Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сулахай the word is in our database.
сулахай (тĕпĕ: сулахай) more information about the word form can be found here.
Унпа юнашар, Атӑлӑн сулахай енӗпе, хитре сатин тӑрӑхӗ ҫумне ҫӗленӗ симӗс пусма пек, Йӑлӑм вӑрманӗ тӑсӑлать.

Help to translate

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫывӑхарах ҫитсен ҫакна асӑрхама пулать: ҫыннӑн сулахай ури чӗркуҫҫирен хуҫланмасть те, ӑна тӳрӗ хӑма татӑкӗ ҫумне ҫыхса лартнӑ тейӗн.

Help to translate

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сан сулахай уру ҫине шӗпӗн тухнӑ, ҫав ятпа!

Help to translate

3. Тата тепӗр посольство // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сутуҫсем пек аякри пасарсене питех ҫӳремен вӑл, сулахай алли кӑшт айӑплӑ пулнӑран Тукай патне тарҫа лекмен.

Help to translate

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сулахай ҫаннипе тутар ҫарпуҫӗ питне сӑтӑрса тасатрӗ те: «Урагш!» — тесе кӑшкӑрса вӗҫтерчӗ шурӑ ҫар ҫынни хыҫҫӑн.

Help to translate

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Сулахай аллипе юнланнӑ кӑкӑрне тытнӑ.

Help to translate

Вӑрманти тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Сулахай аллипе ухӑ йӗппине ярса тытнӑ.

Help to translate

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ура суранӗ хытӑрах ыратрӗ-тӗр, ҫавӑнпа кашкӑр ҫури патака пӑрахса ыратнине чӑтаймасӑр малти сулахай урине ҫӗклесе нӑйкӑшма пуҫларӗ.

Help to translate

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Сулахай ҫыранри тӑванӗсем сылтӑм енчисемпе ӗлӗкренпех килӗштерсе пурӑнатчӗҫ.

Help to translate

Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Чӗре пӑнчи сулахай хулпуҫҫи айӗнче вырнаҫнӑ.

Help to translate

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫыран сылтӑм енче сӗм вӑрман ӳсет, сулахай енче илемлӗ чечек-курӑк ӳсекен уҫӑ вырӑн.

Help to translate

Пӑлхар ҫар ҫынни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Савӑнтартӑр халӑха «Ылханлӑ йӑхпа», Павел Николаевич, пит килӗшрӗ пире, — сулахай аллинчи туйи ҫине тӗрӗнсе, алӑ пачӗ кӗске мӑйӑхлӑ ҫын.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Палатӑсене ҫапла пайлӑпӑр: ку корпусри сылтӑм енчи палатӑсем сире валли пулччӑр, сулахай енчисем — хирурги чирӗсемпе выртакансем валли.

Help to translate

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хусана ҫитсен Павӑл пиччӗшӗ патне каяс умӗн Зина сулахай аллине упӑшкин аппӑшӗ парнеленӗ сулла тӑхӑнчӗ, сылтӑм алӑри ятсӑр пӳрнине куҫлӑ ҫӗрӗпе илемлетрӗ.

Help to translate

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хӗрарӑмӑн сулахай алли Павӑлӑн сылтӑм алли айне лекрӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӗвер ҫине хунӑ сулахай аллӑн виҫӗ пӳрнинчен пӗрне шакканӑ чух вӑл эхинококк хӑмпи ӑшӗнче пӗчӗк гидатидӑсем (вӗтӗ хӑмпӑсем) чӗтреннине уҫҫӑнах сисрӗ: ал лаппи айӗнче пружина чӗтреннӗ пек туйӑнчӗ ӑна.

Help to translate

Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пиллӗкмӗш палатӑна кӗрсенех сулахай енче вӑтам ҫулхи арҫын чӗре чирӗпе выртать.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сулахай кӗтесре — фанерӑран тунӑ ширма, ун хыҫӗнче — умывальник, кантӑк умӗнче — ҫыру сӗтелӗ, юнашарах — инструментсемпе эмелсем усрамалли пӗчӗк шкап.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

«Сулахай урин шалти юн тымарӗ хытса ларнӑ пулӗ-ҫке ун тиф хыҫҫӑн?

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Урисем чӑнахах та шыҫӑннӑ иккен, пакӑлчак шӑмми те палӑрмасть сулахай урин.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed