Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑхӑт-вӑхӑтпа тавӑрун хаярлӑхӗ пӗр айӑпсӑр ҫынсене ҫакланнишӗн ҫеҫ хӗрхенме тивет.Можно лишь сожалеть о том, что порой месть постигала не тех, кто заслужил её.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Паллах, хӑш-пӗр вӑхӑтсенче пӗр айӑпсӑр европеецсем ҫине туземецсем пирвайласа хӑйсем тапӑнни те пулкаланӑ.Конечно, бывали отдельные случаи, когда туземцы первыми нападали на ни в чём не повинных европейцев.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Туземецсем пӗр айӑпсӑр асапланса пурӑнни курӑнсах тӑрать.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Хӑйне кӑшт кӳрентернӗшӗн те вӑл никама каҫарман: пуп пӗр айӑпсӑр хӗненине манман, вӑрттӑн ҫиленсе ҫӳренӗ…
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Халӗ вара Павликӑнне, ним айӑпсӑр таса чунлӑ ачанне вӑрланӑ пек шутлатӑп.А сейчас думаю, что отнимаю счастье у Павлика, ни в чем не виноватого чистого ребенка.
Тӑваттӑмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив
Йӑвана пӗтерме хӗрхентӗм: айӑпсӑр кайӑк.
Текерлӗк // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 51–53 с.
Масарта кирек мӗнле хӗрӳ, ҫылӑхлӑ, пӑлхавҫӑ чӗре выртать пулин те, ун ҫийӗнче ӳсекен чечексем пирӗн ҫине хӑйсен айӑпсӑр куҫӗсемпе лӑпкӑн пӑхаҫҫӗ; вӗсем пире ҫав «сӳрӗк чунлӑ» ҫутҫанталӑкӑн ӗмӗрлӗх аслӑ шӑплӑхӗ ҫинчен кӑна мар, вӗсем ӗмӗрлӗх лӑпланупа вӗҫӗмсӗрлӗх пурӑнӑҫӗ ҫинчен те каласа параҫҫӗ…
XXVIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Аркадий хӑйпе пӗрле йӑпанса темӗнле лӑплану шыранине Катя, уҫҫӑнах мар пулсан та, ӑнланнӑ, — ҫакна пула вӑл хӑйшӗн те, уншӑн та пулнӑ ҫурма именӳллӗ те ҫурма ӗненӳллӗ айӑпсӑр туслӑхра мӗн кирлисене пурне те туса пынӑ: Анна Сергеевна пур чухне вӗсем пӗр-пӗринпе калаҫман: аппӑшӗ сиввӗн пӑхсан, Катя яланах чӑмӑртанса ларнӑ; Аркадий, юратан ҫынна тивӗҫлӗ пек, хӑй юратнӑ ҫын ҫывӑхӗнче урӑх нимӗскере те асӑрхама пултарайман; Катяпа ӑна пӗччен чухне кӑна аван пулнӑ.
XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ӑна яланах ҫав таса, чечен, хӑравҫӑллӑн ҫӗкленӗ сӑн-пит курӑннӑ; хӑйӗн алӑ тупанӗсем айӗнче вӑл ҫав ҫемҫе ҫӳҫе туйнӑ, ӑна унӑн айӑпсӑр, кӑштах уҫӑлнӑ нӳрӗ тутисем, вӗсен хушӑкӗнчен ахах пек шӑлсем хӗвел ҫуттинче йӑлтӑртатни курӑннӑ.
VIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ун умӗнче художникӗн картини качча тухакан айӑпсӑр хӗр евӗр тасан та илемлӗн курӑнса тӑрать.Чистое, непорочное, прекрасное как невеста стояло пред ним произведение художника.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Мӗн чухлӗ айӑпсӑр ҫынсен юнне тӑкрӗҫ вӗсем!
Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
«Акӑ сана, — теҫҫӗ, — даспферде» — ҫапла вӗсем, йытӑ ҫурисем, хӑйсен йытӑ чӗлхипе айӑпсӑр выльӑхран мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Сунарҫӑ улталанать те ҫиленнипе ним айӑпсӑр кайӑка ним мар персе ӳкерет, илмест те вара ӑна, пӑрахса хӑварать.Охотник обманется и с досады хлопнет ни в чём не повинную птицу, застрелит и бросит.
Шыв кӑркки // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 36–38 с.
— Ӗлӗк ку ачапчан мӑн аслашшӗ-асламӑшӗ ним айӑпсӑр, ӑслӑ, типтерлӗ пурӑнма пӗлнӗ.
Сӑвап // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 105–116 с.
Айӑпсӑр пулсан хӑв хӳттӳне ил.
Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.
Ку лапсӑркка та урнӑ пуль, унсӑрӑн мӗн-ма хӑвалас ҫаплах пӗр айӑпсӑр ачапчана?А эта лохматая наверняка бешеная, иначе зачем бы гналась за невинной ребятнёй?
Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.
— Ылхан тени чи малтан ҫылӑхсӑр чуна пырса ҫапать ҫав, айӑпсӑр ача чунне, — тет те кукамай сасси шӑп пулать.
Мӑнкун // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 19–22 с.
Эпир вӑрланине ҫеҫ ҫырлахмастпӑр иккен-ха, пӗр айӑпсӑр ҫынсем ҫине те йӑвантаратпӑр.Выходит, мы не только воруем, но еще и на невинных людей все сваливаем.
III сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Казак ӗҫӗ-и вӑл ҫынсене асаплантарасси, карчӑксене ҫакса вӗлересси, айӑпсӑр ача-пӑчана турасси?!Да разве ж это казацкое дело — казнителем быть, старух вешать да детишков безвинных шашками рубить?!
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Урхалӑхне те хӗрлисемех илсе кайнӑ! — хальхинче хытӑрах сасӑпа хушса хучӗ Дарья, хуняшшӗ ҫине унчченхи пекех айӑпсӑр куҫпа пӑхса.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.