Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эсӗ ҫиетӗн ман чуна.
Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.
Вӗсен арӑмӗсем ырӑ курса пурӑнаҫҫӗ ӗнтӗ, эс вара мана асаплантарсах чуна илетӗн.
Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.
Ӑҫта кайса кӗрес, кама каласа парса чуна лӑплантарас-ши?
Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.
Ун пек чухне хура ӑшлӑ ҫынсен элеклӗ сӑмахӗ ай-ай, чуна хыта амантать!..
XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
«Эй, чуна ҫӗклентерекен, хавхалантаракан, этеме телей, савӑнӑҫ кӳрекен хӑватлӑ искусство! — терӗ хӑй ӑшӗнче музыкҫӑ.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Регентӑн пуҫӗ ҫинчех чуна ҫӳҫентерекен пысӑк картина: тамӑкра ҫылӑхлӑ ҫынсем ҫунаҫҫӗ, вӗсем патнелле хӑрушла пысӑк ҫӗлен икӗ вӗҫлӗ сӑннине тӑсса кармашать, анчах ӑна сӑнчӑрланӑ, унӑн мӑйӗ ҫине Христос ҫара уран пусса тӑнӑ…
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Чӗлӗме темӗн тӗрлӗ «мухтанӑ» чух сӑвӑҫ сасси ҫемҫен, йӑвашшӑн илтӗнет, анчах ҫав сасӑра ҫӑмӑллӑн тӑрӑхласа кулни сисӗнет; акӑ вӑл, юлашкинчен, чуна тивмелле, ҫӳҫентермелле тарӑхса тӑрӑхлама тытӑнчӗ:
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Арӑмӗ, пӗр хускалмасӑр, месерле выртаканскер, ун енелле ҫаврӑнасшӑн пулчӗ те чуна тивмелле сасӑпа йынӑшса ячӗ, вара куҫне хупрӗ те хут пек шуралса кайрӗ.
XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
— Мӗне кирлӗ ҫакӑ… чуна хӗнесе пухнӑ мул!..
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Вара хӑйӗн пуян килне пырса кӗрсен, Лавр ирӗксӗрех шухӑша каять, чӗрине вӗҫӗмсӗр кӗвӗҫӳ хурчӗ кӑшлать, унӑн ҫак чуна сивӗтен ҫуртран таҫталлах тухса тарас килет.
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Чуна ҫурса ямалла ыраттарса, ӑна ҫеҫке пек ҫепӗҫ Нина, палланӑ-пӗлнӗ ытти хӳхӗм хӗрсем аса килчӗҫ.
VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Вӑл каллех Лавр еннелле ҫаврӑнчӗ, чуна ачашлакан ҫемҫе сассипе калаҫма тытӑнчӗ, самантрах студентсем ҫинчен ыйтса пӗлчӗ, хӑй ҫинчен пӗлтерчӗ: апат-ҫимӗҫ сутакан магазинта ӗҫлет иккен, директор, пӗчченех пурӑнать.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Хӑлхана хуплакан шӑв-шавлӑ, тусанлӑ, бензин шӑршиллӗ хула урамӗсенчен ҫакӑнта килсе кӗрсен, чуна ирӗк, кӑкӑр тулли сывлама сывлӑш уҫӑ, сулхӑн.
I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Анчах чуна хытӑрах ыраттармалли кайран тупӑнчӗ: сеанс пуҫлансан, Акчуровпа Нагасова юнашар ларчӗҫ; япшар чӗлхеллӗ каччӑ ун ҫумнерех ларма тӑрӑшрӗ; хаваслӑ Аля ӑна хӑй ҫумӗнчен сирсе ямарӗ.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
— Ӗлӗкрех мана «кукуруза тӑшманӗ» тесе чуна илетчӗҫ.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Сасси ҫирӗп, тен, кӑштах хытӑрах та пулӗ: малтанах вӑл темле, чуна ҫӳҫентермелле илтӗнет.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Шавлӑ хуларан тухса килнӗ хыҫҫӑн кунта ҫав тери шӑп, ирӗклӗ, хаваслӑ кайӑк юрри чуна ҫӗклентерет.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ҫак тӗлӗнтермӗш хӗр пӗрре чуна ҫӗклентермелле йӑлкӑшса кулать, тепре сасартӑк салхуланать, ун пек чух ман ҫине тинкерсе, тӗпченӗ евӗр пӑхать.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Акӑ пӑрахут чуна ҫурмалла кӑшкӑртса ячӗ, чан виҫҫӗ ҫапрӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
«Пур пӗрех вӑрҫӑ» тени ун хӑлхинче ирсӗррӗн, чуна ҫурмалла янӑраса тӑчӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.