Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑх the word is in our database.
чӑх (тĕпĕ: чӑх) more information about the word form can be found here.
Картишӗнче виҫӗ чӑх та автан.

На дворе три курицы и петух.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

— Петр Иванович, тӗрӗссипе калатӑп, кирек мӗн тӑвӑр мана, анчах чӑх карти ҫумӗнчен лӑпкӑ иртсе кайма пултараймастӑп, тупата туршӑн, пултараймастӑп.

— Знаете, Петр Иванович, признаюсь вам по-честному: что хотите делайте, но не могу, ей-богу не могу проходить спокойно мимо курятника.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Чӑх картине пытарнӑ портвейн ҫинчен Ларчик пӗлет вӗт.

Ведь Ларчику-то был известен тайник с моим портвейном в курятнике!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Ман икӗ чӑх пур та, анчах вӗсем ҫӑмарта тумаҫҫӗ.

У меня две курицы, но они не несутся.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Эрехе Ларчик чӑх картине чавса лартрӗ.

Вино Ларчик закопал в курятнике.

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Чӑх картинче шӑтӑк алтӑп та, хӑть пин бутылка йӑтса кил.

 — Я в курятнике такую яму выкопаю, хоть тысячу бутылок давай!

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Килкартинче — икӗ пӗчӗк пӳрт те йытӑ йӑви майлӑ чӑх карти.

Во дворе две хибарки и курятник, похожий на собачью будку.

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Капла сан патна тӑшмансем йӑпшӑнса килсе, сана ыйӑхлӑскерне, чӑх чӗппине пуснӑ пек пусса хӑварма пултараҫҫӗ.

Этак к тебе сонному подкрадутся враги, да и зарежут как цыпленка.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Власьевна пӳлӗмӗнче сехет шаккать, кӑмака айӗнче чӑх ҫывӑрать, кантӑк ҫинче герань чечекӗ ларать.

У Власьевны тикают ходики, курица дремлет под печкой, герани цветут на окне.

Нумайччен кӗтнӗ хыпарсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Авӑ мӗнле иккен чӑх ури ҫинчи пӳртсем!

Так вот оно что такое избушки на курьих ножках!

Картта ҫинче ҫук ял // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Чӑх урисем ҫинче, — терӗ Якур мучи хулӑн сассипе, — тырӑ ан хӗртӗр тесе, сывлӑш кӗме ҫапла тунӑ.

— На курьих ножках, — басит дядя Егор, — чтобы воздух проходил, зерно не прело.

Картта ҫинче ҫук ял // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Унӑн юратнӑ девизӗ: «чӑх пӗрер пӗрчӗн суйлать те, ҫапах тутӑ пулать» тени.

У него девиз — не до жиру, а быть бы живу.

Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Пӗр чӑх ҫӗлен ҫӑмартисем тупнӑ та вӗсене пусма ларнӑ.

Курица нашла змеиные яйца и стала их высиживать.

Чӑхпа чӗкеҫ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Кунта чӑх йышши кайӑксем — цесаркӑсен — ушкӑнӗсем, ҫынна ҫывӑха яман путенесем, американецсем «вип-пур-вил» текен кайӑксем — чӑн та, вӗсем чат ҫапла кӑшкӑраҫҫӗ — явӑнаҫҫӗ.

Были тут большие стаи цесарок, перепела, к которым так трудно подобраться, и те птицы, которых североамериканцы называют «вип-пур-вил», — эти три слога точно воспроизводят их крик.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Кам ҫырса ячӗ пуль ҫавна, чӑх чӗрнипе чӗркелесе, хӑй ҫырнине пӗлтермӗшленсе, паян кунччен те нимӗн палли-тӗлли ҫук.

Кто, изменив свой почерк, как курица лапой, нацарапал это послание, так и осталось для тайной.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Эх, эсӗ те ҫав, чӑх чӗри, хӑв хӗр пулнӑ, пурпӗрех каччӑ ытамӗнчен хӑратӑн, — шӑл шуррисене кӑтартсах янкӑшать каччӑ.

— Эх ты, вон какая взрослая девица вымахала, а парня как черт ладана боишься, — блеснул зубами Виталий.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Амӑшӗ, хурчӑка чӑх чӗппи ҫине чӑмса аннӑ пек, ывӑлне тӑрӑннӑ.

Как коршун, налетела мать на любимого сынка.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Иҫмасса, чӑх мӑйне таттарма та ку чухне ҫур литр лартмалла та.

Теперь и курицу без поллитры не зарежешь.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Совет самани ӑна ашшӗ ҫурт-йӗрӗ пирки ӗмӗрлӗхех мантарсасӑн та, упӑшки килӗнче те пулин, чӑх вӗҫсе каҫайми хуралтӑ хӑпартма хапсӑнатчӗ ҫавскер.

Хотя советская власть и заставила ее навсегда забыть о родительском жилье, она пыталась хотя бы в доме мужа построить здание, которое не смогла перелететь курица.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Митя халӗ пӗлет ӗнтӗ, унӑн темӗнле чӑх тӗкӗнчен пачах та хӑрамалла мар.

Теперь Митя твердо знает, что ему нечего бояться тени какого-то куриного пера.

Хӗллехи каҫ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed