Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл сӑмсапа туртмалли тапак пек, йӳҫӗ шӑршӑллӑ темле курӑк пуҫне татса илчӗ, ӑна ывӑҫ тупанӗ ҫинче шӗкӗлчерӗ те тӗлӗрсе выртакан Тимка Колечкинӑн сӑмси шӑтӑкне сапрӗ.
25-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах вӑл нимӗн те каламарӗ, ун ҫумне ҫеҫ вырнаҫса ларчӗ те унӑн кӗлеткине, пуҫне, алли каллӗ-маллӗ вылянине, йӗппине канва шӑтӑкне мӗнле чиксе туртнине сӑнама пуҫларӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унан типӗ ҫырмана та кайса пӑхас кӑмӑлӗ пур, вӑл сад пахчинчен мӗн пурӗ те аллӑ чалӑшра ҫеҫ; ача ҫыран хӗррине те чупса ҫитет ӗнтӗ, вулкан шӑтӑкне пӑхнӑ пек, аялалла пӑхса илесшӗн… анчах сасартӑк ун умне ҫак типӗ ҫырма ҫинчен каланисем, авалтанпах халӑх хушшинче ҫӳрекен халапсем тухса тӑраҫҫӗ; вӑл сехӗрленсе ӳкет, вара ни чӗрӗ, ни вилӗ, каялла ыткӑнать; хӑранипе чӗтреве ернӗскер, няни патне ҫитсе ӑна ыйхӑран вӑратать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Хальлӗхе! — терӗ вӑл уҫӑна ҫӑра шӑтӑкне кӗртнӗ май.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Таҫти шуйттан шӑтӑкне куҫарса килтӗн те мана, ҫӑрапа питӗрсе усрасшӑн.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
— Хальлӗхе, — уҫҫине ҫӑра шӑтӑкне чикрӗ Женя, алӑкне вара Федор пусма картлашки тӑрӑх анса кайсан ҫеҫ уҫрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Ҫынсем асатте масарӗн шӑтӑкне йӗри-тавра ҫавӑрса илчӗҫ, унта алшӑллисемпе асаттен чухӑн тупӑкне антарчӗҫ.
XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хам ҫырса парсаттӑм эпӗ, ытла хӑрушӑ хут, вӑл тӗрӗссине нимӗнпе те ӗнентереймен пулсан, эпӗ хамах ҫӗр шӑтӑкне сиксе ҫухалнӑ пулӑттӑм.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Шӑтӑкне хамӑр чавмаллаччӗ — Ромашов каланӑ тӑрӑх, шӑтӑк чавакансем «халиччен илтмен» хак ыйтаҫҫӗ тет.Могилу нужно было копать самим: могильщики заломили, по мнению Ромашова, «неслыханную» цену.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫӗр шӑннипе шӑтӑкне тарӑнах алтаймарӑмӑр.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл ҫырласене шӑршларӗ те, вӗсене гимнастёрка кӗсйин тӳме шӑтӑкне чечексем пек чиксе хучӗ.Он понюхал ягоды и сунул, как цветы, в петлицу кармашка гимнастерки.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах та вӑл ҫавӑн пекех хӑвӑрттӑн тата шӑппӑн ҫӑраҫҫи шӑтӑкне уҫҫине чиксе, тӗрмери чӑн-чӑн надзиратель пек, камера алӑкне уҫса яма пултарать.
Тӗрмери фельдшер // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ӑҫта илсе каять ку ҫул, мӗнле шуйттан шӑтӑкне?
II сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӑл Алексейӑн сылтӑм татӑк урине протезӑн ҫӑмлӑ та ҫемҫе шӑтӑкне чикрӗ те, урана ҫирӗплетмелли чӗнсемпе яваласа туртса лартрӗ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унтан шӑтӑкне тӑпра тултарса тирпейлерӗҫ те, сӑх-сӑхса илсе, килӗсене саланчӗҫ.
V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Шӑтӑкне хам чавса паратӑп.
Пахчапа мунча хуҫи // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 52–58 стр.
Тусан чыхӑнтарчӗ тата тем ӗннӗ евӗр шӑршӑ чӑтмалла мар йӳҫҫӗн те тӑкӑскӑн сӑмса шӑтӑкне тӑвӑнтарчӗ.
Ярмул пичче // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 47–51 стр.
— Мур шӑтӑкне вӗсене, тухтӑрсене!..
Еххӗм Пьяных операцийӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 29–35 стр.
Тепӗр тесен — шуйттан шӑтӑкне!
Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.
Хӑй, мӗнле калас, мур шӑтӑкне — хӗрӗме хӗрхенетӗп.
Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.