Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сулахай аллипе вӑл Яков Лукича тумтир ҫинчи пиҫиххинчен ярса тытрӗ, сылтӑммипе Половцева мӑйӗнчен ҫавӑрса илчӗ.Левой рукой он хватает Якова Лукича за кушак, правой — охватывает шею Половцева.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Яков Лукич пуртӑ илме лупасайне кайса килнӗ хушӑра Половцев сулахай аллипе Тимофей чавсине чӑмӑртаса тытрӗ те хуллен кӑна:
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Касса пӑрахатӑ-ӑ-п!.. — хӑй, ҫав хушӑра хӗҫ йӗннине шыра-шыра, сулахай аллипе сывлӑша ывӑҫларӗ, сылтӑммипе куҫа курӑнман хӗҫӗ эфесне чӗтревлӗн хыпашласа, тайӑлса кайрӗ.
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Давыдов Титока сулахай алӑ сыппинчен ярса тытрӗ, анчах лешӗ, ҫапах та, сылтӑм аллипе ӑна пуҫран ҫапма ӗлкӗрчӗ.Титок, схваченный Давыдовым за кисть левой руки, правой успел нанести ему удар по голове.
8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Эпир сире паҫӑртанпах, ирхинеренпех кӗтетпӗр, — кулса ячӗ Любишкин, Давыдов аллине хӑйӗн тӗреклӗ аллипе ывӑҫласа илсе.
6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Эсӗ ман умра ывӑлушӑн ответ тытатӑн!.. — Андрей сулахай аллипе старикӗн шурӑ сухалӗнчен ярса тытрӗ, алӑка тапса уҫса ячӗ те Девяткина кӗпӗртеттерсе крыльца тӑрӑх сӗтӗрсе кайрӗ.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӗтӗ шӑлӗсене кӑтартса, унӑн амӑшӗ, тӑван ачин ӳтне ыталанӑ аллине секундлӑха та вӗҫертмесӗр, тепӗр аллипе хӑйӗн асапне курма пынисем тӑсакан патаксемпе зонтиксене пӗр вӗҫӗмсӗр сире-сире ярать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ачи, хӑйӗн пӗчӗкҫеҫ пӳрнеллӗ вӑрӑм та ҫинҫешке аллисене амӑшӗн ҫурӑмӗ ҫине хӗреслетсе хурса, амӑш кӑкӑрӗ ҫумне йӑпшӑннӑ; амӑшӗ пӗр аллипе ачине хыттӑн ыталанӑ, тепӗр аллине сыхлавлӑн малалла тӑснӑ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Пӑчӑх тунсӑх, сывлӑша питӗрсе, ӑшӑ аллипе пыра пӑвать.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
— Эх, эсӗ, манӑн ырӑ савнӑҫӑм, — терӗ хӗрарӑм, ачан кӑтра ҫӳҫне хӑйӗн пуклак пӳрнеллӗ, пӗчӗк ҫеҫ тӗксӗм аллипе ачашласа, унтан мана чавсипе тӗртрӗ те куҫӗпе кулса ыйтрӗ: — Лайӑх ывӑл вӗт? Куҫӗсем мӗнле, э? — терӗ.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Ача йӑшӑлтатма пуҫларӗ те ҫӗтӗк-ҫатӑк ӑшӗнчен хӑйӗн типсе хӑрнӑ, турчка евӗрлӗ урине туртса кӑларчӗ те ӑна аллипе ҫӗклесе ещӗк хӗррине хучӗ.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Амӑшӗ енне аллипе тӑсса кӑтартрӗ:
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
— Чо! — кӑшкӑрать вӑл; изумруд тӗслӗ калтана хӑратас тесе, аллипе ҫапать.— Чо! — кричит он, хлопая ладонями, пугая изумрудную ящерицу.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Кушак пек чӗрӗскер, Нунча ун умне пӗшкӗнчӗ те, ыттисемпе пӗрле кула-кула: — Хӗрӗм, — терӗ хӑйӗн вӑйлӑ аллипе хӗрӗн сапаланнӑ ҫӳҫне якатса, — ачамҫӑм, пӗлес пулать: чӗре вӑл вӑйӑра, ӗҫре, юратура пиҫет — пурнӑҫ курнӑ хӗрарӑм чӗри вӑл, пурнӑҫа ӑна вӑтӑртан аякка иртсен тин пӗлсе ҫитетӗн… ан кӳрен, хӗрӗм!
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Ҫав ҫӗҫӗпех, ывӑлӗн юнӗпе (вӑл амӑшӗн юнех) вӗриленӗ хыҫҫӑн сивӗнсе ҫитеймен ҫӗҫӗпе, вӑл хӑй аллипе хӑйне кӑкӑртан чикнӗ те чӗрине тӗрӗсех тивертнӗ, — ыратакан чӗрене тивертме ҫӑмӑл.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Вӑл лутра тӗм тураттинчен аллипе уртӑнса, ӳсӗр ҫын пек ларать, кӑвакарнӑ питӗнче юн тӗсӗ юлман, куҫӗсем вырӑнне пысӑк кӑвак кӳлӗсем тейӗн; хӑй ҫав тери ачашшӑн, савӑнса калать:
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Ҫӗҫҫӗме баракра вӑрларӗҫ — эпӗ ача кӑвапине шӑлпах ҫыртса тататӑп; ачи каҫӑхса кайса мӑн сасӑпа кӑшкӑрать, амӑшӗ — йӑлкӑшса кулать, эпӗ унӑн тарӑн куҫӗсем тӗлӗнмелле хӑватпа ҫуталнине, вӗсенче кӑвак ҫулӑм вӗлтлетнине куратӑп; — вӑл хуралса кайнӑ аллипе, юбка таврашӗнче хыпашласа, кӗсйине шырать, ҫыртса юнланнӑ тутисем хуллен пӑшӑлтатаҫҫӗ:
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Виҫҫӗмӗш хыҫҫӑн ҫыннин урисем кукленсе ларнӑ, хӑй вӑл, сылтӑм аллипе сулласа илсе, каялла тайӑлса кайса ӳкнӗ.После третьего раза человек согнул ноги, запрокинулся назад, взмахивая правой рукой, и упал.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Мӑн сухаллӑ, кӑвак куҫлӑ ҫын вырӑнтан тапранман, офицера пӑхса, хыттӑн ӳпкеле-ӳпкеле каланӑ, йӗри-таврари юн ҫинелле аллипе сара-сара кӑтартнӑ:
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Пӗр хӗрарӑм, хыттӑн ахлатса, аллипе кӑкӑрӗнчен ярса тытнӑ та, малалла, хӑйне хирӗҫ тӑсӑлса тӑракан штыксем патнелле, хӑвӑрт утса кайнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.