Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тепӗр чух вӗсем илемлӗрех тумланма та юратаҫҫӗ, анчах ку илемлӗ тум вӗсен ҫийӗнче ытлашши куҫа курӑнать, ҫавӑнпа саплӑк евӗр туйӑнса тӑрать.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Кунти художниксем пӗрре те Итали ҫӗршывӗнчи унти ҫутҫанталӑкпа кӑвак тӳпе пекех вӗри те мӑнкӑмӑллӑ художниксем пек мар, йӑлтах урӑхла, вӗсенчен нумайӑшӗсем ырӑ та йӑваш ҫынсем, вӗсем хӑюсӑр, хӑйсем ҫинчен сахал шутлаҫҫӗ, хӑйсен ӗҫне шӑппӑн ҫеҫ юратаҫҫӗ, пӗчӗк пӳлӗмӗсенче икӗ юлташӗпе чей ӗҫеҫҫӗ, хӑйсен юратнӑ ӗҫӗ ҫинчен шӑппӑн кӑна калаҫаҫҫӗ, пуян пурнӑҫпа пурӑнассишӗн пӗрре те ҫунмаҫҫӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Ку мӑйӑхсем ҫапла илемлӗ пулччӑр тесе, вӗсен хуҫисем хӑйсен ӗмӗрӗн чи лайӑх пайне панӑ, — ҫӗрӗпе те кунӗпе мӑйӑхӗсем ҫинчен ҫеҫ шутланӑ; ку мӑйӑхсене ытарма ҫук духисемпе ароматсем сапнӑ, ҫав тери хаклӑ тӑракан тата питӗ сайра тӗл пулакан помадӑсемпе якатнӑ; ку мӑйӑхсене ҫывӑрма выртас умӗн веленевӑй текен ҫӳхе хутсемпе чӗркенӗ; ку мӑйӑхсене хуҫисем чунтан юратаҫҫӗ, хирӗҫ пулакансем вӗсем ҫине ӑмсанса пӑхаҫҫӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Кашни чӗрчун хӑйне евӗрлӗ: пӗрисем йӑваш, теприсем хаяр, пӑхӑнакан е кутӑн, ачаш е шӑртлӑ, тасалӑха юратаҫҫӗ е лупашкара йӑваланма килӗштереҫҫӗ, шавлӑ е лӑпкӑ…
Каскӑн качака // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 31,33,35 с.
Ял ҫыннисем сад ӳстерме юратаҫҫӗ, пурте тенӗ пекех улмуҫҫипе ҫырла тӗмисем лартаҫҫӗ.Местные жители разводят сады — почти у каждого растут яблони и ягодные кустарники.
Пиллӗкмӗш чӗрӗк // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 3,5,7 с.
Ҫав турра ӗненменскерсем, сана юратаҫҫӗ пулас.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫакӑнтан ҫапла тухса тӑрать: пӗрисем пурӑнма юратаҫҫӗ, теприсем — пурнӑҫа.
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
«Наташка телейлӗ ав, унӑн упӑшки те, ачисем те пур, ӑна нимӗн те кирлӗ мар, ҫемьере юратаҫҫӗ, эпӗ ак — пӗтнӗ ҫын.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Редакци тӗпелӗнче вӑй хунипе ҫеҫ ҫырлахмаҫҫӗ, нумай чӑваш пурӑнакан районсенче (Чӑнлӑ, Мелекесс, Ҫинкӗл, Ҫӗнӗ Малӑкла, Ульяновск, Тереньга, Майна) пулса вӗсен пурнӑҫне тӗплӗн ҫутатма юратаҫҫӗ.
Журналистикӑна чунтан парӑннӑ // Николай ЛАРИОНОВ, Алена АЛЕКСЕЕВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 5 стр.
— Ӑнланаймастӑп эпӗ вӗсене, пӗрре шутсӑр юратаҫҫӗ вӗсем пӗр-пӗрне, тепре вара икшер кун ҫӑвар уҫмаҫҫӗ.— Не понимаю я их — то вроде любят друг друга, водой не разольешь, а то по два дня не разговаривают.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Юлташсем хӗрлӗ тӗсе юратаҫҫӗ! — хуллен кулса илнӗ пӗри.— Товарищи красный цвет любят! — Кто-то подавился тихим смешком.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Сана пурте хисеплеҫҫӗ, юратаҫҫӗ.
25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Вӗсене салтак сывлӑхӗшӗн тӑрӑшманнисем ҫеҫ юратаҫҫӗ.
Госпиталь // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
— Кала-ха мана, шӑллӑм, Суворова ҫарта мӗншӗн юратаҫҫӗ?
Чап // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Австриецсем вӗсем — сӑмах ҫапма юратаҫҫӗ.
Фокшанри ҫапӑҫу // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Ҫавнашкалах, унчченхи пекех, ӗҫлеҫҫӗ, апат ҫиеҫҫӗ, ӗҫеҫҫӗ, ҫывӑраҫҫӗ, вилеҫҫӗ, ҫуратаҫҫӗ, юратаҫҫӗ, кураймаҫҫӗ, тинӗс енчен варкӑшса килекен тӑварлӑ сывлӑшпа сывлаҫҫӗ, пысӑк тата вак-тӗвек ӗмӗт-шухӑшсемпе ҫуйкӑнланса пурӑнаҫҫӗ.
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пӗлетӗн-и, мӗнле хытӑ юратаҫҫӗ вӗсем…
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хӑнисене тарават та чаплӑ кӗтсе илме юратаҫҫӗ вӗсем.
XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Анчах Митька, полкра чи япӑх казак шутланать пулин те, инкек-синкекрен ҫӑлӑнмалли майсене тупма пӗлетех ҫав; казаксем ӑна хӑйне ялан хаваслӑ тытса шӑл йӗрме юратнӑшӑн, киревсӗр юррисемшӗн (ку енӗпе Митька никамран та ирттерет темелле), юлташлӑх туйӑмӗпе уҫӑ кӑмӑлӗшӗн юратаҫҫӗ; офицерсем тата вӑрӑ-хурахла чӑрсӑрлӑхӗшӗн килӗштереҫҫӗ.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫапла ҫав, хӑйсен хулинчи Геройсем ҫинчен унти ҫынсем урӑхла калаҫаҫҫӗ, вӗсене ытларах юратаҫҫӗ, хайсем те, ачисем те вӗсем пек пулма тӑрӑшаҫҫӗ.
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.