Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темӗн (тĕпĕ: те) more information about the word form can be found here.
Анчах ӑҫта ҫухалса ҫӳретӗн эсӗ, мӗншӗн ку темӗн пӗрре те пулин кӗрсе тухмастӑн ман пата, пӗрле савӑннӑ пулӑттӑмӑр?..»

Только где ж ты пропадаешь, почему не заедешь ко мне, чтоб мы вместе с тобой порадовались?..»

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ирина унтан ачана илчӗ, ача патне пӗшкӗнчӗ те темӗн ачашшӑн пӑшӑлтатма пуҫларӗ, Сергей Мускавран илсе килнӗ шурӑ шӑмӑ ункӑллӑ ӗмкӗче тупса хыптарчӗ, утиял вӗҫӗсене пуҫтарса ҫавӑрчӗ, ача пуҫӗ ҫинчи шурӑ калпака тӳрлетрӗ, ҫаксене вӑл ҫав тери хӑвӑрт та ҫыпӑҫуллӑ турӗ, темле тирпейлӗ ача амӑшӗ те ӑна пӑхса ӑмсанмалла.

Ирина взяла ребенка, склонила к нему голову, шепотом говорила что-то такое ласковое и нежное, отыскала соску, — ту самую соску с белым роговым кольцом, которую Сергей привез из Москвы, — подобрала концы одеяла, оправила на голове девочки беленький чепчик — и все это делала так умело и проворно, что ей могла позавидовать самая взыскательная мать.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тул ҫутӑласпа киле ҫитрӗм, арӑм ыйтать: «Ку темӗн ӑҫта пултӑн эсӗ? Кӳршӗ арӑмӗ патне каймарӑн-и?» — тет.

Пришел я до дому под утро, а жинка и пытает: «Кому ты в такую пору понадобился? Не к соседке бегал?»

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Салтакӗ хӗрарӑма ыталать, хай ҫумнелле туртса илме тӗрмешет, ҫавӑнтах темӗн пӑшӑлтата-пӑшӑлтата калать; хӗрарӑмӗ, аллисемпе ун кӑкӑрне тӗкӗлесе тытнӑ та пуҫне ҫӳлелле каҫӑртнӑ, антӑхса кайнӑ евӗр: «Ӗненместӗп! Ӗненместӗп», — текелесе, вӑйсӑрланнӑ ҫамрӑк сасӑпа кулать.

Солдат обнимал женщину, притягивая ее к себе, что-то шептал, а она, упираясь ему в грудь руками, откидывала голову, бормотала захлебывающимся голосом: «Не верю! Не верю», — и приглушенно, молодо смеялась.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ямшӑка кӗскен темӗн каласа, казак кӑртака ҫилӗллӗн саламачӗпе атӑ кунчине ҫатлаттарса ҫапрӗ; ямшӑкӗ вара, шиклӗн хыпаланса, урам варринче чарӑннӑ Аржановпа Лапин патне кӑлтӑртаттарчӗ.

Что-то коротко сказав, выразительно пощелкал по голенищу сапога плетью, и извозчик с послушной торопливостью поехал к остановившимся среди улицы Аржанову и Лапину.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Меркулов сӑран хутаҫӗнче темӗн ухтаркаларӗ те хӗрарӑмсем аялтан тӑхӑнакан пир кӗпе туртса кӑларчӗ.

Меркулов порылся в саквах, достал холщовую бабью исподницу.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Мирон Григорьевич, арчара темӗн ухтаркаласа, вараланчӑк тутӑр ҫыххи туртса кӑларчӗ, салтрӗ: хутсене пӗрерӗн кӑштӑртаттарса, хӑтине шӑп та лӑп вуншар тенкӗлӗх вунӑ укҫа шутласа пачӗ.

Мирон Григорьевич, порывшись в сундуке, достал засаленный платок, развязал его; шелестя хрусткой бумагой, отсчитал десять «красненьких».

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, пуҫне пӑркаласа, мӑйне Дарья ытамӗнчен вӗҫертме пикенчӗ, анчах кинӗ ӑна хӑйӗн пичӗ ҫумне тата хытӑрах пӑчӑртарӗ, сухалӗ ҫине вӗри тутипе пашкаса сывласа, кула-кула, темӗн пӑшӑлтатса каларӗ.

Вертя головой, он попытался освободить шею от Дарьиных рук, но она притягивала его голову к своему лицу все сильнее, дышала в бороду ему горячим ртом, смеясь, что-то шепча.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий ҫырусемпе пӗрле хӑйӗн шалу укҫипеле «хӗрес» укҫине киле ярса тӑрать, отпускра киле пырасси ҫинчен пӗлтерет, анчах ҫаплах темӗн килсе ҫитеймерӗ-ха вӑл.

Григорий вместе с письмами пересылал домой деньги — жалованье и «крестовые», сулил в отпуск прийти, но что-то не шел.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пантелей Прокофьевич картишӗнче, темӗн кӑштӑртатса ӗҫленӗ май, кинӗ йӗкӗреш ҫуратса пани ҫинчен илтрӗ те малтанах аллисене сарса пӑрахрӗ, унтан, сухалне савӑнӑҫлӑн тӑрмакласа, макӑрса ячӗ, халь ҫеҫ килсе кӗнӗ эпи карчӑкне вырӑнсӑр ҫӗртенех кӑшкӑрса тӑкрӗ:

Пантелей Прокофьевич, услышав на базу о том, что сноха разрешилась двойней, вначале руками развел, потом обрадованно, потурсучив бороду, заплакал и ни с того ни с сего накричал на подоспевшую бабку-повитуху:

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лиховидов урисене ӳсӗр ҫын пек ҫапкалантарса пырать, сӳнӗк куҫӗсем ҫӗрелле тирӗннӗ, аллисемпе хӑлаҫланать: хӑраххипе — сывлӑшра темӗн тытма, тепӗр аллипе пичӗ ҫинчи куҫа курӑнман эрешмен картине шӑлса пӑрахма хӑтланать, тейӗн.

Шел Лиховидов, пьяно кидая ногами, уронив глаза, что-то хватал в воздухе рукой, другой словно смахивал с лица невидимую паутину.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сасӑсем сасартӑк шӑпланчӗҫ те, Валет хӑй йӗпе ҫӗр тӑрӑх лачлаттарса утнӑ сасса тата хӑлхара темӗн тӑрӑлтатса янӑранине илтсе пычӗ.

Голоса внезапно смолкли, и Валет слышал лишь влажный хлюп собственных шагов да трельчатый звон в ушах.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук хӑйӗн тахҫантанпах упранса юлнӑ салтак кутамккинче темӗн ухтаркаларӗ те, алӑк патӗнче пӗр тӗрке хут ҫунтарса, шӑлавар кӗсйисене икӗ банка консерва тата темиҫе ывӑҫ револьвер патронӗ чикрӗ, тула тухрӗ.

Бунчук порылся в своем оставшемся от прежних времен солдатском мешке, возле дверей сжег кучку бумаг, сунул в карманы шаровар две банки консервов и несколько горстей револьверных патронов, вышел.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Листницкий, мӑйӑхне чӗпӗткелесе, темӗн шухӑшласа, ҫаплах ҫӗр пӳрт тӑрӑх каллӗ-маллӗ кумса ҫӳрерӗ.

Листницкий все так же ходил по землянке, пощипывая усики, что-то обдумывая.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук шинель кӗсйинчен пӗр тӗрке хут туртса кӑларчӗ те, Листницкий еннелле ҫурӑмӗпе ҫаврӑнса тӑрса, вӑрахчен темӗн ухтарчӗ, унтан, сӗтел патне пырса, кивелсе сарӑхса кайнӑ хаҫат листине тачка шӑнӑрлӑ сарлака аллаппипе сӑтӑрса тӳрлетрӗ.

Бунчук вынул из бокового кармана шинели большой сверток бумаг, долго рылся в нем, стоя спиной к Листницкому, и, подойдя к столу, разгладил широкой, пухложилой ладонью пожелтевший от старости газетный лист.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Танксене хирӗҫ тунӑ укреплени евӗр, пӗренесем темӗн ҫӳллӗш купаланса, Кубань шывне пӳлсе лартнӑ.

Бревна высоким и широким завалом, похожим на противотанковое укрепление, перепрудили Кубань.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӗрарӑмсем татах темӗн кӑшкӑраҫҫӗ, аллисемпе сулаҫҫӗ, анчах кимӗ ҫумне ҫапӑнакан шыв вӗсен сассисене хуплать…

Бабы еще что-то кричат, машут руками, но вода, плескаясь о борта лодки, заглушает их голоса…

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Малалла темӗн тӗрлӗ тусем, кунта юханшыв чулсем хушшинчи пӗчӗк шыв юххи пек анчах курӑнать…

А дальше — лабиринт гор и перевалов, прячется в них река, как ручей среди камней…

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Шап-шурӑскер, вӑл темле чӗрчун ҫурӑмӗ пек курӑннӑ, — пуҫне шыва чиксе тӑракан темӗн пысӑкӑш шурӑ упа майлах.

Белый, он напоминал спину животного, — скорее всего был похож на огромного северного медведя, стоявшего с погруженной в воду головой.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Темӗн чухлӗ шухӑш килсе чӗрине хускатрӗ, вӑл нимӗн тума та, ниҫта кайма та пӗлмерӗ.

Многие мысли всколыхнули его сердце, он не знал что делать и куда идти.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed