Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхмарӗ (тĕпĕ: пӑх) more information about the word form can be found here.
Унсӑр пуҫне тата Верочка тӳрех хӑйӗн пӳлӗмне кӗрсе кайрӗ, Лопухов ҫине пӑхмарӗ те, вӑрҫни-туни палӑрмасть, — ҫук, ахалех тӗл пулнӑ пулас.

И опять, Верочка прошла прямо в свою комнату и на него не поглядела, а ссоры незаметно, — нет, видно, так встретились.

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вера Павловна ун ҫине ачашшӑн пӑхса илчӗ те хӑйӗн пӳлӗмне ҫирӗппӗн утса кайрӗ, ун ҫине пӗртте ҫаврӑнса пӑхмарӗ.

Вера Павловна взглянула на него так нежно, но твердыми шагами ушла в свою комнату и ни разу не оглянулась на него уходя.

II. Ухмахла ӗҫе пӗрремӗш хут йӗрлени // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах Чжао Ци-е тек никам ҫине те пӑхмарӗ.

Но Чжао, не обратив на них внимания, прошел мимо.

Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.

Кайрӗ, тет те, каялла пӗрре те ҫаврӑнса пӑхмарӗ, тет!

Ушла от него и ни разу не оглянулась!

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Макар ун ҫине пӑхмарӗ: маншӑн пурпӗрех, тенӗ пек пӑхакан куҫӗсемпе ҫаплах чӳрече енне тинкерчӗ…

Макар не смотрел на нее: равнодушный и как бы застывший взгляд его был устремлен в окно…

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах Шалый та ун ҫине ытла йӑвашшӑнах пӑхмарӗ.

Но Шалый смерил его не очень-то ласковым взглядом, спросил:

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ку хутӗнче Ҫӑрттан мучи Макара чавсипе тӗксе илчӗ: эп мӗн каларӑм сана? — анчах Макар ун ҫине ҫаврӑнса та пӑхмарӗ, Майданников арӑмне малалла ӳкӗтлерӗ:

На этот раз уже дед Щукарь толкнул локтем Макара: мол, что я тебе говорил? — но Макар, не обращая на него внимания, продолжал убеждать хозяйку:

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пырса кӗнӗ ҫынсем ҫине Щукарь мучи пӑхмарӗ.

Дед Щукарь не глянул на вошедших.

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пырса кӗнӗ ҫынсем ҫине Щукарь мучи пӑхмарӗ.

Дед Щукарь не глянул на вошедших.

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӗлӗкхи пекех — пирӗн чӳречесенчен нихҫан та хӗвел пӑхмарӗ, Таня та урӑх нихҫан та пымарӗ…

Как раньше, солнце никогда не заглядывало к нам в окна, и Таня не приходила больше никогда!..

Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.

Ҫӗтӗк-ҫурӑк ҫын ун ҫине урӑх ҫаврӑнса та пӑхмарӗ.

Оборванец не обращал больше на него внимания.

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Радда ун ҫине ҫаврӑнса та пӑхмарӗ.

Она и не оглянулась на него.

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Автан вара, хӑнасене тарават хуҫа пекех, хӑй нимӗне те тутанса пӑхмарӗ, йӑрансем урлӑ мӑнкӑмӑллӑн малтан малалла участок варринелле утрӗ.

Петушок же, как и полагается хлебосольному хозяину, сам ни к чему не притрагивался, а важно шагал через гряды все дальше, в глубь участка.

28-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ ӗнтӗ вӑл ниҫта та чарӑнса тӑмарӗ, ниҫталла та пӑхмарӗ.

Теперь он нигде больше не останавливался, никуда не заглядывал.

27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Маша Санька ҫине пӑхмарӗ те, хӑй ҫаплах малалла каларӗ:

Маша и глазом не повела на Саньку и продолжала рассказывать:

19-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Штольц ҫур стакан тултарчӗ, тутанса пӑхрӗ, стакана лартрӗ те текех сыпса та пӑхмарӗ.

Штольц налил полстакана, попробовал, поставил стакан на стол и больше уж не пробовал.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Уҫӑлакан алӑк шавне хирӗҫ вӑл ҫаврӑнса та пӑхмарӗ.

Она даже не обернулась на шум отворяемой двери.

XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Вӑл сӳрӗккӗн чей ӗҫсе тӑранчӗ, пӗр кӗнеке те тытса пӑхмарӗ, сӗтел хушшине пырса лармарӗ, шухӑша кайса сигара туртса ячӗ те диван ҫине пырса ларчӗ.

Он вяло напился чаю, не тронул ни одной книги, не присел к столу, задумчиво закурил сигару и сел на диван.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ольга пӗрре те айван, ачалла, ҫамрӑк куллипе йӑлкӑшмарӗ, Обломов ҫине куҫ тулли пӑхмарӗ, мӗн те пулин пӗлес килсен те, иккӗленсен те, ним ыйтмалли те, пӗлмелли те, тӗлӗнмелли те ҫук пекех ларчӗ!

Молодая, наивная, почти детская усмешка ни разу не показалась на губах, ни разу не взглянула она так широко, открыто, глазами, когда в них выражался или вопрос, или недоумение, или простодушное любопытство, как будто ей уж не о чем спрашивать, нечего знать, нечему удивляться!

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл ӗнтӗ хӑйӗн чӗри ҫумне темле ытлашши япала, унччен пулман темле чӑмакка хутшӑннине тӗрӗслесе те пӑхмарӗ.

Уж он не анализировал, что прибавилось у него к сердцу лишнее, какой-то комок, которого прежде не было.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed