Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мана ку ӗҫ йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Каллех йӑнӑшрӑм иккен: ҫутҫанталӑк ирӗкӗнче ӳснӗ хӗрӗн юратӑвӗ паллӑ улпут хӗрӗ савнинчен кӑшт кӑна лайӑхрах-мӗн; пӗрин тӗттӗмлӗхӗпе ырӑ чӗри, теприн тата арҫынсен кӑмӑлне каяс тесе йӑпӑлтатса ейкеленни мана шалтах йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ вулама та, вӗренме те тытӑнтӑм, вӗренесси те йӑлӑхтарса ҫитерчӗ; ӗнтӗ чап та, телей те вӗсенчен килмест иккен, терӗм эпӗ, мӗншӗн тесен чи телейлӗ ҫынсемех тӑмсай ҫынсем пек курӑнчӗҫ, чаплӑ пулас-ха тени вара — ӑнсӑртран ӑнӑҫни кӑна, ӑна тупас тесен, вичкӗн ҫеҫ пулмалла.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Унтан вара эпӗ пысӑк света кӗтӗм те, часах мана унта та йӑлӑхтарса ҫитерчӗ; эпӗ илемлӗ пикесене савнӑ, вӗсем те мана юратнӑ, анчах вӗсен юратӑвӗ ман шухӑшпа ӗмӗте тарӑхтарса кӑна тӑнӑ-мӗн, чӗрем пуш-пушах тӑрса юлчӗ…
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Апла калани вӗсене йӑпантараймасть те-ха, анчах вӑл чӑннипех ҫавӑн пек. Тахҫан, ытла ҫамрӑк чухнех-ха, атте-анне ҫуртӗнчен тухса кайсанах, хама мӗн илӗртет, ҫавна урса кайнӑ пек астивесшӗн пулса, укҫа тӑкнӑ, ҫав ырлӑхсем, паллах ӗнтӗ, йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ мана.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Итле-ха, Бэла, — терӗм ӑна, — арку ҫумне ҫӗлесе янӑ пек, ялан кунта лармалла мар-ҫке унӑн: вӑл ҫамрӑк ҫын, тискер кайӑк хыҫҫӑн ҫӳреме юратать, — ҫӳрет-ҫӳрет те килет акӑ; эсӗ пӗрмаях ҫапла кулянса тӑрсан, ӑна йӑлӑхтарса та ҫитерӗн.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Вӑт, ачам, ҫав пуҫ касакансем пире шӑлтах йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ-ҫке, халь ӗнтӗ вӗсем, мухтав турра, кӑштах лӑпланнӑ темелле, анчах ӗлӗкрех крепоҫ картинчен ҫӗр утӑма та пулин уйӑрлас пулсан, сана пӗр-пӗр эсрелӗ сыхласах ларать: кӑшт асӑрханмасан, кӗтсех тӑр вара — е пӑяв ывӑтса мӑйӑйтан пӑваҫҫӗ, е ӗнсӳне пульӑ туянӑн.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Малтанах чирлисене палата алӑкӗсем умӗпе пӗрмай кӑвак халат тӑхӑннӑ кӗлетке сехет маятникӗ пек калле-малле сулланса ҫӳрени, аслӑ коридорта унӑн протезӗсем пӗр пек нӑтӑртатни йӑлӑхтарса тарӑхтарчӗ.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫырӑвӗнче вӑл ҫапла пӗлтерчӗ: манӑн самолётсем йышӑнас ӗҫ пӗтсе пырать, начальниксем ман майлӑ пулсан, кӗр енне е хӗле кӗрсен ҫак йӑлӑхтарса ҫитернӗ тылри кичем ӗҫрен хӑтарса фронта, полка ярасса шанатӑп, унта мана юлташсем манман-ха, эпӗ пырасса кӗтсе пурӑнаҫҫӗ, терӗ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл ним пӑлханмасӑр-хусканмасӑр тухса кайрӗ, юлашкинчен «медицина мана шуйттан пекех йӑлӑхтарса ҫитерчӗ», тесе хӑварчӗ ҫеҫ.Он выписался без всяких переживаний, заявив на прощанье, что медицина надоела ему до чертиков.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗтӗмпе йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.
XI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пурне те йӑлӑхтарса ҫитернӗ урюкран тунӑ кӗсел вырӑнне панӑ чернослив компочӗ — калаҫу валли сӑлтав пулса тӑрать.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мана ку йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.
15 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Йӑлӑхтарса ҫитерчӗ унпа ачашланса.
Еххӗм Пьяных операцийӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 29–35 стр.
Ку куҫҫуль мана мӑй таран йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.
Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.
Вырӑнсӑр йӑлӑхтарса ҫӳреместӗп сана.
28-мӗш сыпӑк. Джо индеец шӑтӑкӗнче // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Часах Том ҫакна асӑрхарӗ: вӑл тем пекех ӗмӗтленсе кӗтнӗ каникул ӑна йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.
22-мӗш сыпӑк. Гек Финн Библи вӗренет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫак вӑйӑсене те вӗсем йӑлӑхтарса ҫитеричченех вылярӗҫ.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Паллах, ӗнтӗ вӑл амӑшне йӑлӑхтарса ҫитернӗ пулӗ ҫав, амӑшӗ ӑна хӑй патӗнчен уйрӑлса кайтӑр, тет улӗ.
13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Томӑн ӑшчикки пӑшӑрханни хуллен-хулленех иртсе кайрӗ; ӑна шӑл ыратасси те йӑлӑхтарса ҫитерчӗ, ҫавӑнпа вӑл ӑна пӑрахӑҫа кӑларчӗ.Понемногу Том успокоился, зубная боль ему надоела, и он ее отменил.
11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.