Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ ӑна лӑпкӑн — кирек-мӗнле айӑпласан та, эпӗ таса чӗререн каласа парса, ҫав айӑпа сирме шанни ҫинчен каласа патӑм.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпӗ пур хурлӑх куракансене те йӑпатакан кӗлле вуларӑм та, таса, анчах та аманнӑ чӗререн тухнӑ кӗлӗсен сӗткенне чи малтанхи хут тутанса, малалла мӗн пуласси ҫинчен шухӑшламасӑрах, канлӗн выртса ҫывӑртӑм.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ман совӗҫӗм таса; эпӗ судран хӑрамастӑп; анчах та киле каяссине, тутлӑ курнӑҫӑва тата темиҫе уйӑха хӑварма пултарасси мана хытӑ хӑратса ячӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ирӗклӗ те таса чуну ҫӑтмахра пултӑр.
Владимир Карсаков // Марина Карягина. https://www.facebook.com/marina.karyagin ... 2599922405
Чун-чӗремӗрӗн хӑвачӗпе ҫӳллӗшне авалхи тӗнӗмӗрте куратчӗ, мӑн асаттесен таса йӑлисене хисеплетчӗ.
Владимир Карсаков // Марина Карягина. https://www.facebook.com/marina.karyagin ... 2599922405
Астӑватӑн-и тата эсӗ: хамӑр таса чӗрепе тупа тунӑ сӑмах ҫине тӑраймасан, вӑрманта мӗн чухлӗ йывӑҫ пуррине, ҫӳлтен мӗн чухлӗ ҫӑлтӑр ӳкнине шутласа кӑлармасӑр каҫару ан кӗттӗр…
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл ӗнтӗ ҫак вагонра ҫӗр ҫул пурӑннӑ пекех тирпейлеме те ӗлкӗрнӗ: сӗтел ҫине таса ҫитти уртса, чӳречине чӳрече карри ҫакса янӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтан Даша инке мана: «Эсӗ таса мар», терӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл мана пысӑк та ҫутӑ пӳлӗме, таса та хаклӑ япаласем тултарнӑ тирпейлӗ пӳлӗме илсе кӗчӗ.и она провела меня в большую светлую комнату, чисто и даже богато прибранную.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл таса мар халат тӑхӑннӑ, кӑранташне хӑлхи ҫине, пысӑк блокнотне хул хушшине хӗстернӗ; читлӗх патӗнче ҫара ҫерҫисене алӑ вӗҫҫӗн тӑрантарса тӑрать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кӑтрисем те ӗнтӗ ӗлӗкхи мар — сайра, таса мар, кӑвакарнӑ тата.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл пирӗн халӑх ӗҫӗшӗн, пирӗн ҫӗршывшӑн, юратнӑ искусствӑшӑн пӗтӗмӗшпех парӑнчӗ, аслӑ та таса чӗрине пачӗ…
17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Таса сӑмахсем пӗрре те ахаль ҫухалман, вӗсене такам илтнӗ, вара пӗтӗм халӑх хушшине хӑйсен телейне хӑварса хулана ҫӑлнӑ ҫынсем ҫинчен хыпар кайнӑ.Кто-то слышал эти слова, и скоро все узнали, кто, отказавшись от своего счастья, спас город.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Сирӗн хӑварӑн ҫутӑ пулман, эсир ӑнӑҫлӑ системӑна лекнӗ, вара ялтӑраса кайнӑ, лайӑх, таса, тикӗс ҫутӑ пама тытӑннӑ.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Сассӑм вара, кӗтмен ҫӗртен, вӑйлӑ та таса янраса кайрӗ.Зато голос у меня оказался неожиданно очень сильным и чистым.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Таса публикӑран ҫӳлӗ варьерпа уйӑрнӑ парадизра пирӗн пек тарҫӑ-тӗрҫӗсем лараҫҫӗ, аяларах, креслӑсем ҫинче, хӑнасем вырнаҫнӑ: пӗрремӗш йӗркере гусарӑн ментикӗ илӗмлӗн палӑрать.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Манӑн спектакльте таса чӗреллӗ паттӑрсем тата маттур испанецсем ҫинчен юрламалла, кайран куракансен хушшинче ополчени валли укҫа пухмалла.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Унӑн пичӗ таса, манӑн… кӑштах сартут шатрисем пур, — каларӑм эп, портрет ҫине сӑнаса пӑхса.
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Шкулта пӳлӗмсене сӑрласа шуратнӑ та — ӗлӗк таса мар пулнӑ пӳлӗмсене халь паллама ҫук, ун чухне чӳречесем витӗр нимӗн курӑнмастчӗ, мачча та хуп-хураччӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кӑштах эпӗ юр та ҫинӗ пулӑттӑм-и, анчах Сухаревкӑри юр таса мар, бульвар патне ҫитсе килме — ытла аякра.Пожалуй, я съел бы немного снега, но на Сухаревке снег был очень грязный, а до бульвара — далеко.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951