Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывӑрса (тĕпĕ: ҫывӑр) more information about the word form can be found here.
Арифулла куҫне уҫсанах сисрӗ, вӑл ҫывӑрса юлнӑ, ашшӗ ӑна вӑратман.

Help to translate

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑҫта кӑшт унта: урайне выртсанах сырса илчӗҫ те, ҫӗр каҫиччен йӗркеллӗ ҫывӑрса та каяймарӑмӑр.

Help to translate

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ӗҫрен ҫывӑрса юлас ҫук ӗнтӗ, — мӑнкӑмӑллӑхне пытармарӗ Сехре.

Help to translate

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗл каҫиччен ҫывӑрса выртнӑ тӑпра, хӑйӗнчен кӑҫал колхозниксем нумай ыйтассине пӗлнӗ пек, ҫу каҫмалӑх нӳр ҫӑтать.

Help to translate

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Юлташӗ, пӗр смена ахалех ҫывӑрса выртнӑ ҫын вӑхӑта шеллесе калаҫнине ӑнланасшӑн пулса, ун еннелле чӑр-р! пӑхса илчӗ, анчах нимӗн те чӗнмерӗ.

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫакӑнта хӑй куҫӗ умӗнче ҫывӑрса выртнине курсан, Сахрун пичче те ывӑлне хаяррӑн ятласа тӑкнӑ пулӗччӗ, анчах, телее, ҫӑка патӗнче вӑл витресемпе ытти савӑт-сапасӑр пуҫне урӑх нимӗн те курмасть, унта никам та ҫывӑрса выртмасть.

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кам ашшӗ-амӑш чӗрине ан тарӑхтарччӑр-ха «сан ывӑлу ӗҫлес вырӑнне ҫавӑнта ҫывӑрса выртать» текен сӑмахсем!

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сукмак ҫырма хӗрринчен хӑпарнӑ чухнех вӑл мотор кӗрленине илтрӗ, вара старик ывӑлӗ ҫывӑрса выртнине курас шухӑша пуҫран хӑваласа ячӗ.

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем халь пӗр-пӗринпе калаҫмаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах ҫывӑрса кайма та хал ҫук.

Help to translate

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эпир вара ҫывӑрса юлнӑ!

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сан пек кӑнтӑр кунӗнче ҫывӑрса выртмастӑп ӗнтӗ, хам хырӑма хам тӑрантма пултаратӑп.

Help to translate

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эс каллех ҫывӑрса выртатни, Иван? — кӑшкӑрчӗ Кӗтерне ӑна хӑлха патӗнченех.

Help to translate

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тата икӗ сехетрен, ӗнесене суса килсен, пӑхрӗ те Кӗтерне, Сехре каллех ҫывӑрса выртать.

Help to translate

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑш вӑхӑтра вӗҫленчӗ ку калаҫу — Укахви ӑна туймарӗ, вӑл ывӑннӑскер, тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑрса кайрӗ.

Help to translate

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Урам кукӑрне ҫитсен ҫеҫ шӑпланнӑ урамра уйрӑмӑнах янӑравлӑн вылянакан купӑс сасси ҫывӑрса кайнӑ ҫынсене те чылайӑшне вӑратса хаварчӗ.

Help to translate

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кунта вӗлермеҫҫӗ те, кӑнтӑр кунӗнче те сӑвӑр пек ҫывӑрса выртма юрать эппин?

Help to translate

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тӑр кӑнтӑрла ҫывӑрса выртас-и ӗнтӗ манӑн? — ал сума пикенчӗ Михала.

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑвалӑхра ҫур ҫӗрччен вучах ҫунчӗ, унтан сунарҫӑсем ухӑ пӗкечисене алра тытса ҫывӑрса кайрӗҫ.

Help to translate

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫывӑрса выртма вӑхӑт мар халь, Тукай абзы, атя часрах Хусана, сана унта княҫсем, мӑрсасем, улансем кӗтеҫҫӗ, — терӗ ачасенчен аслӑраххи, хӑйне мӑн ҫын пек тытма тӑрӑшса.

Help to translate

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Упӑшка ҫывӑрса тӑман-ха, вӗсем ҫутӑлас умӗн кӑна ҫитрӗҫ.

Help to translate

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed