Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсене хирӗҫ купи-купипе ҫаруран ачасем шавласа чупса пыраҫҫӗ; вӗсен аллинчи тутӑрпа ҫыхнӑ мискӑсемпе турилкисенчен сухан, йӳҫӗ купӑста тата пӑс шӑрши кӗрет.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вутсем хурса ҫунтарма пуҫларӗҫ, ҫурса вакланӑ хӑмасенчен сӑмала шӑрши, табак тӗтӗмӗпе юнашар пристань ҫинче купаланса выртакан типӗтнӗ пулӑ шӑрши, Атӑл ҫинчен вӗрекен уҫӑ ҫил ҫапма пуҫларӗ.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Хӑйӗн кӑшкӑртакан сасси те, чугун ҫул будкисен вӑраххӑн тӑсса юрлакан сигнал сасси те, вӗри нефтӑн сӑмала кӗрекен шӑрши те, халиччен курман-пӗлмен инҫетри ҫӗршывсене чупса каякан ҫул-йӗр тӑрӑшшӗ те мана хӑй еннелле чӗнеҫҫӗ.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Шывӗ таса, анчах ӑшӑ, шапа пӑтти шӑрши кӗрет.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Пӗр вӑхӑтрах хӑлхана ҫуракан ятлаҫу французла сӑмахсемпе пӗрле хутшӑнса кайрӗ, духи шӑршипе тар шӑрши пӗрлешрӗҫ, хут купӑс янратни уласа йӗнипе пӗрле илтӗнет, — ҫаксене пурне те пӗр самантрах паровоз кӑшкӑртса хупласа хучӗ.
III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Пӳртре тутлӑ караслӑ пыл шӑрши пур.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫавӑнтах каҫхи сулхӑн ҫапрӗ, карташне купаланӑ утӑ шӑрши тата пиҫсе ҫитнӗ чие ҫырли шӑрши те сӑмсана пырса кӗчӗ.Сразу пахнуло вечерней свежестью, прелью сложенного во дворах сена и переспелой вишней.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Салтакӑн пит-куҫӗ хӗрелсе кайрӗ, нӳрленчӗ, пӳлӗмре тата хытӑрах иодоформ шӑрши тапса тухрӗ.Лицо солдата покраснело, покрылось влагой, и по комнате гуще и гуще расходился запах йодоформа.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Салтак кивӗ атӑ кунчинчен хӑй ҫӗлесе туна сӑран хутаҫа салатса пӑхрӗ, вӑл кашни хускалмассеренех пирен пӳлӗме иодоформ эмелӗн йывӑр шӑрши сарӑлса пычӗ.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Автомобильсем унран пӗр йӗрпе вӗҫекен кайӑксем евӗр вирхӗне-вирхӗне иртеҫҫӗ, анчах вӑл ҫуртсене ҫывӑхрах тенӗ пек курать ӗнтӗ, акӑ хула хӗрринчи тӑвӑр урамсем; кунта ҫуннӑ ҫуна нӳрлӗх шӑрши.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Эрехӗн пушӑ кӗленчин тӗпӗнчен, эрех йӳҫсе сӑрланнӑ стаканран ҫӗрӗк шӑрши сарӑлнӑ.Пустая бутылка от вина и окрашенный вокруг донышка закисшим вином стакан источали тленный запах.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫак пӳлӗм, люстра ҫутипе хытӑ ялкӑшаканскер тата духи шӑрши ҫапса лартнӑскер, Давенанта халӗ кӑнтӑрлахинчен тӑвӑртарах та ҫутӑрах курӑнать.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫӳхе вырӑн таврашӗн тасалӑхӗпе ӑшшин шӑрши кӗрет.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Сӗтел ҫиттисем шап-шурӑ, — вӗсен сенкер хуҫланчӑкӗсем фарфора аса илтереҫҫӗ, тирӗк-чашӑка ҫусан лайӑх шӑлса типӗтеҫҫӗ, ҫӗҫӗсемпе кашӑксенчен пӑсӑк ҫу шӑрши нихӑҫан та кӗмест, ҫав тери лайӑх юр-вартан хатӗрлекен апат-ҫимӗҫ калӑпӑшӗпе те, хакӗпе те нумай-нумай ҫынна тивӗҫтерме пултарать.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Чӑтлӑхри сукмак айккинчен айккине кукӑрӑлса тӑсӑлать, вырӑн-вырӑнпа ҫатрака айӗнче пачах ҫухалать, уҫланкӑ хӗррипе йӗрленет те иртсе каҫма чӑрмантаракан, ӳкнӗ вулӑсен хушшине чӑмать; унти ҫӳхе ҫутӑ пайӑркисенче хурлӑханӑн кӗрен сапакисем илӗртеҫҫӗ, кӑмпа шӑрши кӗрет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Йытӑ пӗр уринчен теприн ҫине вӗчӗхерех пускалать, хуҫи ҫине кӗлӗ тунӑн-усаллӑн пӑхкалать, ҫинҫен нӑйкӑшать; ӑна сӑсар шӑрши тӳсмелле мар асаплантарать, анчах Тарт туртма чарӑнмасть-ха.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.
Ҫуркуннепе тулнӑ, нӳрӗ сывлӑш шӑрши сарӑлнӑ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Шуҫӑмӑн ӗнтрӗклӗ сӑррисем тӑнӑҫлӑ пил евӗр ҫиҫеҫҫӗ, ялӑн тӗлӗнмелле тутлӑ, хурлӑхан сӑри евӗр ҫӑра сывлӑшӗ, хир чечекӗсемпе сывлӑм шӑрши сарӑлнӑ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.
Каҫ пулчӗ; хушӑк пек ансӑркка Анчӑк урамӗ ылтӑн тусанпа тӗтреленчӗ, вараланчӑк чӳречесенчен кухня йӑс-пӑсӗ тухать, таврана ҫатма ҫинче ҫуннӑ апатпа нӳрлӗ кӗпе-йӗм шӑрши сарӑлнӑ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.
Унран эрех шӑрши кӗрет, вӑл лӑпкӑ тата ӗшенчӗк.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 259–266 с.