Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗчӗкскер, вӑл Артек хӗвелӗпе пиҫсе, мӑйӑр тӗслӗ пулнӑ, тӗсне ҫухатнӑ ҫӳҫлӗ, тин тӑнипе ӑшӑскер, аппӑшӗ кӑшт ҫеҫ хускалсан та, итлеме ан кансӗрле тесе, аллипе сулать; хӑй вӑл ҫак сехетре пӗтӗм ҫӗршыв — пӗр хӗрринчен теприне ҫити — итлекен сасса итлет те итлет.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя алӑк еннелле кутӑн тӑнипе тата урамри шав пирки амӑшӗ кӗнине те илтеймерӗ.Володя стоял спиной к дверям и не слышал за уличным шумом, как вошла мать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл манран аяларах тӑнипе мар мана ӑнланас ҫук, пачах тепӗр мӑйлӑ, — вӑл мана ӑнланма тивӗҫ те мар.Она не поймет не потому, что она ниже меня, напротив, она не должна понимать меня.
XXXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Клисурӑ ҫуннӑ чухне вара хӑй пурӑнас кунне хӗрхенмесӗр ӑна хӑтарасшӑн пулчӗ; ҫак мухтавлӑ ӗҫе вӑл Радӑна савса тӑнипе мар, ним чухлӗ те ҫавӑншӑн мар, тем урӑххи илӗртнипе ҫӗкленчӗ.
III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пӗр чарӑнмасӑр персе тӑнипе сӑртсемпе тусем те кисреннӗ пек туйӑнчӗҫ.Казалось, будто горы и холмы сотрясаются от непрерывных залпов.
XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Чӑн та, апла тума йывӑр килет, ӗҫӗ те пит кирлӗ-ҫке, йывӑр пуласран хӑраса тӑнипе килӗшме ҫук.
XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӑвӑр ҫуртӑрсемпе ҫемйӗрсене хулана таврӑннипе мар, кунта ҫирӗп тӑнипе кӑна ҫӑлса хӑварма пултаратӑр эсир.
XXVIII. Укрепленисенче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Юлташу шанса тӑнипе хӳтӗленсе ирсӗр ӗҫ туни пулать ку…
XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Эп телейлӗ тесе тӑнипе вӑл кӳрши-аршисем витерсе пӑхнинче те тӗрлӗрен тӑхлачӑсем чееленсе кулнинче хӑйне хур кӑтартакан хаяр элек пытанса тӑнине асӑрхайман.
XVII. Хӑлха чикки // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кӗрешӳ тесен вара, унччен хатӗрленсе тӑнипе танлаштарсан, ҫавӑн пек хака тӑрас та ҫук…Сама борьба, последовавшая за подготовительным периодом, не заслуживает такой оценки…
XVI. Ӳсӗрӗлнӗ халӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӑвӑн шӑпуна эс манпа ҫыхӑнтартӑн, манпа, суд тунӑ ҫынпа; ху савса тӑнипе эс мана тӗнчере чи телейлӗ ҫын турӑн, маншӑн эсӗ пурнӑҫра чи хаклине — хӑвӑн чысна хӗрхенсе тӑмарӑн, маншӑн тесе эсӗ нимӗнрен те хӑраса-шикленсе тӑмарӑн, ҫавӑншӑнах асапне те тӳсетӗн.
XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫак тӳрӗ чӗреллӗ ҫыншӑн таса ӗҫе пӗтӗм чун хавалӗпе шанса тӑнипе кӑна унӑн вӗҫне тухма пултарасси паллӑ пулчӗ.
VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Гинка та унта кӗме ӗлкӗрчӗ ӗнтӗ, вӑл хӑйне васкаварлӑн тирпее кӗртрӗ, ашшӗ кӑшкӑрашса тӑнипе хапха умне халӑх пуҫтӑрӑнма тытӑннине асӑрхарӗ.
III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Халӗ вара ҫак ахаль ҫынсен савӑнӑҫӗ, савӑнма май килнӗ чухне, пирӗн савӑнӑҫран чылай пысӑкрах, чӗрӗрех, ҫӗнӗрех; анчах пирӗн, ахаль ҫынсен, савӑнӑҫ валли укҫа-тенкӗсем кӑртрах, кунта вара ку тӗлӗшпе пуянрах, пирӗнни пек мар; ҫитменнине тата пирӗн ахаль ҫынсен савӑнӑҫӗ канӑҫсӑрлӑхпа ҫитменлӗхе, инкек-синкекпе тӗрлӗрен хӗн-асапа аса илнипе тата вӗсем малашне те пулсах пырассине пӗлсе тӑнипе тӗксӗмленет, — вӑл инкек-синкеке, хуйха-суйха самантлӑха манса кайнӑ вӑхӑт ҫеҫ, — нушапа хуйха пачах манса кайма май пур-и ара?
10 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах ку, килӗшӳпе пӗрлешнӗ япаласем нравственнӑй пурнӑҫпа ҫирӗп ҫыхӑнса тӑнипе танлаштарсан, питӗ вӑйсӑр япала вӑл.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл япаласем ҫине куҫа чарса, ним шухӑшламасӑр пӑхса тӑнипе вӗсемпе лайӑх ҫыхӑнса ӗҫленин хушшинче пысӑк уйрӑмлӑх пуррине, ҫав ӗҫ хӑйшӗн те, ыттисемшӗн те усӑ парассине асӑрхаса илни ҫинчен ҫавӑнпа пӗр хумханмасӑр калатӑп та ӗнтӗ.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ ку япала вӑйлӑ пуласса кӗтрӗм, мӗншӗн тесен, унӑн вӗресе тӑракан чун-хавалне кура тата ҫав вӑхӑтри кӑмӑлсӑрлӑхне пула, урӑхла пулма та пултарайман; унӑн кӑмӑлсӑрлӑхӗ вара, чылайччен пытарса тӑнипе, питӗ ӳссе кайнӑччӗ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мӑнтӑркка ача ҫанӑсӑр шурӑ халатлӑ этемӗ лешин кукша пуҫне сӑнаса пӑхнине асӑрхарӗ, вара хӑй те ҫав кукша ҫине тинкерчӗ, анчах ҫап-ҫутӑ пуҫӗ йӑлкӑшса тӑнипе сулахай хӑлхи хыҫӗнче сыхланса юлнӑ кӑвакрах шурӑ ҫӳҫ пайӑркисемсӗр пуҫне урӑх нимӗн те курмарӗ.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
Ку этем ҫав тери саркаланса тӑнипе икӗ ҫын вырӑнне йышӑнать, пыракансен вара иккӗмӗш ретрен малтисен мӑйӗсем хушшипе кармашса пӑхнипех ҫырлахма тивет.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
Анчах та ҫук, Марья Алексевна сӑнаса тӑнипе ҫеҫ килӗшмерӗ, «логикӑна» вӗреннӗ пек те туса пӑхрӗ, вӑл логикӑна эпӗ те пӑхмасӑр вӗреннӗччӗ, вӑл логика ҫапла калать: «хӑй тӗллӗн пулакан явленисене опытсем туса тӗрӗслесе пӑхмалла, ҫав хутшӑнусен вӑрттӑнлӑхне питех те шалтан уҫса курас тесен, вӑл опытсене малтанах шухӑшласа хунӑ план тӑрӑх туса пымалла», — вара Марья Алексевна ҫак тӗрӗслеве Саксон Грамматик кӗнекинчен вуласа пӗлнӗ пек туса кӑтартрӗ — Саксон Грамматик Гамлет ӑс-пуҫне тӗрӗслемешкӗн ӑна вӑрманта хӑйӗн юратнӑ хӗрӗпе курнӑҫтарни ҫинчен каласа кӑтартать.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.