мӗншӗн тӑрӑхласа каларӑм-ха эпӗ Карл Иваныч пирки?Все это было очень хорошо; но зачем я с насмешкой отзывался о Карле Иваныче?
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫаксем пурте хальхи пекех ман куҫ умӗнче тӑраҫҫӗ, тата, мӗн пулни; йӑлтах «Дунай хӗрӗнчен» илнӗ кадриль ҫемми май пулнӑччӗ те, хӑлхара халь ҫав кадриль янӑрать.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫапах ҫаксем пурте унӑн вӑрӑм, пӳне, ҫирӗп кӗлеткине, кукша пуҫне тата лӑпкӑн та пӗр иккӗленмесӗр тӑвакан хусканӑвӗсене килӗшетчӗҫ.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Нимӗҫӗн ырӑ кӑмӑллӑ пичӗ, вӑл мана хӗрхенсе, эпӗ мӗншӗн йӗнине тавҫӑрса илесшӗн пулни куҫҫуле тата хытӑрах юхтарчӗ: мана намӑс пулчӗ, ҫакӑн умӗн пӗр минут маларах ҫеҫ эпӗ Карл Иваныча мӗншӗн юратманнине тата унӑн халачӗ, калпакӗ, яраписем мӗн пирки йӗрӗнмелле пек туйӑннине хам та ӑнланмарӑм; халь ӗнтӗ пачах урӑхла, ҫаксем пурте ытла та лайӑх пек, яраписем те вӑл ырӑ кӑмӑллӑ пулнине ӗнентерӳллӗ кӑтартнӑн туйӑнаҫҫӗ мана.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫаксем пӗтӗмпех унӑн ӑс-тӑнне уҫӑмсӑррӑн, тӗтреллӗн пырса кӗчӗҫ; кӑмӑл-туйӑм ҫӗкленсе кайнипе, тен, ҫав сӑмахсене шухӑшласа кӑларса хӑйне хӑй улталарӗ пуль вӑл.Все было туманно, расплывчато; может быть, он просто выдумал эти слова?
12 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.