Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫуркуннен малтанхи тапхӑрӗнчи кашни ир Тисса улӑхӗнче, уйрӑммӑнах юханшыв сӑртсем хушшипе тӳремлӗхе шавласа тухнӑ вырӑнсенче, ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ тӗлте, темиҫе сийлӗ ҫӑра тӗтре хупӑрланса тӑрать.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ту тайлӑмӗнче, чуллӑ авкаланчӑк ҫул тӑрӑх, виноград тӗмисен тӗлне ҫапса лартнӑ шӑчӑсем хушшипе, колхозниксем утса пыраҫҫӗ.По склону горы, по извилистой каменистой дороге, среди виноградных кольев шли колхозники.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Чинадиевӑран пуҫласа Колчинӑна ҫитиччен машина чечекри улмуҫҫисен хушшипе кӗрлесе пычӗ.Отрезок дороги от Чинадиево до Колчино машина прошумела между двумя цветущими шпалерами яблонь.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Машина йывӑҫлӑ кӑтра тӗмесем хушшипе ыткӑнса пычӗ те, туп-тӳрӗ кӗтес тунӑ пекех, сасартӑк сулахаялла пӑрӑнчӗ.Машина побежала между кудрявыми холмами; потом круто, почти под прямым углом, свернула влево.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пӗлӗтелле ҫӗкленекен ҫав пысӑк тусем хушшипе тарӑн айлӑмсем е чӑнкӑ аяклӑ тӑвӑр ту хушӑкӗсем авкаланса выртаҫҫӗ; кунта чылай ҫӗрте чул сӑртсем пуҫ ҫийӗнче усӑнса тӑраҫҫӗ, кӗҫ-вӗҫ татӑлса анассӑн туйӑнаҫҫӗ.
1. Тусем ҫинче мӗн курма пулать // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Ҫулҫӳрен пӗр-пӗр ту тӑррине улӑхма шутласан, унӑн вӑрӑм курӑклӑ тӑвайккисем е чӑтлӑх вӗтлӗхсем хушшипе, чул ишӗлчӗкӗсем урлӑ, пӗр чул катӑкӗ ҫинчен теприн ҫине асӑрхануллӑн пуса-пуса е тымарсемпе туратсенчен тыта-тыта хӑпарма тивет.
1. Тусем ҫинче мӗн курма пулать // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Унта курӑкпа е вӑрманпа витӗннӗ тикӗс тайлӑм ту шӑртне ҫитиех улӑхать; унта ту тайлӑмӗсене тарӑн та анлӑ варсем каса-каса тухнӑ, вӗсем хушшипе ту юпписем кукӑрӑлса иртеҫҫӗ.
1. Тусем ҫинче мӗн курма пулать // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Казармӑна кӗрсен, хӑйне евӗрлӗ йывӑр сывлӑш, темиҫе ҫӗр ҫын харлаттарса ҫывӑрнӑ сасӑ мана хытӑ тӗлӗнтерчӗ, хамӑра ертсе пыракан салтакпа пуринчен малта нарсем хушшипе ҫирӗппӗн пуса-пуса утакан Зухин хыҫҫӑн пынӑ мӑй, эпӗ кашни рекрут ҫине ҫӳҫенчӗклӗн пӑха-пӑха илтӗм, кашнинех Семеновӑн ман асра юлнӑ сарлака та тӗреклӗ кӗлеткипе танлаштартӑм, эпӗ унӑн кӑвакарнӑ ҫӳҫӗ тӑрмаланчӑк пулнине, шурӑ шӑлӗсене, йӑлтӑркка куҫӗсем салхуллӑ пулнине астӑватӑп.
ХLIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах вӑл пӗтернӗ-пӗтерменех Сен-Жером: «A vous, Nicolas!» тесе хыттӑн пӑшӑлтатса каларӗ те, эпӗ тепӗр пӗлмен ыйтӑва вӗренсе кӗреймесӗрех, Иконин хыҫӗнчен сак хушшипе тухрӑм.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ ҫаврӑнса пӑхрӑм та, сюртукӗсене йӳле ярса, аллисемпе хӑлаҫланса, саксем хушшипе ман патӑмалла ҫывхаракан пиччепе Мӗтрие куртӑм.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫивиттисем ҫумӗнчи шӑн пӑр, хӗвел питтинче ирӗлсе, юлашки тумламӗсене пӑтлаттарать, ҫурт умӗнчи пӗчӗк садра йывӑҫсем папка кӑлараҫҫӗ, картишӗнчи сукмак типсе ҫитрӗ, шӑнса ларнӑ тислӗк купипе вите хушшинче тата крыльца ҫумӗнче чулсем хушшипе мӑк пек курӑк шӑтса тухрӗ.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Малта, типсе хӑрнӑ хӑмӑллӑ уйсемпе ешӗл курӑклӑ лаптӑксем хушшипе, сарлака хӑю пек кукӑрӑлса, ҫул тӑсӑлать; хӑшпӗр тӗлте ҫул хӗрринче кичем ҫӳҫе е ҫыпҫӑнакан ҫулҫӑллӑ ҫамрӑк хурӑн тӗл пулать, вӑл урапан типсе тусанланнӑ тӑмлӑ йӗрӗсем ҫине, ҫул хӗрринчи кӗске симӗс курӑк ҫине вӑрӑм хускалми мелке ӳкерет…
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тӳлеккӗн вӗрекен лӑпкӑ ҫил, йывӑҫсен ҫулҫисем хушшипе, тарланӑ питӗмпе ҫӳҫӗм ҫийӗн вӑшӑлтатса, мана ытла та ыррӑн уҫӑлтарать.
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫамрӑк хурӑнсен ешӗл турачӗсем хушшипе хӗвел ҫути ӳкет те кавирӗн тӗррисем ҫинче, ман урасем тата Гаврилон тарласа кайнӑ кукша пуҫӗ ҫинче сиккелесе тӑракан ҫаврака эрешсем тӑвать.
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ман умри юманӑн ҫиеле тухнӑ тымарӗсем таврашӗнчи сӑрӑ тӗслӗ типӗ тӑпра ҫинче, юманӑн типсе тӑкӑннӑ ҫулҫисемпе йӗкелӗсем хушшипе, мӑкланса симӗсленнӗ хӑрӑк ҫапӑсем, сарӑрах симӗс мӑк тата тӗл-тӗл шӑтса тухнӑ курӑксен ҫинҫе тунисем хушшинче кӗтӗвӗпех кӑткӑсем йӑшӑлтатаҫҫӗ.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Пусӑмсӑр уҫӑ сасӑсенчен тытӑнӑпӑр, — терӗм эпӗ, пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳренӗ май, хама партӑсем хушшипе ҫӳренӗ пек туйӑнать.
Эпӗ учитель пулса тӑтӑм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Такамран тарса, йӗрне пытарасшӑн пулнӑ евӗр, симӗс тӳпемлӗхсем хушшипе авкаланса выртать вӑл.Она петляла между зелеными холмами, точно, убегая от кого-то, хотела замести свои следы.
Белогорка шывӗ хӗрринче // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Эпир каллех кӑпӑксем хушшипе вирхӗнетпӗр.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Кам ҫав барсем хушшипе пӗрре иртсе кайнӑ, ҫав ҫын вӗсем опытлӑ моряксемшӗн те мӗнле хӑрушӑ пулнине лайӑх пӗлет.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Шавлӑн сывласа илсе, Володин ура ҫине тӑчӗ, кӗпе аркине туртса тӳрлетрӗ те партӑсем хушшипе малалла тухрӗ.Шумно вздохнув, Володин встал, одернул рубашку и прошел между рядами.
57 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.