Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ахаль the word is in our database.
ахаль (тĕпĕ: ахаль) more information about the word form can be found here.
Вӗсен хаяр сӑнӗсем, тикӗс сассисем, ахаль чухне те витӗмлӗ юрӑ сӑмахӗсене уйрӑмӑнах витӗррӗн салхулатса юрлани мана темӗнле поэзиллӗ хӑрушлӑхпа чӗтрентерсе ячӗҫ.

Их грозные лица, стройные голоса, унылое выражение, которое придавали они словам и без того выразительным, — все потрясало меня каким-то пиитическим ужасом.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Манӑн кӳршӗ, ҫамрӑк казак, хитре те яштака пӳллӗскер, пӗр стакан ахаль йышши эрех тултарса пачӗ, анчах эпӗ ӑна ӗҫмерӗм.

Сосед мой, молодой казак, стройный и красивый, налил мне стакан простого вина, до которого я не коснулся.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ахаль тӑриччен кӗрӗк арки йӑвалани хама пулӑшассине темшӗн ӗненнӗ пек пултӑм эпӗ.

Я как будто надеялся, что лясы спасут меня.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку вӑл — ахаль тӑриччен кӗрӗк арки йӑвала тени пулать.

Это были лясы,

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ахаль тӑриччен кӗрӗк арки йӑвала!

Лясы!

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ахаль тӑриччен кӗрӗк арки йӑвала

Лясы

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ахаль те авӑ барыня, пирӗн матушка Авдотья Васильевна, хуйхӑпа чирлесе ураран ӳкрӗ, тетӗр, эпӗ уншӑн турра кӗлтӑватӑп.

И, слышно, барыня, мать наша Авдотья Васильевна и так с испугу слегла, и за ее здоровие бога буду молить.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Иван Кузмич мана ятласа ҫапла каларӗ: «Эх, Петр Андреич! ҫакӑншӑн сана арӗслесе хупса лартма кирлӗччӗ те, анчах эсӗ ахаль те ӗнтӗ наказани илтӗн.

Иван Кузмич, выговаривая мне за поединок, сказал мне: «Эх, Петр Андреич! надлежало бы мне посадить тебя под арест, да ты уж и без того наказан.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Тата Швабринпа иксӗмӗр хушӑри хирӗҫӗвӗн сӑлтавӗ пулса тӑнӑ сӑмахсем те ытла та ирсӗррӗн туйӑнчӗҫ, мӗншӗн тесен эпӗ вӑл сӑмахсенче ахаль кулса тарӑхтарса каланисем ҫеҫ мар, вӗсем юриех шухӑшласа каланӑ элек иккенне куртӑм.

Слова, подавшие повод к нашей ссоре, показались мне еще более гнусными, когда, вместо грубой и непристойной насмешки, увидел я в них обдуманную клевету.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Ку сана ахаль каҫарӑнмасть, — терӗ вӑл, ман алла хӗстерсе тытса.

— Это тебе так не пройдет, — сказал он, стиснув мне руку.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Суятӑн, Максимыч? — тесе хучӗ капитанша, — Полежаев патӗнче ахаль те тӑвӑр, ҫитменне, вӑл манӑн кум, тата вӑл эпир унӑн начальникӗ иккенне асрах тытать.

«Врешь, Максимыч, — сказала капитанша, — у Полежаева и так тесно; он же мне кум и помнит, что мы его начальники.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Ҫакна пурте ахаль ҫилӗм кӑна теҫҫӗ, — терӗ вӑл мана, ҫур сехет ларнӑ хыҫҫӑн урама уҫӑлма тухма ыйтсан, — ку вӑл — тӗлӗнмелле ҫилӗм.

– Все думают, что это обыкновенный клей, – сказал он мне, когда полчаса спустя я запросился на свежий воздух, – а это клей универсальный.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑна вӑл «ахаль тӑриччен кӗрӗк арки йӑвалани» тесе ят панӑ.

оно называлось «точить лясы» –

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ну, ырӑ ҫыннӑм, — терӗ вӑл ҫырӑва вуласа тухса, паспӑрта айӑккалла илсе хурса, — каланине пурне те тӑвӑпӑр: сана … полка офицер туса яратпӑр, санӑн вӑхӑта ахаль ирттермелле ан пултӑр, эсӗ ыранах Белогорск крепӑҫне кай, унта лайӑх, ырӑ кӑмӑллӑ старик Миронов капитан командинче пулатӑн.

Ну, батюшка, — сказал он, прочитав письмо и отложив в сторону мой паспорт, — все будет сделано: ты будешь офицером переведен в … полк, и, чтоб тебе времени не терять, то завтра же поезжай в Белогорскую крепость, где ты будешь в команде капитана Миронова, доброго и честного человека.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ахаль те таҫта пырса тӑрӑнтӑмӑр; ҫулӗ ҫук, тӗттӗм, — терӗ вӑл мана хирӗҫ.

Невесть и так куда заехали: дороги нет, и мгла кругом, — отвечал он мне.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Итле мана, старике, ҫырса яр ҫав вӑрӑ-хурах патне, эпӗ ахаль шуть туса ҫеҫ вылярӑм, пирӗн ун чухлӗ укҫа та ҫук, те.

Послушай меня, старика: напиши этому разбойнику, что ты пошутил, что у нас и денег-то таких не водится.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ку мана темӗне асӑнтарчӗ — чӑнах та ахаль пулмарӗ ҫав.

Это мне показалось странным — и недаром!..

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Анчах вӑл чирлӗ, эпӗ туйсах тӑратӑп, ахаль чир мар вӑл!

Но она больна, и я уверена, что это не простая болезнь!

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Вӑт куратӑр-и ӗнтӗ, — терӗ малалла Грушницкий, — эпир так ахаль хӑратас тесе пульӑсӑр патронпа авӑрланӑ пӑшал илтӗмӗр те тухса кайрӑмӑр.

— Вот видите ли, — продолжал Грушницкий, — мы и отправились, взявши с собой ружье, заряженное холостым патроном, только так, чтобы попугать.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Чим-ха, мӗн кирлӗ тата сана, ахаль те санран розӑ помади шӑрши ҫапать.

— Помилуй, чего тебе еще? от тебя и так уж несет розовой помадой…

Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed