Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мухтавлӑ the word is in our database.
Мухтавлӑ (тĕпĕ: мухтавлӑ) more information about the word form can be found here.
6. Ӑслӑлӑха эпир ҫирӗп ӗненекенсене вӗрентетпӗр, анчах вӑл — ку тӗнче ӑслӑлӑхӗ мар; ҫак тӗнче пуҫлӑхӗсен — пӗтес ҫынсенӗн — ӑслӑлӑхӗ те мар; 7. эпир Туррӑн палӑрми, пӗлсе ҫитерейми ӑслӑлӑхне вӗрентетпӗр — Турӑ ӑна пире мухтава кӑлармашкӑн ӗмӗртен малтанах хатӗрлесе хунӑ; 8. ҫав ӑслӑлӑха ку тӗнчери пуҫлӑхсенчен пӗри те пӗлмен, пӗлнӗ пулсассӑн мухтавлӑ Турра пӑталаман пулӗччӗҫ.

6. Мудрость же мы проповедуем между совершенными, но мудрость не века сего и не властей века сего преходящих, 7. но проповедуем премудрость Божию, тайную, сокровенную, которую предназначил Бог прежде веков к славе нашей, 8. которой никто из властей века сего не познал; ибо если бы познали, то не распяли бы Господа славы.

1 Кор 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Мана туртӑм тивекен, манпа пӗрле тӗрмере ларнӑ Андроникпа Юнийӑна салам калӑр, вӗсем апостолсем хушшинче мухтавлӑ, вӗсем Христоса манран малтанах ӗненнӗ.

7. Приветствуйте Андроника и Юнию, сродников моих и узников со мною, прославившихся между Апостолами и прежде меня еще уверовавших во Христа.

Рим 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Турӑ мухтавлӑ пултӑр тесе Христос хӑвӑра хапӑл тунӑ пек, эсир те пӗр-пӗрне хапӑл тӑвӑр.

7. Посему принимайте друг друга, как и Христос принял вас в славу Божию.

Рим 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл ӗмӗрех мухтавлӑ.

Ему слава во веки,

Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Христоса асӑнса чӑннине калатӑп, суеҫтерместӗп, ӑна мана Таса Сывлӑш систернипе хамӑн чунӑм та пӗлтерсе тӑрать; 2-3. манӑн хуйхӑм питех те пысӑк, чӗрем пӗр чарӑнмасӑр тӑвансемшӗн, ӳтрен тӑваннисемшӗн, ҫунать: эпӗ вӗсем вырӑнне хама Христосран уйӑрса ылханнине хавас пулӑттӑм; 4. вӗсем — Израиль ҫыннисем; Турӑ вӗсене Хӑйӗн ывӑлӗсем тунӑ, вӗсене Хӑйӗн мухтавлӑхне кӑтартнӑ, вӗсене халал та, саккун та, кӗлтӑвас йӗрке те панӑ, Турӑ пама пулнисем те — вӗсенӗн; 5. тӗп аттесем те — вӗсенӗн; Христос та ӳчӗпе вӗсенчен тухнӑ, Вӑл, пуринӗн те Турри, ӗмӗрех мухтавлӑ, аминь.

1. Истину говорю во Христе, не лгу, свидетельствует мне совесть моя в Духе Святом, 2. что великая для меня печаль и непрестанное мучение сердцу моему: 3. я желал бы сам быть отлученным от Христа за братьев моих, родных мне по плоти, 4. то есть Израильтян, которым принадлежат усыновление и слава, и заветы, и законоположение, и богослужение, и обетования; 5. их и отцы, и от них Христос по плоти, сущий над всем Бог, благословенный во веки, аминь.

Рим 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Хӑй малтанах суйласа хунисене чӗнсе илнӗ; чӗнсе илнисене тӳрре кӑларнӑ; тӳрре кӑларнисене мухтавлӑ тунӑ.

30. А кого Он предопределил, тех и призвал, а кого призвал, тех и оправдал; а кого оправдал, тех и прославил.

Рим 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Ырӑ тӑвакан кирек кам та — иудей, унтан эллин та — мухтавлӑ, чыслӑ, канӑҫлӑ пулӗ!

10. Напротив, слава и честь и мир всякому, делающему доброе, во-первых, Иудею, потом и Еллину!

Рим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Вӑл пурне те ӗҫӗсене кура тавӑрса парӗ: 7. ялан ырӑ ӗҫ туса мухтавлӑ, чыслӑ, вилӗмсӗр пулма тӑрӑшакансене ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парӗ; 8. итлемесӗр, чӑнлӑха пӑхӑнмасӑр тӗрӗс мар ӗҫе ярӑннисене хаяр ҫилӗ ҫитӗ.

6. Который воздаст каждому по делам его: 7. тем, которые постоянством в добром деле ищут славы, чести и бессмертия, - жизнь вечную; 8. а тем, которые упорствуют и не покоряются истине, но предаются неправде, - ярость и гнев.

Рим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Сире пӑсӑласран сыхласа хӑварса, Хӑйӗн мухтавӗ умне тасан та савӑнӑҫлӑн тӑратма Пултаракан, 25. пӗртен-пӗр Турӑ, пире Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ Ҫӑлакан пур ӗмӗртен малтан та, халӗ те, ӗмӗртен ӗмӗре те мухтавлӑ, аслӑ, вӑйлӑ, хӑватлӑ.

24. Могущему же соблюсти вас от падения и поставить пред славою Своею непорочными в радости, 25. Единому Премудрому Богу, Спасителю нашему чрез Иисуса Христа Господа нашего, слава и величие, сила и власть прежде всех веков, ныне и во все веки.

Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл халӗ те, ӗмӗрлӗх кунӗнче те мухтавлӑ.

Ему слава и ныне и в день вечный.

2 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Вӑл Хӑй тӗлӗнче мухтавлӑран мухтавлӑ Турӑран: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Унра» тенӗ сасси илтӗннӗ чухне Атте Турӑран чап та, мухтав та илчӗ.

17. Ибо Он принял от Бога Отца честь и славу, когда от велелепной славы принесся к Нему такой глас: Сей есть Сын Мой возлюбленный, в Котором Мое благоволение.

2 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ, хӑватлӑ!

11. Ему слава и держава во веки веков.

1 Пет 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Христос ячӗшӗн сире хӑртаҫҫӗ пулсассӑн, эсир телейлӗ: сирӗнпе пӗрле — мухтавлӑ Сывлӑш, Турӑ Сывлӑшӗ; вӗсем Ӑна хурлаҫҫӗ, эсир мухтава кӑларатӑр.

14. Если злословят вас за имя Христово, то вы блаженны, ибо Дух Славы, Дух Божий почивает на вас.

1 Пет 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Кам та пулин вӗрентет пулсан, вӑл Турӑ сӑмахне каланӑ пек калатӑр; кам та пулин пулӑшать пулсан, вӑл Турӑ панӑ халӗпе пулӑштӑр; пур ӗҫре те Иисус Христос урлӑ Турӑ мухтава тухтӑр; Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ, хӑватлӑ!

11. Говорит ли кто, говори как слова Божии; служит ли кто, служи по силе, какую дает Бог, дабы во всем прославлялся Бог через Иисуса Христа, Которому слава и держава во веки веков.

1 Пет 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Эсир Иисус Христоса курмасӑрах юрататӑр, халиччен Ӑна курман пулсан та, Ӑна ӗненсе тӑратӑр, мухтавлӑ та калама ҫук пысӑк савӑнӑҫпа савӑнатӑр; 9. ҫапла ӗненсе юлашкинчен чунӑршӑн ҫӑлӑнӑҫ тупатӑр.

8. Которого, не видев, любите, и Которого доселе не видя, но веруя в Него, радуетесь радостью неизреченною и преславною, 9. достигая наконец верою вашею спасения душ.

1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3-4. Турӑ, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Ашшӗ, мухтавлӑ!

3. Благословен Бог и Отец Господа нашего Иисуса Христа,

1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Эй тӑванӑмсем! сирӗн — хамӑрӑн мухтавлӑ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра ӗненекенсен — ҫынсене камне кура уйӑрасси ан пултӑр.

1. Братия мои! имейте веру в Иисуса Христа нашего Господа славы, не взирая на лица.

Иак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

37. Иисус Елеон тӑвӗ ҫинчен анмалли ҫӗре ҫывӑхарсан, вӗренекенӗсем пурте, темӗн чухлӗн, хӑйсем курнӑ пур хӑватсемшӗн те Турра савӑнӑҫлӑн та хыттӑн кӑшкӑрса мухтама пуҫланӑ: 38. Ҫӳлхуҫа ячӗпе Килекен Патша мухтавлӑ! тӳпере канӑҫлӑх, ҫӳлте мухтав! тенӗ.

37. А когда Он приблизился к спуску с горы Елеонской, все множество учеников начало в радости велегласно славить Бога за все чудеса, какие видели они, 38. говоря: благословен Царь, грядущий во имя Господне! мир на небесах и слава в вышних!

Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Калатӑп сире: хӑвӑр: «Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ!» тесе калас вӑхӑт ҫитиччен эсир текех Мана кураймӑр, тенӗ.

Сказываю же вам, что вы не увидите Меня, пока не придет время, когда скажете: благословен Грядый во имя Господне!

Лк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Вӑл ҫапла каланӑ чухне Ӑна хирӗҫ тӑракансем пурте намӑсланнӑ; пӗтӗм халӑх вара Унӑн пур мухтавлӑ ӗҫӗшӗн савӑнса тӑнӑ.

17. И когда говорил Он это, все противившиеся Ему стыдились; и весь народ радовался о всех славных делах Его.

Лк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed