Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗксӗм the word is in our database.
тӗксӗм (тĕпĕ: тӗксӗм) more information about the word form can be found here.
Ӑҫта кӑна ҫитсе курман Крапивин, халӑхри пек каласан, Вӗлтрен Хӗлимунӗ хӑйӗн ӗмӗрӗнче — яппун вӑрҫинче те пулнӑ, кайран, Кашкӑр Микулине пула чӑваш ҫӗрӗнчен тухса кайсан, Хусанта, пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи фронтӗнче, Петроградра, Мускавра, каллех граждан вӑрҫи фронтӗнче революци ӗҫне туса пынӑ, — ҫапах кӗркунне тӗксӗм, хӗлле ҫутӑ, ҫуркуннепе ҫулла вара ем-ешӗл ҫак Экеҫ асран нихӑҫан та тухман, темле асамлӑ вӑйпа туртсах тӑнӑ хӑй патне.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах пичӗ унӑн ашшӗнни пек йӑвашскер мар, сӑмса ҫунатти еплерех вылянинчен, ҫӳхе тута пӗрӗнсе-чӑмӑртанса тӑнинчен, тӗксӗм камерӑра хуран курӑнакан куҫӗ тӑрсан-тӑрсан йӑлтӑртатса илнинчен ҫынни ку хытти-хурине самаях тӳссе ҫирӗпленме ӗлкӗрнине туятӑн.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сарӑ, хӗрлӗ, симӗс, кӗрен тӗссем халӗ илемӗпе куҫа илӗртмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен лӗш-лӗш ҫумӑр вӗсене пурне те тӗксӗм сӑн кӗртсе пӗрпеклетнӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Аякран вӑрман пек курӑнакан тӗксӗм тӑрӑх пачах та раща мар иккен.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗвеланӑҫ ен пулас кунта, тусанпа вараланса пӗтнӗ тӗксӗм кантӑкран алӑк ҫине каҫхи хӗвел ҫути ӳкет.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Виҫӗмкун ҫеҫ-ха чӗреслетсе ҫумӑр ҫурӗ, ун хыҫҫӑн та ӗнер ҫанталӑк ӑмӑрччӗ, пӑт-пат ҫумӑр та ӳккелетчӗ, хӗвеланӑҫӗнчен катрам пӗлӗтсем капланса килнине кура ҫӗрле каллех чӗреслетсех ярасса та кӗтме пулатчӗ; паян ир вара пачах урӑхла — хӗвел тухрӗ те, тӗксӗм пӗлӗтсем самантрах таҫта кайса ҫухалчӗҫ, таврана ҫап-ҫутӑ сӑн кӗчӗ, ҫил чарӑнчӗ, тӳлек те ӑшӑ кун пуҫланчӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӗттӗм-ха вӑл халлӗхе, чухӑн, тӗксӗм.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шурӑ, витӗр курӑнакан хӗрлӗрех хура тымарлӑ, тӗксӗм шупка хӗрлӗ, сенкер — вӗсем куҫа йӑмӑхтараҫҫӗ, йӗкӗлтеҫҫӗ, хавхалантараҫҫӗ те тӗлӗнтереҫҫӗ.

Белые, коричневые с прозрачными жилками, матово-розовые, синие — они утомляли зрение, дразнили и восхищали.

II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Пурҫӑнӑн ҫӑмӑл хирӗҫӗвне пӑлхата-пӑлхата Грэй тӗссене уйӑра-уйӑра тӗпчет: шупка хӗрлӗ, кӗрен, тӗксӗм кӗрен; чие тӗсӗпе хӗрле сарӑ, тӗттӗм хӗрлӗ тӗссен ҫӑра кӑпӑкӗ; «ытарайми», «ҫав тери хитре», «чаплӑ», «шеп» йыш-ши сӑмахсем евӗр суя тӑванлӑхра уйрӑлса тӑракан мӗн пур вӑйпа пӗлтерӗшлӗ сӗм кунта; пусма хутланчӑкӗсенче курсан та сӑмахпа каласа хаклайми систерӳсем пытаннӑ, анчах чӑн-чӑн хӗрлӗ тӗс пирӗн капитан куҫӗ тӗлне ҫав-ҫавах лекмест-ха.

Роясь в легком сопротивлении шелка, он различал цвета: красный, бледный розовый и розовый темный, густые закипи вишневых, оранжевых и мрачно-рыжих тонов; здесь были оттенки всех сил и значений, различные — в своем мнимом родстве, подобно словам: «очаровательно» — «прекрасно» — «великолепно» — «совершенно»; в складках таились намеки, недоступные языку зрения, но истинный алый цвет долго не представлялся глазам нашего капитана.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Шурӑ ҫинчи кӗрен чечеклӗ йӳнӗ муслин кӗпе тӑхӑннӑ, хул пуҫҫинчен тӗксӗм пурҫӑн тутӑр уртса янӑ.

На ее плечах лежала серая шелковая косынка.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Кӗнеке шкапӗсен тӗксӗм речӗсем вырӑн-вырӑн чӳрече хашакӗсемпе пӗрлешнӗ, вӗсене ҫурри таранах хупласа хунӑ; шкапсен хушшинчи кӗрсе ҫӳремелли вырӑнсене те кӗнеке купаласа тултарнӑ.

Темные ряды книжных шкапов местами примыкали к окнам, заслонив их наполовину, между шкапов были проходы, заваленные грудами книг.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Унӑн ҫӳллӗ алӑкӗ, тӑрринчен тӗксӗм кантӑкпа уҫнӑскер, ялан тенӗ пекех питӗрӗнчӗк, анчах ҫӑра питӗркӗчӗ алӑкри шӑтӑкран лӑнчӑ ҫеҫ тытӑнса тӑрать; алӑпа тӗксенех алӑк хупӑлчисем пӗр-пӗринчен уйрӑлаҫҫӗ те карӑнса уҫӑлса каяҫҫӗ.

Ее высокая дверь с мутным стеклом вверху была обыкновенно заперта, но защелка замка слабо держалась в гнезде створок; надавленная рукой, дверь отходила, натуживалась и раскрывалась.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ҫӗр ҫулти тӗксӗм юман пичке ятарласа якатнӑн йӑлтӑртатать.

Столетний темный дуб бочки лоснился как отшлифованный.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Кунта, чул тӳпесен чалӑш виҫӗ кӗтеслӗхӗ пусарса тӑракан, шӗвӗр тӑрӑллӑ кантӑксен тӗксӗм ҫутинче, пӗчӗк те пысӑк пичкесем лараҫҫӗ, чи пысӑкки, лаптак ҫаврака евӗрлӗскер, нӳхрепӗн пӗр урлӑшне талккӑшпех йышӑнать.

Здесь, в мутном свете остроконечных окон, придавленных косыми треугольниками каменных сводов, стояли маленькие и большие бочки; самая большая, в форме плоского круга, занимала всю поперечную стену погреба.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Грэй ҫуралнӑ катмар ҫурт шалтан тӗксӗм, тулашран мӑнаҫлӑ.

Огромный дом, в котором родился Грэй, был мрачен внутри и величественен снаружи.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ҫӗрле ҫутакан лампӑсен тӗксӗм ҫуттинче, Михайло кровачӗ патӗнче виҫӗ мӗлке ҫаврӑнкаласа ҫӳрени курӑнать.

При тусклом свете ночников и лампад возле кровати Михайлы двигались три фигуры.

Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.

Ҫав вӑхӑтра сасартӑк ҫурхах ураллӑ, тӗксӗм те вӑрӑм чӗрчун пӑр шӑтӗкӗнчен шывалла чӑмнӑ та тӗлӗрсе выртакан форель патнелле пынӑ.

Вдруг какой-то длинный темный зверек с перепончатыми лапами скользнул в прорубь и поплыл подо льдом по направлению к форели.

Кӑлтӑрпи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Амӑшӗн пысӑк та тӗксӗм куҫӗсем ачан бронза тӗслӗ хӗрлӗрех пичӗ ҫине ӑш кӑмӑлпа юратса пӑхнӑ.

Большие темные глаза матери смотрели с любовью на маленькое личико цвета красноватой бронзы.

Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Унсӑр пуҫне тӗксӗм е йӳҫӗ шӑккалатра, сӗтлипе танлаштарсан, сахӑрпа ҫу сахалрах.

Кроме того, темный или горький шоколад содержит меньше сахара и жира, в отличие от молочного.

Кардиологсем ӗнентереҫҫӗ: кунсерен 28 грамм шӑккалат ҫини чӗре чирӗсем аталанасран сыхлать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30751.html

Ялавпа юнашар, малта, ҫӳрен тӗслӗ Дон лаши ҫинче, хӑйӗн хуҫи пекех курпун сӑмсаллӑ, типӗ те шӑнӑрлӑ лаша ҫинче, йӗнер ҫине шӑратса лартнӑ пек, тӗксӗм сӑн-сӑпатлӑ лӑпкӑ Семен Буденный пырать.

Рядом со знаменем — впереди на рыжем донском коне, горбоносом, сухом и жилистом, как его хозяин, — шел Семен Буденный, влитый в седло, нахмуренный и спокойный.

7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed