Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унран инҫе мар валашкалла чавса тунӑ кимӗ, пӗтӗмпех шывпа тулса, хӑрах пуҫӗпе юшкӑна тӑрӑнса кӗрсе ларнӑ.
I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Мӑрса ӑна тӗрӗс ӑнланнӑ иккен: хӑйсем патне пырса тӑрсан хан арӑмӗ ӑна икӗ алӑпа ыталаса илсех хисеп турӗ, каярахпа, чи ҫывӑх та шанчӑклӑ ҫыннине тӗл пулнӑ пек, хӑрах алӑпа ун хул айӗнчен ҫакӑнса канса тӑчӗ.
13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Унтан юмӑҫ карчӑк чарӑнманнине кура тӳсеймерӗ, лаши ҫинчен тӑрст! сиксе анчӗ те Сахвине инке картине хӑрах урапа пӗрех тапрӗ.
7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Хӑрах куҫпа курса юлтӑм, — кулам пекки турӗ мӑрса.
5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Чимӗр, — терӗ вӑл хӑрах аллипе вӑрман еннелле сӗлтсе.
16. Шӑпчӑк юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Акӑ вӑл майӗпен ура ҫине тӑчӗ, хӑрах аллипе хыҫлӑ тенкелрен тытса малалла ӳпӗнчӗ.
3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫав хӑрах алӑллӑ ватӑ ҫынна кам дружинӑна илтӗр?
2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ахтупай ун ҫине пӑхрӗ те, ҫан-ҫурӑмӗ сӑрлатса кайрӗ: ҫыннин сӑмса вырӑнӗнче темле путӑк, хӑлхисем ҫук, хӑрах алли вырӑнне пиншак ҫанни ҫеҫ уртӑнса тӑрать.
2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Илемлӗ хан каланине эпир тӑвӑпӑр, — сӑмах пачӗ хӑрах куҫпа хаяррӑн пӑхкаласа Ҫупути паттӑр.
Батухан // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Унтан хӑрах куҫлӑ Ҫупути паттӑр енне ҫаврӑнчӗ те каларӗ, «Хуралта тӑракан ҫар ҫыннисем паянах вилӗмпе тӗл пулччӑр. Пӑлхар шуйттанне тытма «урса кайнисенчен» виҫҫӗр этем суйласа илӗр.
Батухан // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
— Замнем для ясности, — терӗ Иван Мучи, вӗсем калаҫнине хӑрах хӑлхипе илтсе.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Соня чирне те вӑл хӑрах ури уйрӑмах шыҫнӑран ҫеҫ чухларӗ-ҫке.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Мӗн чухлӗ ясак тӳлетпӗр ӑна, хӑрах куҫпа та пулин пӑхса юлар.
13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ахтупай малтан ун ҫине хӑрах айӑккӑн утланса ларчӗ, унтан таврана тӗплӗн сӑнаса пӑхса шалалла сикрӗ.
5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Виҫӗ тӗрке пушӑтран Хӑрах ҫӑпата кӑларчӗ, Вӑл та пулин сулахай; Сулахайӗ тарамччӗ, Вӑл та пулин пасарӑн.
19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ӑна хирӗҫ Урасметӑн тепӗр инкӗшӗ шыв пек юхса тухрӗ, хӑрах урипе кӗлет урайне тӑрст! ҫеҫ тапрӗ.
18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Мӑрса хӑрах аллипе Урасмета хулран ҫатӑртаттарса тытнӑ, тепӗр аллинче автан тукмакӗ.
18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Алли-уринчен ҫыхнӑ Ахтупая тата хӑрах ҫӑпатине ҫеҫ сырнӑ Иштереке пусма вӗҫне сӗтӗрсе тухрӗҫ.
15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӑл, хӗр ача хӑйне хӑлха чикки парса хӑварнӑ пек, хӑрах аллипе питне шӑлса илчӗ, такама ҫапма хатӗрленнӗ евӗр, саламатне ҫӳле ҫӗклерӗ, ӑна сывлӑшра ҫавӑрса лашине Тукай еннелле хӑваларӗ.
12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Анчах ун хӑрах ҫӑпати йывӑҫ тураттинчен ҫакланчӗ те, юмӑҫ карчӑк аллисемпе кулӑшла хӑлаҫланса ҫӗре персе анчӗ.
11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.