Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Игнатьев the word is in our database.
Игнатьев (тĕпĕ: Игнатьев) more information about the word form can be found here.
Михаил Игнатьев ялти рационализаторсене алӑ тытсах тав турӗ: «Пирӗн хресченсем тавҫӑруллӑ та, ҫаврӑнӑҫуллӑ та!»

Help to translate

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Калӑпӑр, Патӑрьел районӗнчи «Исток» агрофирма директорӗ Александр Илюткин Михаил Игнатьев кӑҫал мӗн акма хатӗрленнипе интересленнине хуравланӑ май тӗлӗнтерчӗ.

Help to translate

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Майӑн 8-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи 44 ҫул Аркадий Павлович Айдак ертсе пынӑ «Ленинская искра» хуҫалӑхра халӑх йӑли-йӗркине пӑхӑнса ҫӗрулми лартма Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев, Патшалӑх Канашӗн Председателӗн заместителӗ Николай Малов, Раҫҫей Геройӗ, авиаци генерал лейтенанчӗ Николай Гаврилов тата пурте пӗлекен телеертӳҫӗ Раҫҫей халӑх артисчӗ Леонид Якубович хутшӑнчӗҫ.

Help to translate

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Апрелӗн16-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патӑрьел тата Елчӗк районӗсенче пулчӗ.

Help to translate

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Михаил Игнатьев Владимир Иванова хӑйӗн канашҫи пулма шаннине те пӗлтернӗ.

Help to translate

Ректор тивӗҫне те пурнӑҫлӗ, Элтепере те пулӑшӗ // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12445.html

«Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министрӗпе Владимир Ивановпа тӗл пулнӑ май Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев темиҫе йышӑнупа паллаштарнӑ», — тесе пуҫланӑ республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ органӗсенчи хыпарсенчен пӗрне Элтепер Администрацийӗн пресс-служби.

Help to translate

Ректор тивӗҫне те пурнӑҫлӗ, Элтепере те пулӑшӗ // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12445.html

Михаил Игнатьев Элтепер Шупашкарти Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ Культура керменӗнче вырнаҫнӑ участокра сасӑланӑ.

Help to translate

Праймериза хутшӑнни мӗне пӗлтерет? // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12447.html

ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев журналистсене Чӑваш Енре 2006 ҫултанпа, «Пурӑнмалли ҫурт-йӗр» наци проекчӗ пурнӑҫланма тытӑннӑранпа, ҫурт-йӗр тӑвассине вӑйлатма хушма мерӑсем йышӑннине пӗлтернӗ.

Help to translate

Пирӗн республика ӑнӑҫлӑ аталаннине палӑртнӑ // Ирина НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Мускав Кремлӗн Пысӑк залӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев РФ Патшалӑх Канашӗн ларӑвне хутшӑннӑ.

Help to translate

Пирӗн республика ӑнӑҫлӑ аталаннине палӑртнӑ // Ирина НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

М.Игнатьев коллектива «Трактор завочӗсем» концернӑн Шупашкарти предприятийӗсен умӗнчи йывӑрлӑхсем ҫинче те чарӑнса тӑчӗ.

Help to translate

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

«Республикӑн онкологи диспансерӗн хирурги уйрӑмне тума кӑҫал федераци бюджетӗнчен 363 миллион тенкӗ илетпӗр, — пӗлтерчӗ М.Игнатьев. — Ӑна хута ярсан медоборудовани 175 миллион тенкӗлӗх вырнаҫтаратпӑр. Кунта ҫуллен 5 пин операци тӑвӗҫ. Хирургин кивӗ корпусне тӗпрен юсанӑ тата ҫӗнӗ оборудовани лартнӑ хыҫҫӑн ҫулталӑкра пурӗ 12 пин операци тума тытӑнмалла».

Help to translate

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

«Эпир тупӑш сахал илекен ҫемьесене ҫӑмӑллӑх туса парассишӗн — коммуналлӑ пулӑшу тӑкакӗн пӗр пайне саплаштарассишӗн — республикӑн 2016 ҫулхи хыснинче укҫа пӗлтӗрхинчен 20 процент нумайрах пӑхса хӑвартӑмӑр, — терӗ Михаил Игнатьев. — Ӑна ҫемьесем кашни уйӑхра вӑхӑтра илеҫҫӗ».

Help to translate

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти «Волгастальконструкция» обществӑра пулчӗ.

Help to translate

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

«Трактор завочӗсен» предприятийӗсенче пулнӑ хӑшпӗр тытӑм уйрӑммӑн ӗҫлеме тытӑнчӗ — вӗсене аталанма банк кредичӗсем кирлӗ, — ВТБ ҫаврӑнӑҫуллӑ ҫынсене пулӑшасса шаннине пытармарӗ Михаил Игнатьев.

Help to translate

ВТБ Чӑваш Енпе ӗҫлессине анлӑлатма хатӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

«Хусан юнашар вӗт — вӑл вара вӑйлӑ аталанать. Пирӗн унран юлма юрамасть. Паллах, Чӑваш Ен майӗсем Тутарстанӑнни пек мар, анчах ҫине тӑрса ӗҫлеме тӑрӑшатпӑр», — терӗ кун пирки Михаил Игнатьев.

Help to translate

ВТБ Чӑваш Енпе ӗҫлессине анлӑлатма хатӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫемье династийӗсене Михаил Игнатьев Тав ҫырӑвӗпе, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн сехечӗпе тата йӑлара усӑ курмалли техника туянмалли парне картти парса чысланӑ.

Help to translate

Ҫӗнтерӳ кунне хатӗрленсе // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев вӗренӳре, культурӑра, промышленноҫра, ял хуҫалӑхӗнче тата ытти отрасльте палӑрнӑ 26 династие чысланӑ.

Павловсен ӗҫ стажӗ - 93 ҫул // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Михаил Игнатьев 2010 ҫулхи ҫулла вӑрманта тухнӑ пушарсен вӑхӑтӗнче асӑннӑ тытӑмра вӑй хуракансем ӗҫе пӗлсе йӗркеленӗрен пысӑк ҫухатусем пулманнине, пӗр ҫын та вилменнине палӑртрӗ.

Help to translate

Пушар хуралӗнче — чи хӑюллисем, хастаррисем // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed