Шырав
Шырав ĕçĕ:
6. Анчах та Эпӗ хулана сиплӗп, эмеллӗп, Эпӗ вӗсене сыватӑп, вӗсене тулли тӑнӑҫлӑхпа чӑнлӑх ҫулне уҫса парӑп, 7. Иудӑпа Израиле тыткӑнран тавӑрӑп, вӗсене малтанхи пекех ҫирӗплетӗп, 8. вӗсем Ман умӑмра ҫылӑха кӗчӗҫ — Эпӗ вӗсене мӗнпур усаллӑхӗнчен тасатӑп, вӗсем Ман умӑмра ҫылӑха кӗчӗҫ, Мана хирӗҫ тӑчӗҫ — Эпӗ вӗсен пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫне каҫарӑп.
Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Читлӗх кайӑкпа тулса ларнӑ пек, вӗсен ҫурчӗсем ултавпа тулнӑ; ҫавна пула ҫӗкленсе-пуйса кайрӗҫ вӗсем, 28. самӑрланса-мӑнтӑрланса кайрӗҫ, усал ӗҫре пур виҫерен те тухрӗҫ, тӗрӗс мар сут тӑваҫҫӗ, тӑлӑха сут туса пайта кураҫҫӗ; чухӑнсенӗн ӗҫне сут патне ҫитермеҫҫӗ.
Иер 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Санӑн пӗтӗм халӑху тӳрӗ халӑх пулӗ, ҫӗре — Эпӗ лартнӑ хунава, Ман аллӑмсен ӗҫне — Мана мухтава кӑлармашкӑн ӗмӗрлӗхе еткере вӑл илӗ.
Ис 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эсӗ хӑвӑн усал ӗҫне шанатӑн-ха: «мана никам та курмасть» теетӗн.10. Ибо ты надеялась на злодейство твое, говорила: «никто не видит меня».
Ис 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӗнтӗ тавӑру ӗҫне вӗҫлӗп, никама та хӗрхенмӗп.
Ис 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа — Израиль Святойӗ, ӑна Пултараканӗ — ҫапла калать: эсир Манран Манӑн ывӑлӑмсен пуласлӑхӗ ҫинчен ыйтатӑр-и, Манӑн аллӑм ӗҫне сӗкӗнес тетӗр-и?
Ис 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Тӑсӑлса выртмашкӑн сарса хунӑ вырӑну кӗске пулӗ; витӗнсе выртмашкӑн вителӗкӳ ансӑр пулӗ: 21. Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ӗҫне, хӑватлӑ ӗҫне тумашкӑн, Хӑйӗн мехелне, Хӑйӗн тӗлӗнмелле мехелне ҫитермешкӗн Перацим тӑвӗ ҫинче ҫӗкленнӗ пек ҫӗкленӗ, Гаваон айлӑмӗнчи пекех ҫилленӗ.
Ис 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн пӗтӗм ӗҫне Сион тӑвӗ ҫинче тата Иерусалимра вӗҫлесен вара ҫапла пулӗ, калӗ Вӑл: Ассири патшийӗн мӑнаҫлӑ чӗри тунӑ ҫитӗнӳ ҫине, вӑл епле каҫӑрӑлса тӑни ҫине пӑхӑп.
Ис 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӗсем ҫапла калаҫҫӗ: «васкатӑр Вӑл, Хӑйӗн ӗҫне хӑвӑртрах тутӑр — эпир курса тӑрӑпӑр, Израиль Святойӗ палӑртса хуни ҫывӑхартӑр, пурӑнӑҫлантӑр — эпир пӗлсе тӑрӑпӑр!» тееҫҫӗ.
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл кашни ӗҫне тумассерен Святоя мухтаса тав тунӑ; 10. хӑйне Пултаракана пӗтӗм чун-чӗререн юратса мухтав юрри юрланӑ.
Сир 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Чӳлмекҫӗ те ҫавӑн пекех — хӑйӗн ӗҫне тимлет, урипе кустӑрма ҫавӑрса ларать, 33. ялан хӑйӗн ӗҫӗшӗн тӑрӑшать, мӗн-мӗн тумалли уншӑн пӗтӗмпе паллӑ: 34. вӑл тӑм йӑвалать, ӑна урипе ҫӑрса ҫемҫетет; 35. пӗтӗм чунтан тӑрӑшать — савӑтне ҫиелтен сӑрласа пахаран та паха туса ҫитересшӗн, ӗнтӗ часрах кӑмакине тасатасшӑн.
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Тимӗрҫӗ те ҫавӑн пекех — сунтал умӗнче тимӗртен мӗнле япала тӑвасси ҫинчен шухӑша кайса ларать: унӑн ӳт-тирне тӗтӗм ҫиет, вучахран вӗри ҫапнине те тӳсет вӑл; 30. ҫапкӑч сассисӗр пуҫне нимӗн те илтмест, хӑй савӑт ӗлки ҫинчен куҫне илмест; 31. пӗтӗм чун хавалӗпе вӑл ӗҫне пӗтересшӗн тӑрӑшать, вӑл ӑна пахаран та паха туса ҫитересшӗн.
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫавӑн пекех йывӑҫ каскалакан та, унӑн пуҫлӑхӗ те каҫа кӑнтӑр кунӗ пек ӗҫлесе ирттерет: чул каскалаканӗ хӑйӗн эрешне тӗрлӗ-тӗрлӗ тума тӑрӑшать; 28. вӑл пӗтӗм чун хавалӗпе ӳкерчӗкне тӗрӗс ӳкересшӗн тимлет, вӑл хӑйӗн ӗҫне пахаран та паха туса ҫитересшӗн.
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӳлхуҫа вӑраха ямӗ, чӑтса тӑмӗ, хӗрхенӳсӗр ҫынсенӗн шӑмми-шаккине ҫапса ҫӗмӗрӗ; 20. халӑхсене те хирӗҫ тавӑрӗ Вӑл, пусмӑрлакансен эшкерне пӗтерсе тӑкӗ, йӗркесӗр патшасен туйине аркатӗ, 21. кашни ҫынна ӗҫне кура, тунӑ ӗҫӗсемшӗн, ӗмӗчӗ-шухӑшӗсемшӗн тавӑрса парӗ, 22. Хӑй халӑхне Турӑ тивӗҫлипе сут тӑвӗ, вӗсене Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе савӑнтарӗ.
Сир 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗтӗм ӗҫне туса пӗтерсессӗн ху вырӑнна йышӑн: 3. хӑнасем ҫине пӑхса савӑнмалла пултӑр, пурне те лайӑх йӗркеленӗшӗн чыс курмалла пултӑр.
Сир 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Этемӗн ырӑ ӗҫӗ Уншӑн — пичет пек, Вӑл этемӗн ырӑ ӗҫне куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек упраса хӑварать.18. Милостыня человека - как печать у Него, и благодеяние человека сохранит Он, как зеницу ока.
Сир 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ырӑ тунине Вӑл пурне те шута хурӗ, кашнийӗ ӗҫне кура тивӗҫлине илӗ.15. Всякой милостыне Он даст место, каждый получит по делам своим.
Сир 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл этеме унӑн ӗҫне кура сут тӑвать.
Сир 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Унӑн куҫӗ — Хӑйӗнчен хӑракансем ҫинче, Вӑл этемӗн мӗнпур ӗҫне пӗлсе тӑрать.19. Очи Его - на боящихся Его, и Он знает всякое дело человека.
Сир 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫылӑхлӑ ҫыннӑн ӗҫӗнчен ан тӗлӗн, Ҫӳлхуҫана ӗнен, хӑвӑн ӗҫне ту: 21. Ҫӳлхуҫашӑн чухӑна пӗр кӗтмен ҫӗртен, пӗр самантрах пуйтарса ярасси нимӗн те мар.
Сир 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.