Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анохин, шыва чӑмма хатӗрленнӗ пек, вӑрӑммӑн сывласа илчӗ те, алӑка хуллен утса, васкамасӑр сумлӑн утса кӗчӗ.
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл хӑйӗн вӑйӗпе влаҫне пӗлекен хуҫан сулмаклӑ уттипе, вӑрӑммӑн яра-яра пусса, малта пынӑ, амӑшӗ, Костьӑна аллинчен тытса, ун хыҫҫӑн аран-аран ӗлкӗрнӗ, вӑл сарлака та тап-таса шӑлнӑ картиш ҫине, лутра амбарсем ҫине, пӗтӗм картиш урлӑ карнӑ пралук тӑрӑх сӑнчӑрне чӑнкӑртаттарса чупса ҫӳрекен ҫӑмламас йытӑ ҫине ҫаврӑнса пӑхма хӑранӑ пек курӑннӑ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл вӑрӑммӑн сывласа илчӗ, чей чашки ҫине вӗрчӗ, пӗр-икӗ сыпкӑм ӗҫрӗ те кӑшт каялла тайӑлчӗ.Она глубоко вздохнула, подула на блюдце, отпила глотка два и чуть отстранилась от стола.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Ай, епле илемлӗ, тур ҫырлах! — сасартӑк вӑрӑммӑн тӑстарса, тӗлӗнсе кайрӗ те Прасковья Васильевна, хывӑнмасӑрах пурҫӑн патнелле ыткӑнчӗ.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ял шӑпланса пычӗ, тахӑшӗ ҫеҫ, аташса каннӑ сурӑхне шыраса, ӗнтрӗкре: «Ма-шу-ня! Ма-шу-ня!» — тесе йыхӑрать, юнашарти тӑкӑрлӑкра пусӑ тараси вӑрӑммӑн чӗриклетсе илчӗ, сӑнчӑр чӑнкӑртатрӗ, шыва путнӑ витре ланкӑртатса тулчӗ; ҫул тӑрӑх кӑштӑртатса утни илтӗнчӗ — шыв ӑсма ватӑ ҫын тухрӗ пулмалла; алӑк хӑлтлатса хупӑнчӗ.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Корней чӗтрекен аллисемпе чикарккӑ ҫавӑрчӗ, темиҫе хут вӑрӑммӑн ӗмсе илчӗ, тӗпне, курӑк ҫине пӑрахса, атӑ сӑмсипе пусса сӳнтерчӗ те васкаса малалла утрӗ.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫурт тӑррисем ҫине ҫемҫе ӑшӑ ҫутӑ ӳкет, кантӑксенче ялкӑша-ялкӑша илет; тирек ращинче, ҫаралнӑ туратсем хушшине хӗсӗнсе ларнӑ йӑвасем ҫинче, ларма хатӗрленекен кураксем ҫатӑлтатаҫҫӗ; хӗрарӑмсем выльӑх-чӗрлӗхе хӑйсен картишӗсене кӗме вӑрӑммӑн йыхӑрни илтӗнет — вӗсен сассисем, каҫхи сывлӑшра уҫҫӑн янӑраса, таҫтах ҫитеҫҫӗ, ӗнесем ҫав тери тунсӑхлӑн мӗкӗреҫҫӗ, сурӑхсем йӗнӗ пек макӑраҫҫӗ, тӗтӗм шӑрши, йӳҫенкӗрех навус ҫӗрӗкӗн, ҫумӑрсемпе исленнӗ кӗрхи ҫӗрӗн ачаран хӑнӑхнӑ, хумхантарса савӑнтаракан шӑрши сӑмса шӑтӑкӗсене кӑтӑклантарать…
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Дон леш енче пулемет сасси ҫилӗллӗн шатӑртатса тӑман, таҫтан туран — те Мигулински, те Казански станицӑсен ҫӗрӗсенчен — шыв тӑрӑх тупӑ сассисем вӑрӑммӑн кӗмсӗртетсе илтӗнмен пулсан, Дон хӗррине утӑ ҫулакансем килсе чарӑннӑ темелле: ытла та тӑнӑҫ курӑнать вӑрҫӑ вут-хӗмӗн линийӗ ҫинче Мӑн Кӑмрӑк повстанецӗсен сотни.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑрӑммӑн та кичеммӗн шӑхӑрса вӗҫекен пульӑсем сехри хӑпнӑ беженецсене ҫӗр ҫумнелле ывтӑнтарчӗҫ.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Виҫҫӗмӗш хут штыкпа чикнӗ хыҫҫӑн та вӑл ҫӑварне каркаласа илчӗ; йӗрсе пӑрахнӑ, юнланса пӗтнӗ шӑлӗсем витӗр вӑрӑммӑн хӑрӑлтатса тухрӗ:
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Лӑпах ҫав кулӑ мӗлки пек йӗр Дарья чӗрине хыттӑн та вӑрӑммӑн кӑртлаттарса таптарчӗ, — чӗри ӑна таҫта пыр тӗпӗнчерехре сикнӗ пек туйӑнса тӑчӗ.
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тин шӑтса тухнӑ симӗс курӑка ҫисе тӑранайман ӗнесем картишсенче вӑрӑммӑн мулатса мӗкӗреҫҫӗ.
L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сӑрт ҫинче Богатырев штабӗн юланутлӑ ушкӑнӗ курӑнса кайрӗ ҫеҫ — штабс-капитан пулнӑ Вороновский хӗрлӗармеецсем унччен пӗрре те унран илтсе курман хастар сасӑпа, пырне вӑрӑммӑн чӗтрентерсе, команда пачӗ:
XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Таҫта лере, Дон леш енче, Хопер тӗлӗнчерехре, аслати хӗнтӗртетнӗ сасӑ вӑрӑммӑн янӑраса кайрӗ.Где-то за Доном, над Хопром разостлался глухой раскат грома.
XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Эппин, мӗн эсӗ, шуйттан кӗвенти! — халӗ хӑй чикӗрен тухсах тарӑхса кайнине пытараймасӑр кӑшкӑрса тӑкрӗ те Кудинов, ун айӗнчи кресло вӑрӑммӑн кӑчӑртатса илчӗ.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл тулхӑра-тулхӑра ҫӑварлӑхне чӑмлать, куклене-куклене илет, чӗввӗн тӑрать, каллех хӑлхисене лӑпчӑнтарса хурса ҫилхе хушшипе ҫил шӑхӑрттарма, йӑлтӑртатса тӑракан тикӗс чӗрнисем айӗнче сивӗпе касӑлнӑ ҫӗре вӑрӑммӑн янӑраттарса йынӑштарма май кӗтет.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Петро тутине вӑрӑммӑн чалӑштарчӗ, шупка сарӑ куҫ харшисене сиктерсе илчӗ те, куҫӗсене тартса, хуралса кайнӑ, табак шӑршипе касӑлнӑ сӑмса тутри ҫине сӑмсине нӑшлаттарса шӑнкартрӗ.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Инҫетри анкартисенче вӑрӑммӑн чӳхенсе юрӑ янӑрать.
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Урисене вӑрӑммӑн ярса пусса, симӗс шӑлаварӗн сӗркеленсе якалнӑ кивӗ сӑранне типпӗн кӑштӑртаттарса, Горчаков пӳрте кӗчӗ.Широко шагая, сухо шурша вытертыми леями защитных бриджей, Горчаков вошел в дом.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сахӑр пек шурӑ ҫиҫӗмӗн ҫумӑр пӗлӗчӗсем ҫийӗн вӑрӑммӑн йӑрласа шӑвакан хуҫкаланчӑк ҫутинче Кошевой утсем хӑй ҫине тӳррӗн сиктерсе килнине курчӗ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.