Шырав
Шырав ĕçĕ:
Консуэло Ван-Конета мар, урӑххине суйласа илнӗ тӗк — вӑл, ахӑртнех, хӑйӗн чӗрине чечек ҫыххине тӑсса панӑн ҫӑмӑллӑн сӗнекен хӗрӗн пурнӑҫӗпе шӑпине хӳтӗлеме сӑмах татиччен-килӗшиччен тӗплӗ шухӑшласа пӑхатчех тата хӑйне малтанхи ҫылӑхӗсемшӗн ҫурри чухлӗ каҫарнӑн туятчех.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Хӑшпӗр ачасен чӗрине ҫак проповедь вӑйлӑ хускатнӑ.На некоторых ребят проповедь эта произвела сильное впечатление.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫак систерӳсене Давенант чӗнмесӗр ирттерсе ячӗ, калаҫӑва пӳлӗм ҫине куҫарчӗ, карчӑк вара унӑн чӗрине чӗрнисемпе те куҫлӑхӗпе йӑраланса кӗме хӑтланать.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
«Начар-начар-начаркка ҫар пуҫӗн ӗмӗлки», — сӑпайлӑн хирӗҫлерӗм эпӗ, анчах сӗтеле чӑмӑрпа ҫапмарӑм, шӑппӑн кулнипех ҫырлахрӑм; куллӑм Клейнферминфель чӗрине ҫитрӗ пулас.
III. Калаҫу // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 397–404 с.
— Акӑш тирӗсем… — пуҫларӗ те Тарт именсе кайрӗ, сӗлкӗшленчӗ, анчах чӗрине хытарса, айккинелле пӑхса каласа хучӗ:— Лебяжьи шкурки… — начал Тарт, смутился, упал духом, но скрепя сердце проговорил, смотря в сторону:
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.
Бетсипе каллех вӑрҫӑнасси-хирӗҫесси Клиссон чӗрине ҫав тери хыттӑн хӗссе ыраттарчӗ.
Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.
Хӑйӗн ӗҫӗнчен хӑраса, ҫав хушӑрах чӗрине пусарнӑ тиеве сирсе ывӑтас кӑмӑлпа асапланса — Том алӑка туртрӗ те пӳлӗме кӗрсе тӑчӗ.
Ашшӗн ҫилли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 209–215 с.
Кашни кунах Таулок тӑвӗ ҫине улӑхнӑ, хайхи чакӑл тӑва пӑртак хускаткаланӑ, тӑвӑн чарусӑр сулланӑвӗ унӑн лӑпланми чӗрине пусӑрӑнтарнӑ имӗш.
Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.
Ҫак вӑхӑтра унран тунсӑхлӑ, асаплӑ хирӗҫ тӑру пачах хӑпмарӗ; ҫак хирӗҫ тӑру — килнелле ӑнтӑлакан чӗрине тӑрӑнасшӑн кӑнтарнӑ, пӑхӑнми хура йӗп.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.
Чӗрине тытса, унти кӗрлеве лӑплантарса пӗр хушӑ шӑппӑн ларчӗ, юлашкинчен тинех выртрӗ те питне аллисемпе хупларӗ, пӗтӗм кӗлеткипе чӗтре-чӗтре, сасӑсӑр ӗсӗкле-ӗсӗкле макӑрчӗ…
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 141–146 с.
Хӗр иккӗшӗн чӗрине те халичченех питӗ хумхантарать пулин те — вӗсем туслӑ-юлташлӑ.Несмотря на то, что девушка крепко сидела у каждого в сердце, они остались товарищами.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 141–146 с.
Чӗрине сехӗрленӳ шӑппӑн ҫыртса лартиччен Кадударӑн ҫӳҫӗ ҫатӑртатса вирелле ҫӗкленчӗ.Его волосы трещали и поднялись дыбом прежде, чем ужас запустил зубы в его сердце.
Шурӑ шар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 136–139 с.
Эпӗ Пуш хир Чӗрине никӗслесе ҫӗклерӗм.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.
Сире ҫакна каласшӑн: Пуш хир Чӗрине тупрӑм.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.
Капмар хурҫӑ читлӗхрен ҫурӑмӗпе тӗршӗннӗ — унта чарӑнмасӑр тата сасӑсӑр икӗ арӑслан кумать; ресторан поварне хӑйӗн ҫӗнех мар чӗрине парнеленӗ Анелька ҫинчен шухӑшлать поляк.
II. Хуралҫӑ йӑнӑшӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.
Шывӑн ҫемҫе тӗпӗ, ачашшӑн сӗртӗнекен, ҫӑмӑллӑн уҫӑлса ҫул паракан ӳсен-тӑран, юхӑм шампӑртатни, ҫил шавӗ, ҫыран хӗрринчи чечексен техӗмӗ, ӑнтӑлса таҫта васкакан пулӑсен кӑмӑллӑ калаҫӑвӗ тата ытти нумай-нумай сасӑ, халиччен илтменскерсем, Йӑр-йӑр чӗрине тӗпчемен-курман ытараймилӗхпе тултарса лартрӗҫ.
Йӑр-йӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 10–14 с.
Ӑна хӑйӗн кашни сывлавӗ халь-халь, кӗҫ-вӗҫ чи юлашки пулса тӑрассӑн, кӑкӑрне сывлайми туса тӗк пек хӑпассӑн, вӗҫсе ҫухалассӑн туйӑнать; вӑл выртнӑ ҫӗрте шӑпах ҫак самантра тӑпра чӗтренсе хускалчӗ — Суринэ чӗрине темӗн пырса перӗнчӗ, ҫакӑ унӑн вилес умӗнхи тертленӗвне сапаласа ячӗ…
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
— Эсир, Гелли, — терӗ Нок, — хальлӗхе ҫамрӑк, анчах сирӗнте хӗрарӑм вӑрансассӑн вӑл сирӗн ӑратри ытти кӗрен ҫӑтӑхсенчен, арҫыннӑн пуҫ мимипе юнне, чӗрине ӗмсе пӗтерекенсенчен тата ӑна тӑтӑшах усал, тискер ӗҫ тума хистекенсенчен нимӗнпе те лайӑхрах пулмӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Ҫынсене (хӗрарӑмсене вара уйрӑмах) питӗ лайӑх пӗлсе ҫитнӗ тесе пӗтӗмлетсе — Нок хӗремесленсе кайрӗ, ҫиелтен — ҫынсемпе пӗрлех юлма, ӑшӗнче вара вӗсемпе пӗрлешсе каймасӑр пурӑнма шак хучӗ, ҫапла, чӗрине яланлӑхах шарламасӑр тӑма хушса, юлашки кунӗсене ҫӗр ҫинчи мӗн пур харамлӑха пӗлекен ӑсчахӑн ҫӗкленӳллӗ салхулӑхӗпе кӗтсе илме тупа турӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Чӗрине савнӑ ҫынни тутлӑн ыталанӑ ҫивӗч самантри кирек хӑш хӗрарӑмран кая мар хумхантармаллипех хумхантарнӑн — Стелла кӑшкӑрса ячӗ; унӑн янӑравлӑ, телейлӗ кулли пӳлӗме юхса саланчӗ, тамалчӗ те лӑпкӑ йӑлкӑшупа Аяна питӗнчен сӗртӗнчӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.