Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнланман (тĕпĕ: ӑнлан) more information about the word form can be found here.
Ҫӗрле начар ҫывӑракан пулчӗ вӑл, ирхине вӑрансан, ялан пуҫӗ ыратать, апатне те вӑхӑтра мар, мӗн килчӗ ӑна ҫеҫ ҫикелет, каҫченех вара темле халсӑр ҫӳрет — ку уншӑн хӑй те ӑнланман, халиччен пӗлмен туйӑм.

Он стал плохо спать по ночам, утром просыпался с неизменной головной болью, питался кое-как и когда придется, и до вечера не покидало его ощущение незнакомого прежде, непонятного недомогания.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах пирӗн ҫавна ӑнланман хресченсем те пур-ха, хӑйсен ӑнланманлӑхне пула, вӗсем ҫавӑн йышши жандармсене пулӑшса тӑраҫҫӗ тата колхозсем тӑвас ӗҫе чӑрмантарса пыраҫҫӗ, — вӑрлӑхлӑх тыррине кӳрсе памаҫҫӗ…

Но у нас еще есть такие хлеборобы, которые по несознательности помогают подобным жандармам и препятствуют колхозному строительству — не сдают семенной хлеб…

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кун пек, акӑ, восстани пулӗ те, сана, шурӑ шуйттана, шаплаттарса пӑрахӗҫ, е тыткӑна илӗҫ те, нимӗн ӑнланман этем тесе, Архангельск кӗпӗрнине ӑсатӗҫ.

А то будет восстание, шлепнут тебя, седого дьявола, или просто заберут в плен и как несознательного пошлют в Архангельскую губернию.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Аҫа йытӑ вӑл нимӗн ӑнланман ирсӗр чун кӑна.

Кобель, он тварь глупая и паскудная.

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Ун» ҫинчен нихҫан та лайӑххӑн шухӑшламанни, ӑна пурӑнакан чӗрӗ ҫын пек шутламанни сисӗннӗ, «вӑл» мӗн тума кирлине, мӗн тума пултарассине те лайӑххӑн ӑнланман.

Чувствовалось, что о «нём» давно — а может быть, и никогда не думали серьёзно, не представляли его себе живым, реальным лицом, не знали, что это такое, и даже плохо понимали — зачем «он» и что может сделать.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Ҫакна вӑл ӑнланман, пӗлмен — ҫавӑнпа та пӗтӗмпех хӑй айӑплӑ.

Он всё это не понимал, не знал и — кругом во всем виноват.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Ытла та ӑнланман мужик-ҫке эсӗ, каҫар, ҫӳлти турӑ амӑшӗ.

Да и беспонятный же мужик, прости царица небесная!

Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.

Лаши хӑй ҫынсене мӗн кирлине ӑнланман пек пуҫне каҫӑртса пӑхать.

Лошадь высоко задрала голову и, казалось, не понимала, что, собственно, от нее хотят.

21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Санька юриех илтмӗш пулчӗ, ачасем ҫине нимӗн те ӑнланман пек пӑхса илчӗ.

Санька сделал вид, что не расслышал, и с недоумением посмотрел на подошедших ребят.

12-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пиччӗшӗ, Тарантьев, кинӗ ун пек сӑмахсене пӗлмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен унашкал туйӑмсем те ҫук; Илья Ильич ҫеҫ ӑнланнӑ пулӗччӗ ӑна, анчах вӑл ӑна та нихҫан каласа кӑтартман, мӗншӗн тесен ун чухне хӑй те ӑнланман, калама та пӗлмен.

В лексиконе братца, Тарантьева, невестки не было таких слов, потому что не было понятий; только Илья Ильич понял бы ее, но она ему никогда не высказывала, потому что не понимала тогда сама и не умела.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Никам та ӑна ӑнланман пулӗччӗ.

Да никто и не понял бы ее вокруг.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Кунта темле йӑнӑш пур; эсир хӑвӑра, Обломова, е, юлашкинчен, юратӑва ӑнланман.

— Тут есть что-то: вы не поняли себя, Обломова или, наконец, любви!

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ольга ҫакна ним те ӑнланман, уҫҫӑн шухӑшласа илмен, ҫак ыйтусене хирӗҫ те, хӑйне хирӗҫ те хаяр кӗрешнӗ, пӗртен-пӗр ҫирӗп шут тытма пӗлмен.

Она ничего этого не понимала, не сознавала ясно и боролась отчаянно с этими вопросами, сама с собой, и не знала, как выйти из хаоса.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Мӗн «нихҫан та»? — ыйтрӗ Обломов, нимӗн ӑнланман пек.

— Что «никогда»? — спросил Обломов, будто не понимая.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Агафья Матвеевна куҫӗсене пӗр пек мӑчлаттарса, ним те ӑнланман пек итлесе ларчӗ.

Она тупо слушала, ровно мигая глазами.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кайма хатӗрленнӗ май, ахалех йӑлӑнса, тархасласа пӑха-пӑха илтӗм эпӗ Олеся ҫине кунсеренех, — вӑл, ҫакӑн пӗлтерӗшне ӑнланман евӗр, курмӑш-илтмӗше ҫех печӗ.

Напрасно каждый день, собираясь уходить, я бросал на Олесю красноречивые, умоляющие взгляды, — она делала вид, что не понимает их значения.

IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ун хӑвӑртлӑхӗ мӗншӗн пӗчӗк пулнине никам та ӑнланман.

Никто не мог понять, в чем дело.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Директор ӑна ӑнланман.

Директор не понял.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ҫакна ӑнланман е юриех чӑрмантаракан ҫынсене Алексей Николаевич хӑйӗн ҫулӗ ҫинчен пӑрма тӑрӑшнӑ.

Тех людей, которые не понимали этого или сознательно мешали, Алексей Николаевич не стеснялся убирать со своего пути.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Мӗн пулса иртнине тӗттӗмре никам та нимӗн те ӑнланман.

В кромешной тьме ничего нельзя было понять.

Ҫирӗм иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed