Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Патшана ларнӑ чухне Манассия вуниккӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл аллӑ пилӗк ҫул хушши патшара ларнӑ, 2. вӑл, Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем хушшинчен хӑваласа янӑ халӑхсен ирсӗр йӑли-йӗрки хыҫҫӑн кайса, Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ: 3. хӑйӗн ашшӗ Езекия ҫӗмӗрсе тӑкнӑ тӳпем вырӑнсене ҫӗнӗрен тутарнӑ, Ваалсене чӳк парни кӳмелли вырӑнсем туса лартнӑ, Астарта юпине лартнӑ, тӳпери мӗнпур ҫара пуҫҫапса, кӗлтуса пурӑннӑ; 4. Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче, Ҫӳлхуҫа: «Манӑн ятӑм ӗмӗр-ӗмӗр Иерусалимра пулӗ» тесе каланӑ Ҫуртра, чӳк парни вырӑнӗсене туса лартнӑ; 5. Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн икӗ картишӗнче те тӳпери мӗнпур ҫара парне кӳмелли вырӑнсем туса лартнӑ.
2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Езекия кирек хӑш ӗҫне те ӑнӑҫуллӑ туса пурӑннӑ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Саккуна, йӗркене пӑсас мар тесе, Турӑ Ҫуртӗнчи мӗнпур ӗҫе вӑл ялан Турӑ ҫинчен шухӑшласа туса пурӑннӑ, вӑл пӗтӗм чунӗпе парӑнса тӑрӑшнӑ, ҫавӑнпа унӑн ӑнӑҫуллӑ пулса пынӑ.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Корене вара Еден тата Миниамин, Иешуа тата Шемаия, Амария тата Шехания пулӑшса тӑнӑ, вӗсем священниксен хулисенче пурӑннӑ, хӑйсен тӑванӗсене — ваттине те, вӗттине те — хӑйсен пайне тӗрӗс валеҫсе пама пулӑшнӑ, 16. вӗсемсӗр пуҫне пӗтӗм арҫынна виҫӗ ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, кулленех Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кӗлтума ҫӳрекенсене, вӗсем мӗн ӗҫре тата хӑш вырӑнта ӗҫленине кура, 17. шута илсе тухнӑ священниксене вӗсен кил-йышӗсем тӑрӑх, левитсене ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, вӗсен ӗҫне кура тата хӑш уйрӑмра ӗҫленине кура, 18. вӗсен пӗчӗк ачисене, вӗсен арӑмӗсене, вӗсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсене, — ӗнтӗ шута илнӗ пӗтӗм йыша, — тивӗҫекен пая тӗрӗс валеҫсе пама тӑрӑшнӑ, мӗншӗн тесессӗн левитсем хӑйсене Турра чунтан парӑнса ӗҫлесе тӑма халалланӑ.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑвӑр аҫӑрсем пек, хӑвӑр тӑванӑрсем пек ан пулӑр: вӗсем ашшӗсен Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче саккуна пӑсса пурӑннӑ; ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа ирӗкӗпе вӗсене ҫаратса-тустарса тухнине эсир хӑвӑрах куратӑр.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пирӗн аттесем йӗркесӗр пурӑннӑ, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ, Ӑна пӑрахнӑ, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен хӑпнӑ, ӑна тӳртӗн тӑнӑ, 7. пӑлтӑр алӑкне хупса лартнӑ, ҫутаткӑҫсене сӳнтернӗ, Израиль Туррийӗн сӑваплӑ Ҫуртӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем кӳмен, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмен.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Иудейӑна Ҫӳлхуҫа Ахазшӑн, Иудея патшишӗн, ҫапла мӑшкӑл кӑтартнӑ, мӗншӗн тесессӗн патша Иудейӑна пӑсса янӑ, Ҫӳлхуҫа умӗнче пысӑк ҫылӑхсем туса пурӑннӑ.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл, шӑп та шай Озия пек, хӑйӗн ашшӗ пек, Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ пурӑннӑ, анчах та вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫӳремен; халӑх вара ҫаплах ҫылӑхран хӑпман.
2 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Озия патша мӗн виличченех тилҫе чирӗпе асапланнӑ, пурӑнма та уйрӑм ҫуртра пурӑннӑ; ӑна ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен уйӑрнӑ.
2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Филистимсемпе, Гур-Ваалра пурӑннӑ Арави ҫыннисемпе тата Меун ҫыннисемпе ҫапӑҫнӑ чухне те Турӑ ӑна пулӑшсах тӑнӑ; 8. аммонсем те Озияна хырҫӑ тӳлесе тӑнӑ; унӑн ячӗ-сумӗ Египет чикки таранах сарӑлнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл питех те вӑйлӑ пулнӑ.
2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл, хӑйӗн ашшӗ пек, Амасия пек, Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӗҫсем туса пурӑннӑ; 5. Турӑран хӑрама вӗрентекен Захария пурӑннӑ чухне вӑл Турра уяса тӑнӑ; Ҫӳлхуҫана уяса пурӑннӑ чухне ӑна Турӑ пулӑшсах тӑнӑ.
2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Амасия — Иоас ывӑлӗ, Иудея патши — Израиль патши Иоас, Иоахаз ывӑлӗ, вилнӗ хыҫҫӑн тата вунпилӗк ҫул пурӑннӑ.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иодай пурӑннӑ чухне Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче кулленех пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳрсе тӑнӑ.И приносили всесожжения в доме Господнем постоянно во все дни Иодая.
2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иодай священник пурӑннӑ чухне Иоас хӑйӗн ӗҫӗсене Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ туса тӑнӑ.2. И делал Иоас угодное в очах Господних во все дни Иодая священника.
2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иоас вара вӗсем патӗнче, Турӑ Ҫуртӗнче, ултӑ ҫул пытанса пурӑннӑ; ҫав хушӑра Гофолия патшара ларнӑ.12. И был он у них в доме Божием скрываем шесть лет; Гофолия же царствовала над землею.
2 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Унтан вӑл Охозияна шырама хушнӑ, ӑна вара Самарире пытанса пурӑннӑ чухне ярса илнӗ те Ииуй патне илсе пынӑ; ӑна ӗнтӗ вӗлернӗ, ҫапах та «вӑл — Ҫӳлхуҫа патне пӗтӗм чун-чӗрипе туртӑннӑ Иосафат ывӑлӗ» тесе, тирпейлесе пытарнӑ.
2 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара вӑл, Ахав килӗ пекех, Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн ӑна Ахав килӗ канаш парса-вӗрентсе тӑнӑ, ҫапла ӑна вилӗм патнех илсе ҫитернӗ.
2 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Патшана ларнӑ чухне вӑл вӑтӑр иккӗре пулнӑ, Иерусалимра сакӑр ҫул хушши патшара ларнӑ; 6. хӑйӗн арӑмӗ Ахав хӗрӗ пулнӑ май вӑл та, Ахав килӗ пек, Израиль патшисен ҫулӗпе ҫӳренӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ.
2 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иосафат Иерусалимра пурӑннӑ.
2 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫӳлхуҫа Иосафатпа пӗрле пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Давидӑн, хӑй ашшӗн, малтанхи ҫулӗсемпе ҫӳренӗ, Ваалсене шыраман, 4. вӑл ашшӗн Туррине шыраса тупнӑ, израильсем хыҫҫӑн кайман, Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсене уяса пурӑннӑ.
2 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.