Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Этем the word is in our database.
Этем (тĕпĕ: этем) more information about the word form can be found here.
Кун пек, акӑ, восстани пулӗ те, сана, шурӑ шуйттана, шаплаттарса пӑрахӗҫ, е тыткӑна илӗҫ те, нимӗн ӑнланман этем тесе, Архангельск кӗпӗрнине ӑсатӗҫ.

А то будет восстание, шлепнут тебя, седого дьявола, или просто заберут в плен и как несознательного пошлют в Архангельскую губернию.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сӑнран пӑхма вӑл вӑтӑр ҫулсене ҫитнӗскер, сарӑхнӑ питлӗ-куҫлӗ, хыткан этем.

На вид был он лет тридцати, желтолиц и худощав.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл тахҫан Титок арӑмӗн пулнӑ пӗрмеллӗ ҫӑм юбкине илсе тӑхӑнчӗ, урисене чӗриклетекен ҫӗнӗ пушмак тӑхӑнса ячӗ, чечеклӗ шаль тутӑрпа витӗнчӗ те вара пурин куҫне те этем пек курӑнса кайрӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн тин ҫынсем ӑна асӑрхаса илчӗҫ: Демка арӑмӗ сӑнран-питрен пӗрре те начар мар иккен, пӗвӗ-сийӗпе те тӑпӑл-тӑпӑл хӗрарӑм, Епле-ха унӑн, апӑршан, колхоз пурлӑхӗ умӗнче шак хытса тӑрас мар ӗнтӗ, вӑл хӑйӗн калама ҫук йывӑр та тертлӗ пурнӑҫӗнче ӗмӗрӗ тӑршшипе те ыррӑн пӗр татӑк ҫӑкӑр ҫисе курман пулсан, хӑйӗн хулпуҫҫийӗсем ҫинче пӗр ҫӗнӗ кофта та пулин тӑхӑнса ҫӳресе ҫӗтсе курман пулсан?

Надела сборчатую шерстяную юбку, некогда принадлежавшую Титковой бабе, сунула ноги в новые чирики, покрылась цветастой шалькой, и только тогда кинулось всем в глаза, только тогда разглядели, что Демкина жененка вовсе не дурна лицом и собою бабочка статна; а как же ей, сердяге, было не обмереть над колхозным добром, когда она за всю свою горчайшую жизнь доброго куска ни разу не съела, новой кофтенки на плечах не износила?

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Кӗҫӗн алӑк умӗнче — вӗсенчен пӗр виҫӗ утӑмра — этем кӗлетки хуп-хура курӑнса тӑрать.

Около калитки — в трех шагах от них — чернела фигура человека.

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сан патӑнта ҫӗр выртнӑ офицер вӑл — ют ҫын, шанчӑксӑр этем.

Офицер, какой у тебя ночевал, он чужой, темный человек.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Йӗксӗк этем ман алӑсене скотчпа ҫавӑрнӑ хыҫҫӑн мӑя тем тӑрӑнтарса ыраттарнӑччӗ.

— Когда мне тот гад руки скотчем заматывал, то чем-то уколол в шею.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ҫак залри стена леш енче этем утса ҫӳремелӗх вырӑн пуррине Женя тахҫанах пӗлет, виҫ ҫул каяллах.

О том, что за стеной есть пространство, по которому можно спокойно передвигаться, Женя знала уже давно. Года три.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Мӗн калаҫан эс? — кӑшкӑрчӗ ют этем — Мӗнле ухмахла ят асӑнан?

— Что ты такое говоришь? — воскликнул иностранец, — Что за дурацкое имя?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Этем мар вӑл, усал-синкер, — терӗ вӑл каярахпа.

— Не человек, а воплощённое зло, — наконец сказал он.

Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку пӗр сӑрт аяккиехчӗ иккен, аялтан кунта чуллӑ тундра кӗрет, унта этем аллипе чавса тунӑ пек тарӑн йӑрансем пур.

Это был один большой скат, переходящий в каменистую тундру и пересечённый глубокими ложбинами, как будто вырытыми человеческой рукой.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах этем — тӗлӗнмелле япала ҫав, вӑл тахҫанах паллӑ ӗнтӗ.

Но человек — странное существо, это старая новость.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑна вӗлернипе эпӗ этем тивӗҫлӗхне упрасшӑн пултӑм.

Убивая его, я защищал это право.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах эпӗ хӑйне этем тесе тивӗҫсӗр калакан ҫынна вӗлертӗм ҫав.

Но я убил человека, который не имел права называть себя так.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑлат чӗппине вӑл уринчен хыпнӑ, леш кӑшкӑраймасть те ӗнтӗ, ман ҫине этем куҫӗпе йӑлӑннӑ пек пӑхать.

Она держит соколёнка за ноги, и тот уже не кричит, только смотрит, смотрит на меня человеческими глазами.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Лектӗрччӗ вӑл, Гитлер, манӑн алла, кӑтартӑттӑм эпӗ ӑна, этем тӳсмен асапа ун валли шыраса тупӑттӑм!..

Ох, попался бы он мне, я бы ему, Гитлеру, муку дала, я бы ему казнь выдумала!..

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Ну, ҫӗр шӑтӑкӗнчи этем, ҫитӗ сана философилеме.

— Ну, пещерный житель, хватит тебе философствовать.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗр-пӗр ҫӗр шӑтӑкӗнчи этем пулӑн вара…

И был бы я пещерный житель…

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Этем пурнӑҫӗ мӗнле пуласси вал хӑш ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнинчен килнӗ.

Звезда, под которой родился человек, определяла его путь в жизни.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Этем авалтанпа усӑ куракан ӳсентӑранран е чӗрчун ҫӑмӗнчен, тӗк-мамӑкӗнчен хатӗрленӗ тумтир вара тепӗр чухне сипленмелли хатӗрсемпе те танлашма пултарать.

Help to translate

Ҫутҫанталӑк пани аванрах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх, 2014.10.31

Хӗл иртсе пырать, эпӗ ҫак хӗл хушшинче пӗрремӗш хут Вахтангов театрне кайса «Этем комедине» курма хатӗрлентӗм те манӑнни пек темле хӳреллӗ кивӗ модӑллӑ платьене ҫӗр ҫул ӗнтӗ никам та тӑхӑнманнине асӑрхарӑм.

Первый раз за всю зиму я собралась в театр — к Вахтангову, на премьеру «Человеческой комедии», — и оказалось, что у меня старомодное платье с какими-то хвостами, которых уже сто лет как никто не носит.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed