Шырав
Шырав ĕçĕ:
Уҫӑлса ҫӳренисем ҫинчен, хӑйӗн шанчӑкӗсем ҫинчен, Обломов пӗрре хавасланни, тепре пӗтсе ларни ҫинчен, сирень турачӗ ҫинчен, чуптуни ҫинчен те каларӗ Ольга.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн вӑл пурнӑҫ яланах пӗр чӑрмавсӑр пулнине ӗненме пуҫланӑ, вара ӑна тӗлӗкӗнче каллех ырӑ та туслӑ, ним шухӑшсӑр ҫынсем пурӑнакан Обломовка, терраса ҫинче ларни, тулли телейпе шухӑша путни курӑннӑ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн ларни те, хускалкалани те килӗшӳллӗ, вӑл капӑр тутрипе питӗ меллӗ пӗркенет, минтер ҫине ҫав тери майлӑн чавсаланать, диван ҫине мӑнаҫлӑн сарӑлса ларать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн ӗмӗтпе киленес, ачашланас килчӗ; вӑл, тӳпенелле пӑхса, хӑй юратнӑ хӗвеле шырарӗ, анчах хӗвел чӑн тӳпене ҫитнӗ-мӗн те курӑнмасть, пӳрт стенине ҫеҫ куҫа йӑмӑхтармалла ҫутатать, вӑл анса ларни ҫеҫ Обломова чӳречерен курӑнать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗне кирлӗ-ха тата, ултӑ-ҫичӗ ҫул хупӑнса ларни, пур хытлӑх, наказани, урока хатӗрленсе тертленни, чупма, ашкӑнма, хавасланма чарни?
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хам чӗре ҫак ӑнланса пӗтермелле мар, тӗлӗнтерсе ярасла хитре хӗр ҫумне куҫа курӑнман мӗнешкел ҫинҫе те ҫирӗп ҫипсемпе ҫыхӑнса ларни вара ман асӑма та килмен.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Сӑмахран, ӑна хӑйӗн ҫывӑрмалли пӳлӗмӗнчи мачча ҫурӑкӗ хӑратман: вӑл ӑна хӑнӑхса ҫитнӗ; пӳлӗмре яланах пӑчӑ сывлӑш пулни тата ниҫта тухмасӑр питӗрӗнсе ларни ҫын сывлӑхӗшӗн каҫхи нӳртен те сиенлӗ пулни унӑн пуҫне пырса та кӗмен; кашни кунах ытлашши ҫини хуллен-хулленех вилӗм патне илсе пырать, анчах вӑл ҫакна та хӑнӑхнӑ, унран хӑраман.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫапларах туйӑнма пуҫларӗ вара мана: ҫулсем, вуншар ҫул хушши тӑсӑлӗ ҫак пӑсӑк каҫ, ман вилӗм ҫитичченех тӑсӑлӗ, ҫакнашкалах чӳрече тепӗр енче ҫил ӗхӗрӗ, симӗс тӗслӗ начаркка абажур айӗнче ҫав-ҫавах лампа тӗксӗммӗн ҫунӗ, эпӗ хам пӳлӗм тӑрӑх ҫакӑн евӗрлех пӑлхавӑррӑн каллӗ-маллӗ утӑп, кӑмака патӗнче ҫаплах чӗмсӗр те тӗмсӗлсе тӗсенӗ Ярмола ларӗ — ӑнланса пӗтерме ҫукла, маншӑн ютшӑнчӑк чӗрчун, тӗнчери пур япала тӗлӗшпе те сӳрӗкскер: килӗнче ҫемйи выҫӑ ларни те, ҫил ахӑрса алхасни те, мана чун-чӗре таранах хырса ҫиекен тунсӑх пусса илни те ним мар уншӑн.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Кусем депутатӑн ҫыннисем мар пулсан мерс рулӗ умӗнче ачасем ларни вӗсен пуҫне те пырса кӗрес ҫук.Если это не люди депутата, то им и в голову не придет, что на Мерсе гоняли дети.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Пӗр уйӑх кунта ларни ахаль пулмарӗ.
Таҫта — чикӗ леш енче // Галина Матвеева. Килти архив
Юлашкинчен, «канотье» текен тӗрлӗ тӗслӗ лентӑллӑ хытӑ улӑм шӗлепке унӑн пуҫӗ ҫинче вӗҫкӗнле ларни те сахал.
XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Гаер Кулия патӗнчен тухса тарсан, Песчинкӑпа Тихая шывӗсем пӗрлешнӗ ҫӗрте пристань ҫинче пайтахчен пуҫӑма чиксе салхуллӑн ларни час-часах ман асӑма килетчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«… Ку вара пите сайра хутра пулать — пин ҫулта та пӗр хут ҫеҫ ҫапла пулать» — терӗ Р., хӑй шӑпах килӗнче ларни ҫинчен сӑмах хускатсан.…Это был редчайший случай — «раз в тысячу лет», как сказал Р., — что я застал его дома.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пурнӑҫ шаккать те чӗнет, ӗнтӗ хам ӗҫсӗр ларни чунӑма касать, хам вӑйсӑр пулни тарӑхтарать.Жизнь стучит и зовёт, и уже досада на себя, на своё бездействие, слабость томит и волнует душу…
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ваноканра мӗнле анса ларни ҫинчен те каласа тӑмастӑп эпӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Аттепе анне эпир пӗр-пӗринпе чеченӗн килӗштерсе ларни ҫине ӑшӑ кӑмӑлпа пӑхнӑн туйӑнчӗ.Родители мои, казалось, благосклонно смотрели на нежность наших отношений.
Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Тӗрӗссипе каласан, ҫак ӳкерчӗк ҫинче нимӗнех те ӑнланса илме ҫук ӗнтӗ, анчах та ҫынсене лартса тухни, капитан, аллисене кӑкӑрӗ тӗлне хуҫлатса тытнӑскер, варри тӗлӗнче ларни — ҫаксем пурте, пурте маншӑн тахҫан палланӑ япаласем пекех туйӑнса кайрӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Аккасем, тапранса кайнӑ поезд хыҫӗнчен пыраканскерсем, ӑс пани, кайран Катя вагонне куҫса ларни, эпир иксӗмӗр ваттисем корзинкӑсене мӗн-мӗн чиксе янине пӑхни манӑн асӑма килсе кайрӗҫ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ ӑна яланах юрататтӑмччӗ, ҫавӑнпа та вӑл мӗскӗнленсе ларни пӗрре те манӑн кӑмӑла каймарӗ.Я всегда любил его и привык уважать, и мне неприятно было видеть его в таком жалком виде.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах та хамӑр пӳртсен вырӑнӗнче чечек пахчи туни, нянькӑсем пӗчӗк ачасене кипкепе чӗркесе тенкелсем ҫинче чул кӗлеткесем пек ларни мана пуринчен ытларах тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951