Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шыва (тĕпĕ: шыв) more information about the word form can be found here.
Акӑ [Аарон] фараон куҫӗ умӗнче, унӑн чурисен куҫӗ умӗнче [хӑйӗн] туйине ҫӗклесе ҫырмари шыва ҫапнӑ та, ҫырмари пӗтӗм шыв юн пулса тӑнӑ, 21. ҫырмари пулӑ та вилсе пӗтнӗ, шывӗ те шӑршланнӑ, вара Египет ҫыннисем ҫырмари шыва ӗҫеймен; пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче юн пулнӑ.

И поднял [Аарон] жезл [свой] и ударил по воде речной пред глазами фараона и пред глазами рабов его, и вся вода в реке превратилась в кровь, 21. и рыба в реке вымерла, и река воссмердела, и Египтяне не могли пить воды из реки; и была кровь по всей земле Египетской.

Тух 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне ҫакӑнтан пӗлӗн: акӑ хамӑн аллӑмри туяпа ҫырмари шыва ҫапӑп та, вӑл юн пулса тӑрӗ, 18. ҫырмари пулӑ та вилсе пӗтӗ, ҫырми те шӑршланса кайӗ, Египет ҫыннисене ҫырмари шыва ӗҫме йӗрӗнчӗк пулӗ тесе калать, те, тенӗ.

17. Так говорит Господь: из сего узнаешь, что Я Господь: вот этим жезлом, который в руке моей, я ударю по воде, которая в реке, и она превратится в кровь, 18. и рыба в реке умрет, и река воссмердит, и Египтянам омерзительно будет пить воду из реки.

Тух 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Вара фараон хӑйӗн пӗтӗм халӑхне ҫапла хытарса каланӑ: [еврейсен] ҫуралакан ывӑлӗсене пурне те шыва пӑрахӑр, хӗрӗсене пурне те чӗрӗ хӑварӑр, тенӗ.

22. Тогда фараон всему народу своему повелел, говоря: всякого новорожденного [у Евреев] сына бросайте в реку, а всякую дочь оставляйте в живых.

Тух 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7 Турӑ тӗрек туса карнӑ та тӗрек айӗнчи шыва тӗрек тӗлӗнчи шывран уйӑрнӑ.

7. И создал Бог твердь, и отделил воду, которая под твердью, от воды, которая над твердью.

Пулт 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6 Турӑ каланӑ: шыв хушшинче тӗрек пултӑр, вӑл шыва шывран уйӑрса тӑтӑр, тенӗ.

6. И сказал Бог: да будет твердь посреди воды, и да отделяет она воду от воды.

Пулт 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пӗр арҫын пӗвери пулла алӑпах тытассине пӗлтерсе шыва чӑмрӗ.

Help to translate

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Таяпа Энтринчи пӗвери шыва, акӑ, иртнӗ ҫулсенчи пекех, юхтарса кӑларма палӑртнӑ.

Help to translate

Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Сивӗ шывшӑн, таса мар шыва юхтарса кӑларассипе ҫыхӑннӑ пулӑшушӑн 0,5-25 процент хӑпарӗ.

Help to translate

Тарифсем ҫулла ӳсеҫҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Каярахпа Атӑлта шыва кӗме тытӑннӑ.

Позже стал купаться в Волге.

Сывлӑхне ҫапла ҫирӗплетнӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

«Икӗ ҫул вӑкӑрпа ӗҫлерӗм, - аса илет иртнине Зоя аппа. - Пӗвери шыва курсан вара тапса сикетчӗ вӑл, чарма хӗнччӗ».

Help to translate

«Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Пӗҫернӗ ҫӑмартана кӑштах ҫӗмӗрмелле, унтан ҫеҫ сивӗ шыва ямалла.

Help to translate

Ҫӑмарта хуппи хaйпaнмасть-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№

Кирлӗ чухлӗ вӗретнӗ хыҫҫӑн ҫӑмартасене сивӗ шыва куҫармалла.

Help to translate

Ҫӑмарта хуппи хaйпaнмасть-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№

• Ҫӑмартана пӗҫерме лартиччен сивӗ шыва ямалла, вӑйлах мар ҫулӑм ҫинче пӗҫермелле.

Help to translate

Ҫӑмарта хуппи хaйпaнмасть-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№

• Ҫӗнӗ ҫӑмарта пӗҫернӗ чухне шыва кӑштах тӑвар ямалла.

Help to translate

Ҫӑмарта хуппи хaйпaнмасть-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№

Пӗррехинче шыва кӗме кайсан пуҫӗпе чул ҫине тӑрӑнса мимине чӗтрентерчӗ, хӑлха параппанне ҫурса пӑрахрӗ...

Help to translate

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Таса ҫав шыва ӗҫнӗ хыҫҫӑн вӑй кӗнӗн туйӑнать.

Help to translate

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Бассейна ҫӳреме медицина справки кирлӗ мар, мӗншӗн тесен шыва хлор ионӗпе дезинфекцилеҫҫӗ.

Help to translate

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

1 чей кашӑкӗ типӗ кӑмпа порошокне ӑшӑ шыва ярса 20 минут лартмалла та выҫ хырӑмла тӗпне ларнипе пӗрлех ӗҫмелле.

Help to translate

Лавккара сутакан ҫерем кӑмпи // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

1 апат кашӑкӗ типӗ курӑка тин вӗренӗ 1 стакан шыва ямалла, икӗ сехетрен сӑрӑхтармалла.

Help to translate

Ӳсентӑран витӗмлӗрех // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

2 апат кашӑкӗ типӗ йӗкелне е хуппине тин вӗренӗ 1 стакан шыва ямалла, 2 сехетрен сӑрӑхтармалла.

Help to translate

Ӳсентӑран витӗмлӗрех // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed