Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шань-сы пуҫӗ ҫаврӑна пуҫланине туйрӗ.
Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.
Нумай ҫул каярах ашшӗ вилнине, хӑйӑр ҫинче выртаканскер, хӑвӑрттӑн пӑсӑлма пуҫланине аса илнӗ вара патша.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Уйӑхӑн чӗмсӗр ҫутипе ҫуталса ялтӑраканскерсем, вӑхӑт пирки те, хӑйсем ӑҫти ҫинчен те мана-мана кайнӑ вӗсем, сехет хыҫҫӑн сехет иртнӗ акӑ, вара тин вӗсем пӳлӗмӗн решеткеллӗ чӳречисенчен кӗрен шуҫӑм ҫути кӗме пуҫланине тӗлӗнсе асӑрханӑ.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ҫитменнине тата кулак пулнӑ пулӗччӗ… — Мӑйӑхӗ вӗҫҫӗн йӑл кулса, хулӑн сассипе каласа хучӗ Кондратько, анчах Давыдов куҫ харшисене пӗрӗнтерме пуҫланине курчӗ те ӑна ыталаса илчӗ, кӑштах урай ҫумӗнчен уйӑрса, тытса ҫӗклерӗ.
22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Астрономсем вара: «Ҫук, ку ҫӗнӗ ҫӑлтӑр мар, ку ҫав тери авалхи Стожар ҫалтӑрӗсен ушкӑнӗ, анчах халлӗхе эпир хамӑр та вӑл мӗншӗн вӑйлӑ ялкӑшма пуҫланине пӗлейместпӗр», — тейӗҫ.
39-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Егор Платонӑч мӗнле пуҫланине хӑвӑрах астӑватӑр пулӗ?
37-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Районти «Ленин ҫулӗпе» хаҫат Стожар колхозӗ Кивӗ Пушҫӗр уҫма пуҫланине, акмалли ҫӗр лаптӑкне ӳстернине ырласа ҫырать.
33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Эпир ура ҫине тӑма пуҫланине курӑр…
23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ольгӑн, ҫакна йӑлтах пӗр тӑрук пӗтерес тесен, Штольц юратма пуҫланине сиссенех, ӑна пӑрахса каясси кӑна юлнӑччӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах, тимӗрҫӗ лаҫҫи патӗнчен иртнӗ чух, эпӗ Таранчикӑн малти сулахай урин таканӗ тахҫанах лӑнкӑртатма пуҫланине аса илех кайрӑм та, лашана ҫӗнӗрен таканлаттармашкан чарӑнтӑм.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Эпӗ айккинчен Олеся ҫине хӑвӑрттӑн пӑхса илтӗм те, ун питӗнчен сӑнӗ тарнине, тутисем чӗтӗреме пуҫланине куртӑм.Мельком, сбоку я взглянул на Олесю и увидел, как сбежали краска с ее лица и как задрожали ее губы.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Мана курнипе сирӗн куҫсем хӗмленме пуҫланине, эсир мана шыраса, сӑртсем ҫине чармакланса хӑпарнине, юлхава манса мана валли кӗнеке е чечек ҫыххи илме шӑрӑхра хулана кайнине; эпӗ сире йӑл култарма, пурнӑҫа юратма пултарнине курсан, эпӗ мӗн хака та пулин хуратӑп…
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хама ӑнланнӑ пӗрремӗш минутранпах эпӗ сӳнме пуҫланине туйса илнӗ.С первой минуты, когда я сознал себя, я почувствовал, что я уже гасну.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ачан пуҫ миминче ӑс-тӑн мӗнле ир аталанма пуҫланине кам пӗлет-ха?А кто знает, как рано начинается развитие умственного зерна в детском мозгу?
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫаплине ҫапла та-ха, анчах контрактра кӑтартнӑ срокӗ иртрӗ; эпӗ ҫак вӑхӑтчен яланах кашни уйӑхшӑн уйрӑм тӳлесе пытӑм… хӑш вӑхӑтран тӳлеме пуҫланине астумастӑп.— Да, только срок контракту вышел; я все это время платил помесячно… не помню только, с которых пор.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Мӗн тӑвасшӑн эсӗ? — хамра ирсӗр шиклӗх йӑшӑлтатма пуҫланине туйса, ыйтрӑм эпӗ.— Что ты хочешь делать? — спросил я, чувствуя, как во мне шевельнулось подленькое опасение.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
— Вӑл сан ҫине те ҫавӑн пекех пӑхрӗ, — хӑй хӗрелме пуҫланине сисрӗ Женя.
Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Кӑшкӑрашнинчен, тапаҫланнинчен Гаврик тӗттӗм ҫӗрте ҫынсем тытӑҫса кӗрешме пуҫланине тавҫӑрса илчӗ.По крикам и возне Гаврик понял, что в темноте происходит свалка.
XXVI. Йӗрлеҫҫӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Доктор патне килнӗ чухнех-ха ҫанталӑк улшӑна пуҫланине асӑрхарӑм, халӗ акӑ, вуннӑ ҫитес умӗн пӳртрен тухсан, ирхи сивӗ ҫил лӑпланнӑ, сывлӑш та тӑр-витӗр курӑнмасть, хайхискер яра пачӗ лапка юр — эппин пурга ҫывхарать пуль.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Акӑ мӗн, пулӑшсамччӗ мана, — терӗм эпӗ, ҫак пӳлӗм майӗпен ҫаврӑна пуҫланине чарма тӑрӑшса, — эпӗ эшелонран килнӗ аманнӑ летчик.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951