Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унтан шухӑш ҫӑмхи, тахҫан ҫӳресе курнӑ лайӑх пӗлекен сукмак ҫине кустарса янӑшӑн савӑннӑ евӗр, хӑвӑрт та чӑртмаххӑн ҫавӑрӑнса сӳтӗлме, тӳссе ирттернӗ самантсене сыпӑкӑн-сыпӑкӑн аса илтерме тытӑнчӗ: ҫапӑҫура вилнӗ вырӑс тата нимӗҫ салтакӗсен пичӗ-куҫӗсем, нӗрсӗррӗн сапаланса выртакан кӗлеткесем; тӗрлӗ сасӑллӑ шӑв-шав, калаҫу; тахҫан курнӑ пейзажӑн вӑхӑт шӑлса кайнӑ тӗссӗр татӑкӗсем; никама каласа паман, анчах темле майпа упранса юлнӑ шухӑшсем; канонадӑн аса илсе ҫитермелле мар хӑрушӑ ахрӑмӗсем, пулемет шатӑртатнӑ тата лента кӑштӑртатса шунӑ сасӑсем, хаваслӑ музыка, тахҫан юратса пурӑннӑ хӗрарӑмӑн чуна ыраттармалла хитре те кӑшт шупкарах тути, унтан каллех тата — вӑрҫӑ таткаланчӑкӗсем, — вилнӗ ҫынсем, тӑвансен масарӗсен пусӑрӑнса кӗнӗ тӗмескисем… — ҫаксем пурте пуҫра ҫывӑрмасӑр курнӑ тӗлӗк пек умлӑн-хыҫлӑн шӑвӑна-шӑвӑна иртрӗҫ.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Ман хутла вӗренме май пулман ҫав ӗлӗк… уншӑн мар, эпӗ: малтан вуланӑ, кайран тин чӗлӗм чӗркеме усӑ курнӑ тесе каласшӑнччӗ…— Мне грамоту не привелось узнать… к тому говорю, что вообче читали, а потом уж на курево…
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Паян тӗлӗк курнӑ эпӗ.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Эпӗ ак курнӑ!
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Фронтра чух ытлашшине мар, юлашки кӗпене те парса курнӑ.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫавӑн пирки те пуҫласа курнӑ чух Атарщиков ялан, ҫын мӗн каласса кӗтсе, куҫӗсене чеен хӗстерсе кулнӑн туйӑнса каять.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл хӑйӗн иккӗлле уйӑрӑлса кайнӑ шухӑшӗсене виҫсе пӑхма, вӗсен тымарӗсене хыпашласа тупма тӑрӑшрӗ, ҫӑмӑллӑнах вара ҫапла шут турӗ: вӑрҫӑ-харҫӑпа унта тӳссе курнӑ асапсем хӑйне ҫак тутӑ та сапӑр этемсенчен ютшӑнтарса янӑ, ҫавӑнпа иккен унӑн пуҫне ҫавнашкал шухӑшсем пырса кӗреҫҫӗ.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Двинскра вара казаксем ҫаплах лӑпкӑ та канлӗ пурӑнаҫҫӗ: лашасен хырӑмӗсенче сӗлӗпе турантӑ ирӗлет; фронтра тӳссе курнӑ асапсем казаксен ӑс-тӑнӗнче ӳт илсе манӑҫаҫҫӗ; офицерсем йӗркеллӗ те вӑхӑтра хӑйсен пухӑвӗсене ҫӳреҫҫӗ, тутлӑ ҫиеҫҫӗ, хӗрсех Россия шӑпи ҫинчен тавлашаҫҫӗ…
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Петро таҫта курнӑ ҫын пек туйӑнакан казак-атаманецӑн ӳссе кайнӑ сухаллӑ пичӗпе кӑвак урядник пакунӗ ҫинчи «52» цифра ҫине мӑйне тӑсса пӑхрӗ, ҫак ҫынна хӑй хӑҫан, ӑҫта тӗл пулнине аса илме тӑрӑшрӗ.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Курнӑ пулӗ кӗтӳҫ выльӑхсене симӗс курӑк ҫине хӑваласа тухнине: сывлӑм типсе ҫитиччен выльӑхсем аптрамаҫҫӗ-ха, чиперех ҫисе ҫӳреҫҫӗ.Иной раз пастух выгонит табун на зеленку: покеда солнце росу подбирает, — скотинка ничего, кормится.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Леш, кӗркунне курнӑ кӑвак вӗшлене, «Боярыня» ҫурине, туянатӑн-ха ӗнтӗ? — ыйтрӗ ватӑ Листницкий Сергей Платоновичӑн сӑмси кӑкӗ ҫине тирӗнсе пӑхса.
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пӗр вӗҫӗмсӗр походра пулнипе халтан кайнӑ, шӑммисене витериччен шӑнса кӳтнӗ казаксем, — хӑйсемшӗн, лаптасемшӗн, ҫул ҫинче тӳссе курнӑ нушасемшӗн чӑтма ҫук тарӑхнӑскерсем, улӑм витнӗ ҫуртсен тӑррисене сӳтеҫҫӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫеҫен хире курнӑ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сасартӑках хыттӑн тапма пуҫланӑ чӗрипе Григорий ӑна юлашки хут курнӑ сӑн-сӑпатпа куҫӗ умне илсе тухасшӑнччӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Суворов — вӑл та ав ҫавна тӳссе курнӑ…
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
1962 ҫулта тухнӑ Шолоховӑн сакӑр томлӑ ҫырнисен пуххинчи 3-мӗш томӗнчи текстпа вӑл усӑ курнӑ.Он использовал текст в 3-го тома восьмитомного сборника сочинений Шолохова, вышедшего в 1962 году.
Лӑпкӑ Дон. 2-мӗш кӗнеке // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫак ҫӗршывра ҫуралса ӳссе, кӗр кунӗсене нумай курнӑ пулсан та, Сергей питӗ савӑнчӗ.
XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Халӗ ӗнтӗ Сергей Спасски башньӑна ҫеҫ курнӑ, анчах чӗре туйӑмӗ уҫҫӑнах ку вӑхӑтра вӑл мавзолей умӗпе иртни ҫинчен каланӑ, броня витӗр вӑл пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе хӑй ҫине Сталин пӑхса тӑнине туйнӑ, ун куҫӗ умӗнче юратнӑ ҫулпуҫ тӑнӑ.
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
«Ҫук, ҫук, — шухӑшларӗ Сергей, — кунти ҫынсем — хӑнасем мар, вӗсем Мускавӑн аслӑ урамне мӗн куҫ курнӑ таранах тӑрса тухнӑ пурлӑхӑн хуҫисем, вӗсем хӑйсем тунӑ хӗҫпӑшала тепӗр хут пӑхма тата ҫав хӗҫпӑшалпа хӑрушӑ вӑрҫӑ ҫулне утса тухнӑ ҫынсене курма килнӗ…»
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Лере ватӑрах ҫын пӗр офицерпа калаҫса тӑрать, кунта артиллериста пӗр ушкӑн ҫын хупӑрласа илнӗ, унта савӑнӑҫлӑ питлӗ, йӑлтӑркка куҫлӑ хӗрсем танкистсене чечексем параҫҫӗ, пурин сӑнӗсенче те Сергей савӑннине, тӗлӗннине курнӑ…
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.