Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтмен (тĕпĕ: кӗт) more information about the word form can be found here.
Кӗтмен ҫӗртен сасӑ илтнипе пуян, хӑй ҫине тӑшман тапӑнма хатӗррине курнӑн, шарт! сикрӗ.

Help to translate

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан кӗтмен ҫӗртен Хусанкка енне мар, Пӑкачав енне ҫаврӑнса, хӑй тӑванӗпе сӑмахланӑ пек каласа хучӗ:

Help to translate

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗтмен сӑлтав хаклӑ хӑнасене картишӗнче тытса чарни, ӑна хӑй тараватлӑхӗпе сӑйлӑхне кӑтартма кансӗрлени ватӑ килхуҫине шалтах аптратса кулянтарчӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Драгунсем вара, хусахсем кӗтмен ҫӗртен тапӑннине сирсе ярайсан, ҫар йӗркине ҫухатмасан, ҫав ҫӗлене пайӑн-пайӑн ваклама пултараҫҫӗ.

Help to translate

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Драгунсен отрячӗ тем тӗрлӗ ҫирӗплетнӗ крепость пек, ун ӑшне шӑтарса кӗме ҫук: хусахсен ҫарӗ — пурне те хӑра-такан ҫӗлен пек, вӑл кӗтмен ҫӗртен тапӑнма пултарнипе вӑйлӑ.

Help to translate

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юрать-ха, кӗтмен япала пулӑшрӗ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пинер арман патнерех хырӑмпа шуса пычӗ те пилӗкӗ хушшине хӗстернӗ анкарне сылтӑм аллине тытрӗ, тискерсем ҫине кӗтмен ҫӗртен тапӑнмалли самант кӗтме тытӑнчӗ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пинер учӗ сасартӑк чӗвен тӑчӗ те вӑрӑммӑн кӗҫенсе Ячӗ, унтан кӗтмен ҫӗртен усал ултавҫа малти урипе пӗррех! кӗрӗслеттерчӗ, кӳсе чикӑл-макӑль туса тусанлӑ ҫӗр ҫине персе анчӗ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗтмен ҫӗртенех яриех алӑк уҫӑлчӗ, пӳлӗме ҫӗтӗк камсул тӑхӑннӑ шакла пуҫлӑ арҫын чупса кӗчӗ, хӑй вӑл йӗп-йӗпе, ӑна тин ҫеҫ шывран туртса кӑларнӑ тейӗн.

Help to translate

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑхальпе урлӑ пулмах шухӑшланӑччӗ ӗнтӗ вӑл, анчах кӗтмен шухӑш пуҫне килчӗ унӑнне.

Help to translate

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Урхан тара халӑхсем, Кӗтмен ҫӗртен пусмӑрсем.

Help to translate

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тӑвар кимми тӗл пулсан — Хуҫи сыхлан тапӑнсан: Кӗтмен ҫӗртен типӗ шар, Е ҫур кимӗ тӑвар пар, Вара иртӗн малалла Атӑл тарӑх тӑвалла.

Help to translate

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӗтмен инкек-синкекех пусса кайсан пӗтет-ҫке.

Help to translate

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӗтмен ҫӗртен вӗсене хирӗҫ хура мӑйӑхлӑ, тӗреклӗ арҫын тухрӗ.

Help to translate

Улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ӑна кӗтмен хыпар пӗтӗмпех тӑнран янӑ…

Help to translate

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кӗтмен хӑна тухса кайсан, ӑшра хӗпӗртенӗ пек пултӑм: ара, директор кум тӑвать мана, шофера!

Help to translate

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Кӗтмен хӑнасене вӑл, тӗлӗннӗн пӑхса, сывлӑх сунса иртрӗ.

Help to translate

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

Юлташа тесен те юрать, — ҫав хатӗр шуйхӑнчӑк хуравларӗ кӗтмен хӑна.

Help to translate

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Чӑнах! — кӗтмен ҫӗртен хаклӑ япала тупнӑ пек ҫунатланса, такӑлтаса илчӗҫ ытти юлташӑмсем те: кӗре сӑн-питлӗ лутра Микишпа ҫутам, шӗвӗр сӑмсаллӑ Улатимӗр.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Пӗр вӑхӑт Валентина Ивановна, кӗтмен хӑнана тӗсесе, сӗтел хушшинче чӗнмесӗр ларчӗ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed