Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шупка the word is in our database.
шупка (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ӑна ҫакӑ аса килчӗ: пӗр каҫхине, Григорий ун патӗнче горницӑра ларнӑ чух, Аксинья ӑна Кубане кайма ӳкӗтленӗччӗ; ҫакнашкалахчӗ ун чухне: уйӑх ҫутататчӗ те, чӳречерен тулли уйӑх ҫутипе шупка шурӑ картиш курӑнса выртатчӗ.

Вспомнилась Аксинье та ночь, когда она уговаривала Григория в своей горнице идти на Кубань; так же только месяц был да двор за окном белел, затопленный лунным половодьем.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тутӑрӗ унӑн ҫурӑм хыҫнелле шуса кайрӗ, тураса якатнӑ хура тӳрӗ ҫӳҫӗсем шупка хӑлхисем ҫине усӑнса анчӗҫ.

Платок ее сбился на спину, гладко причесанные черные прямые волосы свисали на бледные уши.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мӗн пулнӑ тата? — шӑртланса ӳкрӗ Мироныч, шупка пичӗ ҫинчи куктӗррийӗсене шурӑхтарса.

— Чего ишо?.. — взъерошился Мирон Григорьевич, бледнея конопинами белесого лица.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Такан Яккӑвӗ хыҫалтан пырса ҫапнӑ ҫын вӗҫерӗнсе тухрӗ, хӑйӗн ҫурӑмӗ хыҫӗнче, ҫапса хуҫнӑ кайӑк ҫунатти майлӑн, туртса ҫурса антарнӑ шупка кӗрен кӗпе ҫанни ҫапкаланать.

Тот самый тавричанин, который сзади ударил Подкову, вырвался из кучи, за спиной его подбитым птичьим крылом трепыхался разорванный розовый рукав.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр самантлӑха хӗвел катрашка пӗлӗт ҫурӑмӗ хыҫне пулса тӗтреленчӗ те ҫеҫенхир, хутор, Аксинйӑн усӑнчӑк пуҫӗ ҫине, тӑскаланчӑк йытпыршин шупка хӗрлӗ чечекӗ ҫине тӗтӗм тӗслӗрех мӗлке йӑсӑрланса шуса килчӗ.

На минуту затуманилось солнце, заслоненное курчавой спиной облака, и на степь, на хутор, на Аксиньину понурую голову, на розовую чашечку цветка повители упала, клубясь и уплывая, дымчатая тень.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шупка чечеке ларнӑ ҫӗрулми ҫеҫкисем.

Зеленый в бледной цветени картофель.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн шупка уйӑх ҫурли ҫине тинкернӗ куҫӗсем тӗтреллӗн те сиввӗн пӑхаҫҫӗ.

Туманен и далек был взгляд ее, устремленный на ущерб стареющего месяца.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Нимӗҫсен енче сайра хутра пулемет тӑрӑлтатса илкелет, тата канӑҫсӑр тӗттӗмре ракетӑсен, тӗпсакайӗнче ҫитӗнтернӗ пекех имшеркке те шупка ҫуттисем курӑнкалаҫҫӗ.

На немецкой стороне изредка стучали пулеметы, да в беспокойной мгле ночи слабо, немощно вспыхивали и угасали ракеты.

XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кӗске кун ҫути кӑвак тӗтӗмпе хутшӑнса пӑтранчӗ, йывӑҫсем ҫинче ялтӑртатса тӑракан пас сӳнчӗ, апла пулсан та, Юргина ирхи шурӑмпуҫӗ тӗнчене шупка хӗрлӗ ачаш ҫутӑпа ҫутатнӑ пек туйӑнчӗ…

Серенькой дымной мутью замутился короткий день, потух искристый иней на деревьях, а Юргину, несмотря на все это, казалось, что утренняя заря все еще наполняет мир розовым светом…

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӗсен умне, ҫӳлтен кӑшт сылтӑмарах, хӑйсем пит аван пӗлекен Качкачев вилтӑприйӗ тухса тӑчӗ — ку старик хӗл ҫитессине сиссе шупка кӑлканпа ҫӗре выртса кӗҫҫеленнӗ курӑкпа витӗннӗ.

Перед ними, немного правее от дороги, вырос всем хорошо известный Качкачев курган, — старик чуял зиму и уже покрылся седым ковылем и толстым слоем слежавшейся травы.

IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Тӳпере хӗвеланӑҫ хӗрелчӗ: аялта — хӗп-хӗрлӗ, ҫӳлте — кӑвак-кӗрен тӗслӗ, ҫавӑнпа пӗтӗм айлӑма шупка тӗтре карса илчӗ.

Пламя заката охватило добрую половину неба, — снизу выступали багровые, а сверху — розовые и бледно-голубые тона, отчего равнина вблизи горизонта покрылась сизой дымкой.

III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Партизансем вӑрҫса илсе, ҫул хӗрринче чарӑнчӗҫ, шупка уйӑх ҫутатнипе тӗксӗммӗн ялтӑртатакан юр ҫийӗн инҫетелле пӑхрӗҫ.

Ругаясь, партизаны остановились у дороги, пригляделись к тускло сверкающей под бледной луной бесконечной снежной дали.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑрманта хӗллехи ирӗн шупка хӗрлӗ ҫути сӳнет.

В лесу тихо догорало розовое зимнее утро.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Самолет ҫул айккинчен вӗҫсе иртрӗ, вара шупка хӗрлӗрех листовкӑсем самолетран юлса, сывлӑшра вӗлтӗртетме пуҫларӗҫ.

Самолет прошел стороной, а розоватое облачко листовок, отстав, замельтешило в светлой вышине.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хӑмӑл хушшинче чӑлтӑр-чӑлтӑр чӑпӑл курӑкӗ тата шупка шерепеллӗ курӑк ларни те ҫул ҫинченех курӑнать.

Среди стеблей с дороги выднелись анютины глазки и бледно-украшенная трава.

VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Шупка чӗлхине йӑлкӑштарса, ҫулпа хӑйсен хура йытти, Черня чупать иккен.

По дороге, поблескивая розовым языком, бежал Черня.

VIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Тӑхлан евӗр тӗксӗм те шупка пӗлӗтре пӗр ҫутӑ вырӑн та ҫук; ҫӗр йӑлтах юрпа витӗннӗ.

Свинцовое небо, казалось, нависло еще ниже, земля покрылась снегом.

Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.

темӗнле уйрӑмлӑхне пула ҫӗре пуҫланӑ виллисене фосфоресценциллӗ туса, куҫса ҫӳрекен тискер шупка ҫутӑ кӑларттарать пулӗ.

И, очевидно, какие-то особые свойства почвы здесь заставляли разлагавшиеся трупы фосфоресцировать, испускать зловещий, переливающийся бледный свет.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Шупка чул тусанӗ галерейӑна пачах хупласа илчӗ.

Каменная белесоватая пыль окутала всю галерею.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Тинӗс фосфорланса ҫыран ҫине шупка хӗм ӳкерет.

Море уже фосфорилось, обдавая берег бледными искрами.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed