Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юрпа (тĕпĕ: юр) more information about the word form can be found here.
Нӳхрепӗн уҫӑ алӑкӗнчен юрпа вараланса пӗтнӗ кӑвак шинеллӗ нимӗҫ кӗре парать.

В открытую дверь овощехранилища в самом деле лез немецкий солдат в серой шинели, весь заляпанный снегом.

XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Андрей, ҫултан пӑрӑнса, кӑпӑшка юрпа витӗннӗ ватӑ йывӑҫсем ӳсекен сӑрт енелле утса кайрӗ.

Андрей сошел с дороги и побрел на пригорок, где одиноко стояли старые, черные деревья, закиданные хлопьями снега.

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пирӗн хӑвӑрттӑн Ленино ялне ҫитнӗ танксем ҫак тӗлте чарӑнчӗҫ те, вӗсем ҫинчен юрпа шуралнӑ шинеллӗ салтаксем сике-сике анчӗҫ.

Наши танки, быстро проскочив до окраины Ленино, задержались здесь, и с них враз посыпались на землю в запорошенных снегом шинелях пехотинцы.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хурал пӳртӗнчен пур енче те, сылтӑмра та, сулахайра та, юрпа витӗннӗ тарӑнах мар канавра, паркан хӗвеланӑҫ чиккинче, салтаксем курӑнаҫҫӗ.

Всюду вправо и влево от сторожки, по неглубокой, полузасыпанной снегом канаве, являвшейся западной границей парка, виднелись солдаты.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Юргин чупса пынӑ чухне малтан юрпа витӗннӗ хулӑн хурама вулли ҫине ҫитсе ҫапӑнсан, унтан акаци тӗме ҫине ҫитсе тӑрӑнсан тин, гитлеровецсем паян кулленхинчен иртерех ҫапӑҫу пуҫласа янине ӑнкарса илчӗ.

Только на бегу, сначала ударившись о толстый, запорошенный снегом ствол вяза, а потом наскочив на куст акации, Матвей Юргин сообразил, что гитлеровцы начали бой раньше обычного.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Юрпа вараланса пӗтнӗ ҫӗлӗклӗ Гончаров политрук пӳлӗм алӑкне уҫса пӑхрӗ.

В комнату, приоткрыв дверь, заглянул в осыпанной снегом шапке политрук Гончаров.

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Лена, хӑех мӗн кирлине тума пулса, хирӗҫлерӗ пулин те, Юргин, пурне те хӑвӑртрах тумаллине ӑнланса, Ленӑна хӑй ҫумне чӑмӑртарӗ те унӑн питне хыттӑн юрпа сӑтӑрма пуҫларӗ.

Лена сопротивлялась и уверяла, что сама примет необходимые меры, но Юргин, понимая, что действовать надо немедленно, прижимал Лену к себе и крепко растирал снегом ее щеки.

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Тепӗр темиҫе минутран Садкине полк комиссарӗ Брянцев ҫитрӗ, вӑл юрпа вараланса пӗтнӗ, шӑнса кӳтнӗ, сивӗпе хуралса кайнӑ.

Через несколько минут в Садки приехал комиссар полка Брянцев, весь в снегу, продрогший до костей, почерневший от мороза.

XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Юрпа витӗннӗ тӳрем вырӑнта кӑвайтсем ҫунаҫҫӗ.

На ровной площадке, покрытой снегом, горели костры.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Самолет патӗнче, — шӑппӑн калаҫма пуҫларӗ ҫул кӑтартакан, — вӗсем пысӑках мар палатка карса юрпа витсе хунӑ.

— Возле самолета, — тихо заговорил проводник, — они разбили небольшую палатку и укрыли снегом.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Марийка патне Крылатов пырса ӑна тӑма пулӑшрӗ, унтан юрпа вараланнӑ питӗнчен пӑхса: — Хӑрарӑр-им? — тесе ыйтрӗ.

К Марийке подошел Крылатов и помог ей встать, потом посмотрел в лицо, запачканное снегом и спросил: — Испугались?

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Усачев юрпа вараланнӑ какай татӑкӗсене пуҫтарса миххе тултарчӗ.

Усачев подбирал и складывал в мешок вывалянные в снегу куски мяса.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Табак туртса пӗтеретпӗр те, ӑна юрпа витсе хамӑр пӳрте чупатпӑр.

Сделаем перекур, забросаем ее снежком — и живо к избушке.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Лапамра Козлово курӑнса кайрӗ; ял варринчи хуҫса пӗтернӗ топольсем хушшинче, гитлеровецсем ишсе хӑварнӑ чиркӳ вырӑнӗнче — хӗрлӗ кирпӗч купаланса выртать; пур ҫӗрте те юрпа витӗнсе ӗлкӗреймен пушар вырӑнӗсем хуралса выртаҫҫӗ, вӗсем ҫийӗн вырӑс кӑмакисем трубисене кӑнтарса тараҫҫӗ.

В низине показалось Козлово; в центре деревни, среди покореженных вязов и тополей, на месте взорванной гитлеровцами церкви огромный холм красного кирпича; всюду черные, еще не запорошенные снегом пепелища, над которыми возвышаются могучие русские печи.

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Салтаксем ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе ҫунакан пӗренесене айккинелле сӗтӗре-сӗтӗре пӑрахаҫҫӗ, пушар вырӑнӗсене юрпа сапса сӳнтереҫҫӗ: каҫ пуличчен кунта нимӗнле вут ҫути те юлмалла мар.

Группы солдат шумно растаскивали пылающие бревна, забрасывали снегом пожарища: к ночи нигде не должно остаться и маленького огонька.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ун тумтирӗ пӗтӗмпех пылчӑклӑ юрпа вараланнӑ, пичӗ тар тӗтӗмӗпе хуралнӑ, тарӑхнипе куҫӗсене ылтӑн тӗсӗ ҫапнӑ.

Форма вся в грязном снегу, черное от пороховой гари лицо и золотистые от ярости глаза.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Шоссе леш енчи юрпа витӗннӗ хура вӑрман хӑвӑрттӑн хӗрелме пуҫларӗ: хӗвел тухать.

За шоссе быстро и густо розовело высокое, заснеженное чернолесье: всходило солнце.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пур ҫӗрте те юрпа витӗннӗ чӑрӑшсен айӗнче, тин ҫеҫ юр ҫине сарнӑ чӑрӑш турачӗсем ҫинче салтаксем ирхи апат ҫиеҫҫӗ е канаҫҫӗ; йывӑҫсен аялти турачӗсем ҫинче хӗҫпӑшалсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Повсюду, прячась под черными, в снежных узорах, шатрами елей, на кучах свежих веток завтракали и отдыхали солдаты; повсюду на нижних сучьях деревьев висело снаряжение и оружие.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Рекогносцировка туни, Мускав ҫывӑхӗнчи юрпа витӗннӗ хирсемпе вӑрмансем тӑрӑх хӑвӑрттӑн ҫӳрени, пулас ҫапӑҫу ҫинчен шухӑшланӑ шухӑшсем — ҫаксем пурте ҫамрӑк та хӑватлӑ Батюков чӗрине вӑркатнӑ.

Рекогносцировка, быстрая езда по заснеженным подмосковным полям и лесам, мысли о предстоящем бое — все это сильно волновало молодого, энергичного Батюкова.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫак йӑлтӑркка пурҫӑн тӑрӑх, юрпа вараланнӑ аттисене, ҫӑматтисене, буркӑсене шаккаса, делегатсем улӑхаҫҫӗ; вӗсем васкамасӑр утаҫҫӗ: хӑшӗ юлхавлӑн, хӑшӗ тип-тикӗс утӑмпа, е шаль тутӑр, е ахаль тутӑр, е башлык ҫыхнӑ пуҫӗсене мӑнаҫлӑнрах каҫӑртса, утса улӑхаҫҫӗ.

По этому блестящему шелку, поскрипывая сапогами, валенками, кавказскими бурками, подымались делегаты; они шли не спеша: кто лениво, кто шел ровным шагом, они ступали вверх с гордостью вскинув голову, завязанные в шелковые платки, или в простые платки, или в башлык.

XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed